Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Унӑн вӑл — е ытлашши ӗҫнӗрен, е — турӑ ан хуштӑрччӗ! — амӑшӗнчен, старовертан…— А это у него или с перепою, или— не дай бог! — материно… староверческое…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Турӑ ан хуштӑрччӗ унашкал хӑрушӑ япалана тепре курма!
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Илемлӗ, ӗҫлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ, халӑха каланӑ пек каласан, ҫынсемшӗн ҫак ватӑ тимӗрҫ хӑйӗн пысӑк аллипе усӑ тунӑ чухлӗ усӑ тума кашнинех тур хуштӑрччӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
5. Вара ӑна Олоферн тарҫисем чатӑра илсе кӗнӗ, вӑл унта ҫур ҫӗрччен ҫывӑрнӑ; ирхи хурал черечӗ килес умӗн тӑнӑ та 6. Олоферн патне ҫапла хыпар янӑ: хуҫамӑм хуштӑрччӗ: мана, хӑйӗн чурине, кӗлле тухма ирӗк паччӑр.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1