Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурӑп (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Е халь нимӗр туса хурӑп!

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр икӗ кунтан каллех килӗп те, сире тата-тата, каллех Бианка тӑпри ҫине хурӑп

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Юрӗ, юрӗ, ӳлӗмрен асра тытӑп, ҫакӑнтах картса хурӑп, — ҫамкине пӳрнипе шак-шак-шак шаккарӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эпӗ вара палӑк умне асатте вилнӗ кун чечек ҫыххи хурӑп! — мӑн кӑмӑллӑн та ҫивӗччӗн кастарчӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Атту, усал пулнине, хура халӑха кӳрентернине пӗлсессӗн, тепре килӗп те ав ҫав хурӑн тӑрринчен ҫакса хурӑп!

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ак пырӑп та халӗ унӑн вилтӑпри патне, чӗрӗ чечек ҫыххи хурӑп, ырӑ кӑмӑлӗшӗн, пархатарлӑ ӗҫӗсемшӗн, мана ӑспа пурӑнма, пурнӑҫ ҫулӗпе тӗрӗс, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе ырри патнелле ҫеҫ талпӑнма вӗрентнӗшӗн сӑвап сӑмахӗ каласа, аял пуҫ тайӑп.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫапла ӑса кӗрсен ҫеҫ эпӗ ӑна каярахпа хама пулӑшакан туса хурӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑна чӗре ҫумне, шанчӑклӑ ҫӗре, пуҫтарса хурӑп.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Эпӗ ҫав вӑхӑтра Михаил Петровичӑн хӗрне ят хурӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ санран сакӑр тенкӗ илмелле тесе ҫырса хурӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хама хам та шанмастӑп — тем туса хурӑп; тархасшӑн, ан ҫыпҫӑнӑр ман ҫума…

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Юрӗ, хамах каласа хурӑп.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп Иливана каласа хурӑп унта, ман лашасене пурне те илсе пытӑр.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Май килсен каласа хурӑп ара, — ирӗксӗртен тенӗ пек тавӑрчӗ Юсуф.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Халь парӑнсассӑн, Кӑтартмасан хуҫа вӑйне, Мӗскӗнленсе ята ярсассӑн, Пуҫа эп хурӑп чул айне».

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӳлӗмрен ытларах вӑй хурӑп, — терӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата тӑррине пӗр пинӗшне хурӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗклӗп тӑван халӑх кӑмӑлне — Эп хаваслӑх парнелетӗп, Хурӑп вут вӗсен чӗрисене, Шанӑҫпа эп киленетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ялти ӗҫчен хӗрарӑмсене халалласа // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 15–16 с.

— Ан иккӗлен, Сӑпани, тусӑм, хамӑн ывӑл вырӑнне хурӑп ӑна, — шантарчӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хаклӑ тусӑм, — лӑплантарнӑ ӑна лейтенант, — вӑрҫӑ хыҫҫӑн эпӗ сире хамӑн аттен именийӗнче управляющи туса хурӑп.

— Дорогой мой, — утешал его лейтенант, — после войны я вас устрою управляющим в имении отца.

Пулӑшакансем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех