Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвасем (тĕпĕ: хӑва) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрать-ха, пӗлтӗр касса турттарнӑ йӑмрапа хӑвасем пур.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ют ҫыншӑн пит нимех те мар ӗнтӗ ҫав хӑвасем.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман витӗр юханшыв хӗррисем тӑрӑх хӑвасем, ҫирӗксем, палан йывӑҫҫисем ӳсеҫҫӗ.

Берега лесных речек обросли ивой, ольхой и калиной.

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тӗмескесем ҫинче вӗт ҫулҫӑллӑ хурӑнсем, лутрашка хӑвасем.

На кочках — кустики березки с мелкими листьями, низкорослая ива.

Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Славик сукмакпа ерипен утса аннӑ чух хӑвасем хушшинчи тӑп-тӑрӑ пӗве кӗперӗ ҫине пӑхрӗ те тӑп! чарӑнса тӑчӗ…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Чӑннипех те илемлӗ вырӑн кунта, ҫыранӑн икӗ айккинче йӑмрасемпе хӑвасем ҫилпе кашлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Пухусемпе канашлусенче кӑшкӑратпӑр ӗнтӗ: «Юхан шывсем хӗррине ҫырансем ишӗлесрен хӑвасем лартмалла!» — тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӗрӗссипе вара пирӗн, Урпаш тӑрӑхӗнче пурӑнакансен, ҫырансем ишӗлесрен юхан шывсем хӗррипе хӑвасем лартмаллине Обозов профессортан малтанах тавҫӑрса илме май пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗррипе йывӑҫсем лартнӑ: йӑмрасем, хӑвасем, тирексем.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫуркунне, Атӑл капланса тулсан, вӗсем шыв айне пулса юлаҫҫӗ, шыв хухсан, утраври чӗлтӗр-чӗлтӗр хӑвасем ешерсе каяҫҫӗ, кӑпӑшка хӑйӑра шӑтарса, хӑях шӑтса тухать, сӗвек ҫырансенче пулӑҫ вучахӗсем ҫӗрлехи сӗме ҫутата-ҫутата илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Хум ҫинче чӳхенсе ҫутӑ уйӑх шӑвать, Хӑвасем хушшинче сарӑ кайӑк юрлать.

Куҫарса пулӑш

Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.

Хӑвасем хушшинче шӑпчӑк юрлать…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хӗрачасем часах хӑвасем хушшинче ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тимӗрҫӗ лаҫҫи айккинче вылякан Катя хӑвасем витӗр курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пирӗн ҫыран хӗрринчи хӑвасем хушшипе каякан сулхӑн сукмакпа утмалла.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑвасем хушшинче.

В ивняке!

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗҫех ак унӑн улӑм шлепки те хӑвасем тӗллипе курӑнми пулать.

Вскоре его соломенная шляпа скрылась за ветлами.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хsҫалта хӑвасем пӑшӑрхануллан чӑштӑртатаҫҫӗ, улӑх леш пуҫӗнче лаша кӗҫенет.

Где-то неподалеку шелестят о чем-то грустном ивы, в лугах ржет лошадь.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лаша ҫырма хӗрне ҫитсе ҫаврӑнать, хӑвасем хушшине кӗрсе тӗнккесе ҫӳрет, вара ҫын пек ассӑн сывласа илет те каллех шыв хӗррине анать.

Лошадь спустилась к берегу реки, забрела в заросли, потом вздохнула как челокеви снова спустилась к реке.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ ӑна сан хыҫҫӑнах хӑвасем хушшине тухса ывӑтрӑм».

Я ведь его следом за тобой в кусты вышвырнул.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех