Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хытса (тĕпĕ: хыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул варринче хытса тӑракан Раман тӗлӗнчен кӗҫех вӗсем иккӗшӗ те пуҫӗсене каҫӑртса иртсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак сӑмахсене илтсен Дорфман ҫӑварне карса хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек вӑл пӳртӗнчен шуса тухнӑ, хытса кайнӑ аллисемпе ҫӗклесе кӳлепин татӑкне крыльца ҫине хӑпартса лартнӑ, чунне сӑмакунпа йӑпатать пулас.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуҫлӑх, хутсене тимлӗ вуланӑ пек туса куҫлӑх ҫийӗн кабинет варринче хытса тӑнӑ пӑлхавҫа сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Купсасен пӗр-икӗ хутлӑ ҫурчӗсемпе тулса ларнӑскер, ҫаплах хытса юлнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑх арӑм пӳлӗм варринче хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чылайччен хускалмасӑр, хытса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Толик ӗсӗклекен амӑшӗ умӗнче хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вуласа пӗтермерӗ — хут татки хытса кайнӑ алӑсенчен тухса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун варринче — Ваҫиле хытса тӑнӑ: чӗрӗ ҫӗр ун ҫине ҫивӗч шӑршӑпа вӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кабаргас нимӗн уяса тӑмасӑр хӗрарӑмсен ушкӑнне вирхӗнсе кӗчӗ, вӗсене хӑйӗн кирза аттисемпе таптаса пӑрахма хатӗрскер, Кузнецова патне ҫитсен тӑпах хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех хӗрарӑмӑн чӑн-чӑн илӗртӗвӗ — хыса хытса кайнӑ, малтанхинчен вӑйлӑрах мӑкӑрӑлса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑна кӗрсе пынӑ май пӗр самант хытса тӑчӗ те аякалла сулӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пусӑрӑнса хытса кайнӑ курӑка чӑрсӑррӑн тӑрмалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сикекен ҫутӑ нӑрӑсем хытса тӑчӗҫ, лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле кӑна упӑшки каялла таврӑнасса кӗтнӗ пек пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хытса туртӑннӑ алӑсем, урасем, хырӑм тирӗ ҫаплах ҫемҫелмен-ха, сӑрлатсах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Мӗнле лартнӑ, ҫапла хытса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк ахаль те тӑсланкӑскер тӳп-тӳр хытса тӑнӑ та тата ҫӳлӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Мӗнле хытса выртнӑ ҫаплипех выртрӗҫ хурӑн милӗклӗх каснӑ пӗр купа ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех