Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хушӑ (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр кулма чарӑнчӗ те пӗр хушӑ шӑпӑртах ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Алеша, станок юсакан мастер помощникӗ, вӑтӑралла ҫывхарса пыракан арҫын, пилӗк ҫул каялла фабрикӑрах комсомолла туй туса авланнӑскер, ҫӗрӗ лартакан Маюк ҫине пӗр хушӑ йӑл-йӑл кулкаласа пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Тавлашса кайнӑ ҫын сассисем пӗр хушӑ кӗрлекен станоксен шавӗпе тупӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Иккӗшӗ те пӑлханнипе пӗр хушӑ йӗркеллӗ сӑмах та ҫавӑрса калаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Сакӑр сехет тӗлнелле вӑл гостиницӑран урама тухрӗ те пӗр хушӑ ҫурт умӗнчен уйрӑлмасӑрах йӗри-тавралла пӑхкаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Мӗтри ҫапла пӗр хушӑ хӑй ӑссӗн калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн, ҫийӗнчи пӗчӗк пиншакӗпе пӗркенсе, кӑштах «пуҫ тӗкрӗ».

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Юнашар ҫул ҫине, акӑ, хирӗҫ килекен пуйӑс ҫӗр ҫӗмӗрсе кӗчӗ те, пуҫ вӗҫӗнче пӗр хушӑ тӗнче кӗмсӗртетсе, ванса-ишӗлсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Бригадир пӗр хушӑ каллех арифмометра ҫавӑрса ларать те каллех ик-виҫ сӑмах хушать:

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Кайран вӑл пӗр хушӑ телевиденире ӗҫленӗ.

Потом он некоторое время работал на телевидении.

Пирӗн ентеш — чи лайӑх экскурсовод // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35193.html

Пӗр хушӑ шухӑша кайнӑ пек пулать те каллех — хальхинче ӗнтӗ хаваслӑрах сасӑпа — каласа пӗтермен сӑмахӑн енчӗкне пӑлхатма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл, ҫапла шухӑшланипе ҫеҫ лӑпланмасӑр, мӑшӑрӗпе ачисене сӑмахпа тӗксе ӳпкев тума та хатӗрччӗ ӗнтӗ, анчах пӗррехинче чӳрече умӗнчех, урамра, йытӑ ҫури вӗрсе ячӗ те, амӑшӗ те, хӗрачипе ывӑлӗ те кантӑк патне чупса пычӗҫ, пӗр хушӑ пӑхса тӑрсан-тӑрсан вара салхуллӑн, сӑмах чӗнмесӗр пӑрӑнса кайрӗҫ: ҫук, Бианка мар…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хайхискерсем, Бианка вилли патне пырса, пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл, хаш! сывласа илсе, пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл журналне юнашар пукан ҫине хучӗ, ҫӗрелле тинкерчӗ, пӗр хушӑ нимӗн шарламасӑр вӑрӑм хитре пӳрнисемпе креслӑна тӑкӑртаттарса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Пӗтрӗ иккен мӗскӗнӗн пурнӑҫӗ, — пӗр хушӑ ун ҫине шеллесе пӑхса тӑчӗ Аннушкин.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Аннушкин, шухӑша кайса, пӗр хушӑ чӗнмесӗр утать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл пуҫне «шел, ним тума та ҫук» тенӗн пӑркалать те, ҫӗрелле пӑхса, пӗр хушӑ чӗнмесӗр утса пырать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл телефон трубкине тепӗр хушӑ чӗнмесӗр тытса тӑчӗ те ӑна хуллен сӗтел ҫине антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вара пӗр хушӑ хӑйне хӑй мухтаса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Черккипе Аликов черккине чӑнкӑрр! сӗртӗнчӗ те тепӗр хушӑ калаҫса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех