Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуть сăмах пирĕн базăра пур.
хуть (тĕпĕ: хуть) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тапакӗ те унӑн хывӑх пек, хамӑрӑн хуть саксонски тапак.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аран-аран тухакан сассипе: — Хуть те вӗлерӗр… Эпӗ ниепле укҫа та курман… — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан тив, кайран хуть те вӗлерччӗр, халь Лукарьене тӑвармасӑр хӑварас мар.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуть те ҫакӑнтах мӑя чул ҫак та авӑра сик!»

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа санӑн ман валли хуть те мӗн каласан та виҫӗ «путек» уйӑрса пама тивет.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Коля, эсӗ ҫын укҫине, япалине — хуть те мӗне те — нихӑҫан та ан ил.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Хуть те мӗнле пулсан та эпир пӗрмаях выляттӑмӑр, ашкӑнасси те пулатчӗ, ҫапах вӑхӑта кас-кас усӑллӑ та ирттереттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Взвод командирӗ Ведерников аслӑ прапорщик мана: «Ачамккӑ, пӑхатӑп та, эсӗ тӑрӑшуллӑ салтак, хуть мӗнле ӗҫре те нормӑна тултаратӑн, тӗплӗ ӗҫлетӗн. Салтака киличчен лифтер пулнӑ, атя электрик ӗҫне кӳлӗн, — терӗ. — Эсӗ вырӑсла аран-аран пуплетӗн, саншӑн стройка ӗҫӗ чухах пулать. Професси ытларах илме тӑрӑш».

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ман шутпа, турӑш умне ҫунма лартнӑ хуть те мӗнле ҫурта та, ҫыннӑн чун хирӗҫӳлӗхне пӗтереет пулсан, ҫунни харама каймасть.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Шӑхальсене хуть те хӑш яла кайсан та сумласа кӗтсе илнӗ — хӑлха чикки тыттарма васкаман.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Илсе тухса судри тенкел ҫинчен Хисеп хӑми ҫине хуть ларт ӑна эс, — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Фактпа справка // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 60 с.

Хушӑран хушӑ куҫҫульне те пӑчӑртаса кӑларать: «Хӑв пуҫна шеллемесен, ачу-пӑчуна шелле хуть, вӗсене тӑлӑха хӑварас тетӗн-им?» — тет.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Хуть ҫапса пӑрах эсӗ мана ҫакӑнта, Раман, — терӗ Кашкин, — эпӗ айӑплӑ мар.

Куҫарса пулӑш

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эсир мана хуть те мӗн калӑр, пурпӗрех Юман ятлӑ хуратӑп, — хӑйӗннех печӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Карчӑкшӑн пулсан пурпӗрех, хуть те мӗнле ят хурсан та…

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хуть те мӗнле пулнӑ пултӑр, пуртта вара сывлӑша лартман, турат ҫинех лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Салтакра та хуть гауптвахтӑра пӗрре те ларса курманскер, кунта, ӗҫленӗ ҫӗрте, милиционер хуралне лекрӗ ав вӑл…

Куҫарса пулӑш

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хуть те кам хушнӑ пултӑр, сан ӗҫ ҫук, кай кунтан, ан чӑрмантар! — шавла пуҫларӗ моторист.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хуть паянтанах, — салтакла тӳрленсе тӑчӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Санран халь те темле мазут шӑрши перет, хуть мӗн кала, эп Стасиках кӑмӑллатӑп.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех