Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускатаймастӑн (тĕпĕ: хускат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гент пӗтӗмлетӗвӗ: чула алӑсемпе хускатаймастӑн, чакӑл ту питӗ ҫирӗп, ун патне мина каналӗ чавмашкӑн нимӗнле шанчӑк та памасть.

Гент убедился, что руками даже не пошевелить камня, а твердая порода скалы не подавала надежды, что можно скоро пробурить минный канал.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эп ӑна пӗлетӗп ӗнтӗ: пӗр-пӗр шухӑш тытсан, ӑна пӑравуспа туртсан та вырӑнтан хускатаймастӑн.

Я его знаю: если втемяшится, то паровозом не сдвинешь.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

— Анчах эсӗ аллуна та хускатаймастӑн вӗт.

— Но ты же не можешь двинуть рукой.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

«Ҫук, ҫирӗплӗх унра нумай-ха. Хӗрӗ мӗнле — вӑл та ҫавах, пӗр шутласа хучӗ-тӗк — вырӑнтан хускатаймастӑн», — шутларӗ Филипп.

«Нет, крепости в ней еще много. Какая дочь — такая и она; на чем порешили — баста, не сдвинешь с места», — подумал Филипп.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫакӑн пек вӑй пӗтсе пырсан, эсӗ ал-уруна та хускатаймастӑн пулсан, халтан кайнипе тепӗр чухне шухӑшлама та пултараймастӑн пулсан — пуҫра темскер пӑтранчӑкӗ кӑна, — ун чухне нимӗн те кирлӗ мар…

Когда вот так уходят от тебя силы и ты не можешь двинуть ни рукой, ни ногой, когда от слабости иногда не можешь даже думать — ничего ясного, один туман в голове, — то в конце концов все становится безразличным…

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех