Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫисем (тĕпĕ: хуҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил хуҫисем нимех те ӑнланман-ха.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Анчах хуҫисем ӑна каялла илсе кайма килсен, тӳрех паллама та пултарайман: вӑрӑ пӗтӗм машинӑна урӑх сӑрпа сӑрласа лартнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

2023 ҫулта ҫуралнӑ ачасем республика Пуҫлӑхӗсем тӑрӑшнипе чӑваш тӗрриллӗ парнесен хуҫисем пулса тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Арман хуҫисем лартса хӑварнӑ ватӑ йӑмрасен аялти турачӗсем те шывра чӑпӑл кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хваттер хуҫисем те кӑмӑллӑ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӗтӳрен яланах фермӑна тарать иккен ҫав янавар, ҫавӑнпа вӗренлесе усраҫҫӗ ӑна ҫӗнӗ хуҫисем.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сӑнчӑрти йытӑ мунча алӑкӗ умӗнче малтан час-часах хаяррӑн хӑрлатрӗ, кайран хайхискер майӗпен лӑпланчӗ: «Кунта кил хуҫисем кӑна», — тесе шутларӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӳме ҫумне сӗвенсе ҫапларах шухӑшласа тӑраттӑм ҫеҫ, ҫывӑхрах палланӑ сасӑ илтӗнчӗ: «Хуҫисем килте пур-и?»

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Кушакӗ вара ҫӗрле килтен тухса кайса хуҫисем патне таврӑннӑ.

Та ночью выбралась из дома и вернулась к хозяевам.

Чӗкеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/519

Вӗсем ҫак ял хуҫисем, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анаткас — чи лайӑх ҫӗрте, ял варринче; ку — пуянсен урамӗ, кунта ял хуҫисем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахальтен мар хуҫисем республикӑри, районти конкурссен лауреачӗсем шутланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑх класӗ иртнӗ // Мария ИЛЬЯЗОВА. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d3%91%d1%8 ... %bd%d3%97/

Кунта, ав, хуҫисем, йӑрансем туса, ҫурҫӗр енче ӳсекен пахча-ҫимӗҫ лартнӑ: сухан, кишӗр, кӑшман…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Лавкка хуҫисем Н.Ивантаева, А.Григорьев, райпо председателӗ А.Степанов салтаксене пӗрре мар пулӑшса ҫар условийӗсенче кирлӗ япаласем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Хӑнасем тӗнчери лару-тӑру ҫине куҫсанах эпир хуҫисем сисиччен тухса шӑвӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Те выҫлӑх иртсе ачасем сахалланнипе, те мӑнастир хуҫисем тӑрӑшнипе ача ҫуртне хупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кил хуҫисем ӑна Трофим тесе ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫӗнӗ, вун икӗ хутлӑ ҫуртра хваттер илсен, Дружока, йыт ҫӳппи вырӑнне ҫеҫ хурса, хуҫисем урамалла тапса кӑна хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ку ӗҫе тума тавар хуҫисем студентсене явӑҫтарма та хирӗҫ мар имӗш.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑлхана ытларах чуччусемпе е лӑнкӑрчӑк ярӑнакан вӗтӗр-шакӑр ачасен йӑнкӑравӗ сӗртӗнкелет (ытти аттракционӗсем хӑйсене хуҫисем тата кунта культурӑллӑ канма килнисем «чун кӗртессе» кӗтсе лараҫҫӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех