Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушши сăмах пирĕн базăра пур.
хушши (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вилтӑпри ҫине палӑк лартнӑ, унта: «Шупашкар земствин медицина ӗҫӗнчи тава тивӗҫлӗ деятельне, Петр Сергеевич Петров тухтӑра, уесра 32 ҫул хушши пархатарлӑ ӗҫленине асӑнса», — тесе ҫырса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Сӑмахран, 1869 ҫулта Етӗрнери Г. Богородицкий тухтӑр уесри сывлӑх комитетне Починки ялӗнче икӗ уйӑх хушши юнлӑ варвитти алхасни, 30 ача вилсе кайни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

«Телей ҫулӗ» юмахӗпе хӑш-пӗр сӑввисенче поэт Октябрь тивлечӗпе вак халӑхсем те харампырсемпе пусмӑрҫӑсенчен хӑтӑлни, ӗмӗрсем хушши ӗмӗтленнӗ телейне тупни ҫинчен хавхаланса ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Унсӑр пуҫне мероприяти шайӗнче нумай ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫлекен тата пултаруллӑ журналистсене хисеплӗ ятсем тата ведомство наградисем парса чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Журфест – тӑван кӗтесе юратса // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/forum/2023-0 ... sa-3398077

Вӑл уйрӑмах нумай ҫул хушши журналистикӑра вӑй хуракан, анчах халӗ тин билет илме тивӗҫнисене палӑртса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Журфест – тӑван кӗтесе юратса // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/forum/2023-0 ... sa-3398077

Вӑл нумай ҫул хушши Мускавра пурӑннӑ, ҫӗвӗҫ пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

21 млн тенкӗ выляса илнӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/lotereya-vylyav/ ... ln-3398010

Кармаскалӑ районӗнчи Тинӗскӳл ялӗнчи нумай ҫул хушши пӗрле пурӑннӑ Кузьминсем ҫемье хаклӑхне, пӗр-пӗринпе мӗн тери ҫывӑх тата вӗсен ҫемйи епле ҫирӗп пулнине туллин ӑша хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Паллах, нумай ҫул хушши тӑрӑшса пухнӑ ӗҫ опычӗ ҫинче те чарӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун туртни – физкультура учителӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... el-3388977

Пӗрремӗшӗ ялти шкулта ҫамрӑк ӑрӑва чылай ҫул хушши физкультурӑпа географи предметне вӗрентсе спорт енчен пиҫӗхтернӗ пулсан, унӑн мӑшӑрӗ ачасене вырӑс чӗлхине ӑша хывма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун туртни – физкультура учителӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... el-3388977

Темиҫе теҫетке ҫул хушши кунта ӗҫлекенсем кимӗпе ишсе килнӗ, кайран вара ҫӑмӑл мар ҫулпа чӑнкӑ чул сӑрт ҫине хӑрушла ҫӳллӗш ҫине хӑпарнӑ.

Много десятилетий подряд работники добирались сюда на лодке, чтобы потом взобраться на опасную высоту по трудному подъему среди скал.

Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html

Фестиваль программи икӗ кун хушши кӑсӑк та тулӑх пулӗ.

Программа фестиваля будет интересной и насыщенной все два дня мероприятия.

Баймак районӗнче Тӗнчери "Башкорт аты" II фестиваль иртӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/kultura/2023-08- ... rt-3380754

Вӑл тавралӑхри йӑхсене нумай вӑхӑт хушши сехӗрлентерсе пурӑнакан, ҫамрӑк хӗрсене тӑтӑшах вӑрласа каякан пӗр-пӗр вӑйлӑ йӑха (е йӑх пуҫлӑхне) сӑпатлантарса тӑракан сӑнар та пулма пултарнӑ.

Возможно, этот герой олицетворяет собой сильный род (родоначальника), который долго держал в страхе соседние роды-племена, часто совершая набеги на их земли и угоняя в плен юных девушек.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Вӑл темиҫе ҫул хушши пӗрчӗкӗн-пӗрчӗкӗн ҫакӑн йышши хайлавсене шыранӑ, 1988 ҫулта Бакура «Советская тюркология» журналта А.К. Салмин чӑваш паттӑр юмах тексчӗсен ҫӑлкуҫӗсене пичетлесе кӑларса питӗ пысӑк ӗҫ тунӑ.

который в течение нескольких лет по крупицам собирал этот материал, а в 1988 г. в журнале «Советская тюркология», вышедшем в Баку, опубликовал список источников,

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Вӑл 1900 ҫулта ӗлӗкхи Самар кӗпӗрнинчи Бугуруслан уесӗнчи Ҫӗн Якал ялӗ таврашӗнче виҫӗ уйӑх хушши пурӑнса ытти фольклор материалӗпе пӗрле 37 юмах ҫырса илнӗ (вӗсем хушшинче икӗ паттӑр юмахӗ пур).

В 1900 г., находясь в течение трех месяцев в д. Новое Якушкино Бугурусланского уезда Самарской губернии, он зафиксировал фольклорные материалы, в том числе 37 сказок, среди которых две богатырские.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ӑна нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тӗрлӗ Хисеп хучӗсем парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Ҫак оркестра Нью-Йоркра йӗркеленӗ, ӑна нумай ҫулсем хушши паллӑ композитор Артуро Тосканини ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Композитор хӑй ҫирӗм ҫул хушши ҫырнӑ ҫак паха оперӑна чи малтан паттӑр Чапаевӑн янташӗсене — чӑвашсене лартма шанса парнелесе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Чаплӑ пай хыҫҫӑн унчченхи ӗҫтешсене пытарнӑ вырӑна тухса кайнӑ, вӗсен вилтӑприсем ҫине чечексем хунӑ, пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Июлӗн 3-мӗшӗнче ГИБДД сотрудникӗсен професси уявӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... av-3326836

Нумай ҫул хушши шыв, электричество, хутса ӑшӑтмалли тытӑм юрӑхсӑра тухнӑ, объект пӑрахӑҫланнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Ҫавна валли вӗрентнӗ-и ӑна патшалӑх пилӗк ҫул хушши?!

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех