Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсемшӗн (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Музейсенче, культура учрежденийӗсенче, промышленноҫ тата ял хуҫалӑх предприятийӗсенче пулса курса шкул ачисем хӑйсемшӗн чылай ҫӗннине уҫрӗҫ кӑна мар, Чӑваш Ен географине хӑйсен куҫӗпе курса вӗренчӗҫ, тематикӑллӑ экскурси-уроксене те хутшӑнчӗҫ.

Посещая музеи, учреждения культуры, промышленные и сельскохозяйственные предприятия, школьники не только открывали их для себя, изучали наяву географию Чувашии, но и участвовали в тематических уроках-экскурсиях,

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӗсемшӗн — капиталистсемшӗн — пулсан, Ирӗклӗх пӗр хӑйсемшӗн кӑна, ыттисене ытларах ҫаратма кирлӗ, Пӗр танлӑх, Телей сӑмахсем — ҫынсене улталама, Мир сӑмах — вутпа выляма.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Юлаканнисем хӑйсемшӗн тӑрӑшнӑ-тимленӗ ҫынсене манмаҫҫех.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Тикӗс те ҫирӗп ҫул хӑйсемшӗн пулнине ӑнланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Юратура вӗсем иккӗшӗ те ӑна-кӑна чухламан, ҫавӑнпа та пӑлханнипе, хӑюсӑр пулнипе, вӗсем хӑйсемшӗн пачах ҫӗнӗ тӗнче умӗнче тӑнине, ҫав тӗнчене кӗмелли алӑка хӑра-хӑрах уҫма пикеннине туйнипе вӗсен кӑкӑрӗсенче чӗрисем сиксе тухас пек тапрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫакӑ ӗҫ ҫыннисене хӑйсемшӗн пушӑ вӑхӑтсенче кирек хӑҫан та кӗнеке-журналсем илсе вулама май парать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Энтрейпе Унтрей, эхлеткелесе, тулли витресене ҫӗклеҫҫӗ те, хӑйсемшӗн чи ырӑ самантсем ҫитесси инҫе юлманни ҫинчен мӑкӑртатса, килелле утаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Кашнинех тӗрӗс-тӗкел, сывӑ пӑхса ӳстересси, хӑйсемшӗн, тӑван ҫӗршывшӑн та усӑллӑ ҫынсем тӑвасси - тӗп тӗллев.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Тӗрӗссипе вара унашкал этемсем хӑйсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йыш шучӗ виҫҫе ҫитиччен хӑйсемшӗн пурӑнса юласшӑн ӗнтӗ ҫемье чӑмӑртанисем.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Евгений хӑйсен взводӗнче ытларах вӑрнарсем пулнине, хальхи вӑхӑтра ентешсен хӑйсемшӗн кулянма кирлӗ маррине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet

Вӗсем ӗнтӗ хӑйсем ҫӑлӑнассине шанма та пӑрахнӑ, хӑйсемшӗн паянхи кун Эсрел килес кун пулнине кӑна пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӳкрӗҫ, ахлата-ахлата хӑйсемшӗн амаҫури пулса тӑнӑ тӑван ҫӗр ҫине ӳкрӗҫ Аванкай йӗкӗчӗсӗм…

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав темиҫе пӗчӗк ҫын ҫури хӑйсемшӗн мӗн тери хӑруш инкек пулнине ӑнланчӗ курӑнать вӑл: вӗсене хӑваласа ямасӑр утсене тапӑнма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арӑмӗсем ӗҫе тухса кайнипе усӑ курса четвӗрте васкамасӑрах пушатрӗҫ Ҫумккапа Павӑл, отпускри тепӗр куна хӑйсемшӗн «усӑллӑ» ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Хӑйсемшӗн тӑрӑш-тӑрӑш та…

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Вӗсене ман валли арӑм мар, хӑйсемшӗн ӗҫлекен хӗрарӑм кирлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Усӑ курас текенсен хӑйсемшӗн меллӗреххине суйламалӑх пур.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

Вӗсем тылри халӑх хӑйсемшӗн пӗр ҫирӗп чӑмӑра пӗрлешнине, хӑйсемшӗн ҫуннине аван туяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Район салтакӗсем валли - вӑйлатнӑ УАЗ машина // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11895-ra ... az-mashina

Ҫак уяв, ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн 2017 ҫулхи указӗпе туса хунӑ, Чӑваш Республикинче кӑна хӑйсемшӗн пайта шырамасӑр ырӑ тӑвакан тата юнашарти ҫынсене чун хушнипе пулӑшакан 67 пин ытла ҫынна пӗрлештерет.

Этот праздник, учрежденный в 2017 году указом Президента Российской Федерации Владимира Владимировича Путина, только в Чувашской Республике объединяет свыше 67 тысяч человек, бескорыстно делающих добро и помогающих ближним.

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех