Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушнине (тĕпĕ: хуш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн тума хушнине сӑмахсӑрах ӑнланма хӑнӑхнӑ Арӑсланӑм чӑтма ҫук ҫиллессӗн, хӑлха ҫурӑласлах хыттӑн вӗрсе ячӗ те — упа вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Стурза хӑвӑртрах Фабиан хушнине пурнӑҫлама чупрӗ.

Стурза бросился выполнять его приказание.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Федораш Доруца пӗвӗпе лутра, ӑна шкулта тытмасан та пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл ӗҫре уйрӑмах хытӑ тӑрӑшать, дирекци мӗн хушнине йӑлтах ҫине тӑрса тӑвать.

Поэтому маленький Доруца особенно усердствовал в работе, старательно выполняя все приказы начальства.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Виктор хӑйӗн ӗҫне чӗререн парӑнса тӑвать, комсомол организацийӗ мӗн хушнине йӑлтах тӑрӑшса пурнӑҫлать.

Виктор был преданным делу товарищем и старательно выполнял поручения организации.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Директор вӗсене шӑпах хӗрсе ӗҫленӗ вӑхӑтра курчӗ: пӗри — ҫӳллӗ те сарлака хулпуҫҫиллӗ, тепри — вӑйсӑр та имшерккескер; ҫапах иккӗшӗ те вӗсем вӑл хушнине тӑрӑшсах тӑваҫҫӗ.

Такими и предстали они пред взором директора: один — крупный, плечистый, другой — слабый и щуплый, оба старательно выполняя его приказ.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хушнине тӑвасах пулать.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

— Мӗн хушнине тӑватӑр, эппин? — терӗ те куҫне хӗссе учитель сасартӑк тарӑхнипе хӗрелсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин та вӑл вӗрентсе каланине, хушнине ӑша илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл хушнине хирӗҫлеме юрамасть, замполита хирӗҫ калаҫаймӑн, ачам.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫурасене пӗрехмай виҫсе пӑхатпӑр, вара вӗсем мӗн чухлӗ ӳт хушнине кура пӑхакансене ӗҫ кунӗ хушса паратпӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Эсир хушнине тума ялан хавас, хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ик ҫунат хушнине ас тӑвать-ҫке: Манайман вӗҫнине ирӗкре!

Куҫарса пулӑш

Кайӑк мар-ҫке // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 67 с.

Вӑл ал та памасть, яланах хушнине кӗтме вӗреннӗ ҫын пек, лӑпкӑн тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Парти хушнине пурнӑҫлассишӗн вӑй-халӑма, кирлӗ пулсан, пурнӑҫӑма та шеллемӗп, — тет Микула (II кӗн., 289 стр.).

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Лукарье, упӑшки хушнине тусан, хӑнасене сӑра тултарса пама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнтӗ кай та эпӗ хушнине ту!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь эпӗ хушнине авантарах итлеме тӑрӑш!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав самантрах Михха ӗнер Лаврскипе тата Огуречниковпа калаҫса татӑлнине аса илчӗ те ку этемсене мӗн ӗҫпе килме хушнине ас-турӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Музыкантсем, хуҫа хушнине шӳт вырӑнне йышӑнса, кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл пуп хушнине тума васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех