Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыҫне сăмах пирĕн базăра пур.
хыҫне (тĕпĕ: хыҫне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савӑнӑҫне пытараймасӑр, вӑл хӑнасене чаршав хыҫне — уйрӑм пӳлӗме чӗнсе кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑй, кӗсйинчен револьвер кӑларса, Паймукпа карчӑкӗ хыҫне тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫил арманӗ хыҫне пӗр ҫын пытанчӗ, — терӗ Кӗперьян Акчураран килнӗ юлташне.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗнле майпа пырса тухрӗ вӑл крепость таврашне, Тукая асӑрхасанах мӗншӗн хуралтӑ хыҫне пытанмарӗ?

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Халех калатӑп, — кӗреҫине алӑк хыҫне таянтарса шалалла кӗчӗ Ятламас, унтан кӗсйинчен пӗр чӗптӗм тӳнӗ ҫулҫӑ кӑларчӗ те, ӑна ал тупанӗ ҫине хурса темиҫе хутчен тутлӑн шӑршларӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кур-ха, пит ӑнӑҫлӑ ҫӳренӗ эсир, кун чухлӗ кайӑк тытасси сайра пулать, — терӗ утайми пулнӑ ывӑлне пӗчӗк ачана вырнаҫтарнӑ пек ҫуна хыҫне меллӗн лартса.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Альпи кӑчӑк туртса аслашшӗне кӗлет хыҫне илсе кайрӗ, унта ӑна пӗр туратран ҫакса янӑ тӗлӗнмелле япала ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хура вӑрман хыҫне шур юр ҫунӑ, Хура сӑсар тухса йӗр хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна кура Северпи ун хыҫне пырса тӑчӗ, йӑмӑкне хулпуҫҫирен чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сунарҫӑсем ҫурӑм хыҫне укҫу ҫакса тата вӗшле йыттисене ертсе йышлӑ ҫырма-ҫатра тӑрӑх сунара каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫ пуласпа Эрнепи вӗтӗ-вӗтӗ уттипе ял вӗҫне, вӑрман хӗррине, йӑпӑртатса ҫитрӗ те йӑмра хыҫне пытанса инҫе мар ларакан пӗчӗк пӳрт ҫине чылайччен тунсӑхлӑн пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаша пасарӗ лавккасен хыҫне, анлӑ улӑх хӗррине, вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине пӗрре Эрнепи еннелле, тепре Ахтупай еннелле лачлаттарса сурчӗ те, паҫӑрхи пекех патаккипе таклаттарса мӗнле килсе тухнӑ, ҫаплипех шӗшкӗ тӗмӗсем хыҫне кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗр ача аптраса ӳксе часрах айккинелле пӑрӑнчӗ те йывӑҫ тӗмӗ хыҫне пытанчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗр ача тӗм хыҫне тата лайӑхрах пытанчӗ те ал лапписене ҫӑварӗ тӗлне карӑк-сӑрнай пек тытса кӑшкӑрма тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аманман-ши вӑл? — сехӗрленсе вӑрман хӗрринчи тепӗр тӗмӗ хыҫне чупса каҫрӗ Эрнепи.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла каларӗ те Чураппа Тукайӑн кӑмака хыҫне хывса ҫакнӑ тумтирӗ патне чупса кайрӗ, пилӗкне пӗрсе ҫӗлетнӗ сӑхман кӗсйинчен кула-кула темле ҫыхӑ туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑш-пӗрисем тӗттӗмре шӗшкӗ тӗмӗсем хыҫне кӗрсе тӑчӗҫ, нумайӑшсем лашисене ҫултан кӑшт пӑрма ҫеҫ ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Элентей хӑйне кӑштах тӑван тивет пулсан та Урасмет ӑна чӗп-чӗр юн пуличчен хӗнесе тӑкрӗ, вара тек кунта килсе ан кӗр тесе тарҫа пахча хыҫне кӑларса ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑшисене хӑратас мар тесе каччӑ хӑй вырӑнӗнчен хускалчӗ те кимӗсенчен инҫе мар ларакан тирек йывӑҫҫи хыҫне кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех