Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыҫалалла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Чаплӑ эсӗ, пуян эсӗ, манӑн юратнӑ ҫӗршывӑм! — терӗ те Надя пӗтӗм сӑн-сӑпачӗпе ҫиҫсе, пуҫне хыҫалалла мӑнаҫлӑн сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл хӑйӗн сӑнне тӗкӗр ҫинче асӑрхарӗ те сумкинчен тура кӑларчӗ, пуҫне силлесе, сапаланчӑк ҫӳҫне хыҫалалла лӑстӑр! ывӑтрӗ, унтан турама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пуҫне хыҫалалла сӗлтрӗ, кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Алексей вара мӗншӗнне хӑй те пӗлмесӗр, ӑнланмасӑр, мӗнпур нервисемпе хыҫалалла, пукан хыҫӗ ҫумнелле туртӑнчӗ, унтан чӑтаймарӗ, сасартӑк ура ҫине тӑчӗ те проход тӑрӑх хӑвӑрт алӑк патнелле утрӗ, хӑвӑрт чупнӑ пекех…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Хамшӑн кӑна тӑрӑшакан ҫын мар-ха эпӗ… — шухӑшларӗ вӑл, — ӑна юрататӑп пулсан мӗн тумалла-ха ман? Эсир те ҫав…» — ҫилленчӗклӗн пӑхрӗ кафедра енне каччӑ, унтан каллех хыҫалалла тинкерчӗ: халь калаҫмаҫҫӗ иккен вӗсем, итлесе ҫеҫ лараҫҫӗ, хутран-ситрен пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ драгун та ҫакна туйрӗ пулас, сӑсартӑк утне ҫавӑрчӗ те хыҫалалла тарса кайма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аллисене хыҫалалла туртса ҫыхнӑ, атту вӑл офицер ҫине сиксе ларса пӑвса пӑрахма та пултаратчӗ пуль…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл сасартӑк хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ те каллех ахлатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Сывӑ пул, мучи! — кӑшкӑрчӗ Укаслу, хыҫалалла ҫаврӑнса.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, тӑна кӗнӗ ҫӗре, ун аллисене хыҫалалла ҫыхса та лартнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫыннӑн аллисене хыҫалалла туртса ҫыхаҫҫӗ, унтан хӑйне кӑшт ӳпӗнтереҫҫӗ, унтан урисене, чӗркуҫҫи тӗлӗнче авса хураҫҫӗ, ун хыҫҫӑн ним шелсӗр шӗвӗр шалча ҫине тӑрӑнтарса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу, хӑйӗн ятне илтсен, хӗрелсе кайрӗ те хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхам пекки турӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хыҫалалла ҫаврӑнчӗ те тӗкме патӗнче ялти пуп, Иннокентий таса атте тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер учӗ хыҫалалла ҫаврӑнчӗ те тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара хайскер, уксах ачана чӗнес тесе, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уксах ача аллине хыҫалалла тӑсрӗ, Укаслу ӑна васкасах тепӗр ҫӗмрен тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк темӗскерле туйӑм Укаслӑва хыҫалалла ҫаврӑнтарса пӑхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн йӑрӑс пӗвӗ ҫавине кӑшӑ-ӑл-л! калла илмессерен пӗлӗтелле туртӑннӑ пек пулать, ҫавӑнтах тӗлӗнмелле илемлӗн чалӑшса, хыҫалалла ывтӑнать; аллисем выляса илеҫҫӗ — ҫивчӗ ҫава пӗр касӑм туса паккусӑн тепӗр вӗҫне ҫитет, ун чухне вара хӗр кукленсе илнӗ пек пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аллисем асӑрхануллӑн, ачашшӑн пӗрре хыҫалалла каяҫҫӗ, тепре малалла вӑштик! ывтӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хыҫалалла пӑхатӑп та хамран инҫех мар ҫӳҫе турачӗ сулӑннине курах каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех