Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хырсем (тĕпĕ: хыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь ӗнтӗ паллӑ: вӗсем ҫав пушар чух ҫунса-хӑрса пӗтнӗ хырсем вырӑнне темиҫе ҫул кайран ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Ку ҫаврашкасем ҫак хыр вӑл вӑхӑтра ватӑ хырсем айӗнче хӗн курса ӳснӗ ҫулсене палӑртать-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Ку хыр 91 ҫулта чух пушар пулнӑ, ун чух кунти ҫамрӑк хырсем ҫунса-хӑрса пӗтнӗ, кӳлӗ таврашӗнчи хурӑнсем ҫав ҫунса-хӑрса пӗтнӗ хырсем вырӑнне шӑтса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

23 ҫул хушши ватӑ хырсем айӗнче ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Йӑлӑмра 250 ҫул ӳснӗ хырсем пур.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Тӳпемрех ҫӗрте — авалхи хырсем, айлӑмра — хурӑнлӑх, пысӑках мар кӳлӗ пур, ун тавра карталанса хӑмӑш ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Ҫывӑхра ҫынсем нумаййӑн ҫӳренӗ, кӑмпа шыраса хырсем айӗнчи «кавире» тӑпӑлтарсах пӗтернӗ, ҫавӑнпа пире Мирон Кузьмич тӳрех инҫете, ҫынсем питех ҫӳремен вырӑна, ертсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Йӑрӑс та тем ҫӳллӗш хырсем хушшипе ҫӳренӗ чух чи хаклӑ йышши кавир ҫийӗн утса пынӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Йӑрӑс та пӗлӗте кармашнӑ хырсем кунта, сунчӑк евӗр ӳссе ларнӑ ялан симӗс чӑрӑшсем, шерепеллӗ хурӑн, пӑшӑлти ӑвӑс.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Тавраллах улӑпла хырсем.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пиллентӗр ҫак илемлӗ каҫ: Ҫак янк тӳпе, ҫав евӗк шӑплӑх — Хырсем пит шӑппӑн калаҫаҫ, Хурал тӑрать пек сӗмлӗ чӑтлӑх.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хырсем лараҫҫӗ; вӗриленнӗ — Те ҫапӑҫмашкӑн тупнӑ мел.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗнле кӑна хӑватлӑ юмансем, хӑйсен тӑррипе пӗлӗте перӗннӗ хырсем, лапсӑркка ҫӑкасем, чӑваш хӗрӗсем пек шурӑ шупӑр тӑхӑннӑ хурӑнсем, таврана тутлӑ шӑршӑ саракан ҫӗмӗртсем, ӗмӗр симӗс ларакан чӑрӑшсем…

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юр айне пулнӑ вӗтлӗх, уҫланкӑ, вара каллех ӗмӗрхи хырсем, юмансем.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аякранах уйӑрса иле-тӗн — кунта ав сап-сарӑ хурӑнлӑх, юманлӑх, унта — хӗп-хӗрлӗ ӑвӑслӑх, вӗренелӗх, лере — ҫуллахи пекех симӗс чӑрӑшсемпе ылтӑн тӗслӗ хырсем.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав тери пысӑк хырсем шӑрт та шарт хуҫӑлса, кӗрӗслетсе ӳкеҫҫӗ.

Огромные сосны ломаются и с треском падают.

«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ӗмӗртенхи ватӑ хырсем пирӗн строительствӑна ҫӳлтен пытарса тӑратчӗҫ, ҫӑра вӗтлӗхпе ҫулҫӑллӑ вӑрман лагере ансӑр чугун ҫулӗ енчен тата унпа юнашар иртекен мӑн ҫул енчен пытаратчӗҫ.

Вековые сосны прикрывали наше строительство с воздуха, а густые кустарники маскировали лагерь со стороны узкоколейки и большой дороги, идущей параллельно ей.

Ҫӗнӗ лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ку вырӑн вӑрманта, ҫав тери пысӑк хырсем хушшинче пулчӗ.

Это было в лесу, среди огромнейших сосен.

Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ӗмӗрхи юмансем, хурӑнсем, хырсем, чӑрӑшсем тата вӗсем хушшинчи вак-тӗвек йывӑҫсем йӑвӑ ларнипе — иртме ҫук чӑтлӑх.

Вековые дубы, березы, сосны, ели и мелкие деревца меж ними образовали густой, непроходимый массив.

Тӗлпулу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Пысӑк хырсем армак-чармак турачӗсене сарса ларнӑ.

Огромные сосны раскинули ветви.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех