Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнать (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ ҫултанпа вӑл ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать, унтах тата аманнӑ та.

С прошлого года он является участником специальной военной операции, в ходе которой получил ранение.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ун чухне ӗҫӗ татах хутшӑнать пулсан та, маншӑн ҫав кунсем пысӑк праҫник пекех туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫуркунне, юр кайсан, ӗҫӗ татах хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӑна пурнӑҫлама пирӗн республика та хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пултӑранпа кӗрешеҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10759-pu ... -k-reshecc

Апла пулсан та ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫре нумай вӑй хурать, тӗрлӗ мероприятисене хастар хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Душмансен ушкӑнӗсене тӗп тӑвассипе пӗрре мар ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Конкурса пӗтӗмпе 415 хӗрарӑм хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр ентешсемшӗн сассӑрсене ан хӗрхенӗр! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10813-kh ... kh-rkhen-r

«Август» компани тата тепӗр проекта ӗҫе кӗртме хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep

Ялта тата тӑван шкулта иртекен обществӑлла мероприятисене активлӑ хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Вӑрнар поселокӗнчи таврапӗлӳ музейӗнчи курава та хутшӑнать хастар вӗрентекен.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Приемник илсе памалла хуть колхозӑн ҫак будка валли, — хутшӑнать бригадир.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Ваҫли кум юлхавланмасан, пӗтеретпӗр, — хутшӑнать Петӗр кашӑкпа хуранне пӑтратса.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Вӑрман касасси района хуплӑ ҫуна кӳлсе чупасси мар ҫав, — калаҫӑва хутшӑнать Петӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Колхозра ӗҫлесшӗн мар, анкарти вӗсене ытларах пар, — хутшӑнать анчахрах витерен тӑрса тухнӑ Йӑван, шыҫса ларнӑ куҫ хупаххисене сӑтӑрса.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Куратпӑр, тылри халӑх ентешӗсемшӗн ырӑлӑх акцийӗсене чылай хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу, ӑнлану темрен те хаклӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11574-pu ... n-te-khakl

Коля, акӑ, ашшӗпе пӗрле стройка ӗҫӗсене те хаваспах хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Чӑваш ен 2020 ҫултанпа Раҫҫей Минпромторгӗн «Промышленность туризмӗ» проекта та хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх - пирӗн хутлӑхра пурӑнакансен, 6 ҫултан пуҫласа 70-тен иртичченхисен, 37 проценчӗ спорта тӑтӑшах хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Людмила Сидоровна общество ӗҫне те хастар хутшӑнать - хӗрарӑмсен тата ветерансен юхӑмӗсен активисчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Ун-кун пӑхкаласа тӑракан Ухтиван ҫӑвар уҫма ӗлкӗриччен калаҫӑва темшӗн Миклай васкаса хутшӑнать.

Ухтиван несколько растерялся от такого вопроса и не успел ответить, как торопливо заговорил Миклай:

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех