Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурсах (тĕпĕ: хурсӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр кимӗ пуҫне тахӑшӗ ҫывӑха вучах хурсах ҫунтарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Банкра счет уҫӑр та унта укҫа хурсах тӑрӑр.

Лучше заведите отдельный счет в банке и постоянно пополняйте его.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Михаил Сергеевич чӑваш искусстви ҫинчен пит кӑмӑллӑ калаҫни, чунне хурсах ӑна пулӑшма хатӗр пулни илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ахтупай ӑна пӗрене хушӑкӗнчен пӗр чӗптӗм тӑвар тупса пачӗ, лешӗ, ӗненмен пек, тӑварне чӗлхе ҫине хурсах тӗрӗслесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн урокӗнче кам мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултарнӑ: картла вылянӑ, картинсем ӳкернӗ, ветхи завет кӗнеки вырӑнне вулама хушман Нат Пинкертон, е Шерлок Холмс кӗнекисене сӗтел ҫине хурсах куҫ умӗнчех вуласа ларнӑ, мӗншӗн тесен Геннади атте аякран курмастчӗ, ҫывӑхрине анчах куратчӗ.

На его уроках можно было заниматься чем угодно: играть в карты, рисовать, положить перед собой на парту вместо Ветхого завета запрещенного Ната Пинкертона или Шерлока Холмса, потому что отец Геннадий был близорук.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ку хӗре чӗркесе килме эпир килтен ятарласа утиялсем хурсах тухнӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫын вӑрлакансем // Н. Пушкин, Н. Никитин. «Капкӑн», 1962, 7№, 10 с.

Иккӗмӗш версие, криминалистӑн кӑткӑсах мар шухӑшлавне тата влаҫсен пур ҫӗрте те усал тӗллев курма хӑнӑхни нихӑҫан пӗтмен туртӑмне (калӑпӑр, ҫын ӑнсӑртран ӳксе хӑйӗн пуҫне ҫурнӑ ҫӗрте те) уйрӑмах тивӗҫтерекенскере, — шел те, хӑш-пӗр хаҫат чӑнлӑх вырӑнне хурсах йышӑнчӗ.

Вторая версия, как наиболее отвечающая несложности криминалистического мышления и непреодолимому тяготению властей к изобличению злого умысла даже там, где человек просто сам падает, разбив себе голову, — была, к сожалению, подхвачена слишком усердно некоторыми газетами.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Е, пачах урӑхла, вӑл ун хыҫҫӑн Утар ҫывӑхне те пырса тухмӗ? — Варламовпа Васильева хӑйпе тан хурсах канаш ыйтрӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫап-ҫамрӑк Насретдин ӑна хӑйпе тантӑш ҫын вырӑнне хурсах ыталарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Саклат хурсах тавлашатӑп: ҫак чӗрчунсен хӑйсен титулсемпе орденӗсем пур; вӗсем хӑйсене валли йӑвасемпе шӑтӑксем тӑваҫҫӗ, вӗсене ҫуртсемпе хуласем теҫҫӗ; вӗсем капӑр тумтирсемпе, капӑр лашасем кӳлсе тухнипе каппаяҫҫӗ; вӗсем юратаҫҫӗ, вӑрҫаҫҫӗ, наука ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе диспутсем тӑваҫҫӗ, улталаҫҫӗ, пӗр-пӗрне сутаҫҫӗ, терӗ.

«Держу пари, — добавил он, — что у этих созданий существуют титулы и ордена; они мастерят гнездышки и норки и называют их домами и городами; они щеголяют нарядами и выездами, они любят, сражаются, ведут диспуты, плутуют, изменяют».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Мӗн вара эсир, Николай Иванович, мана пӗчӗк ача вырӑнне хурсах чуптӑватӑр?

— А что вы, Николай Иванович, меня целуете, как маленького?

Пулӑшакансем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Ман упӑшка сан упӑшкупа заклад хурсах тавлашнӑ.

— Мой муж побился об заклад с твоим мужем.

Икӗ кавӑн ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ӑна чӑн-чӑн тир хурсах ҫӗленӗ, анчах вӑл пӗчӗккӗ.

Он из настоящего меха, только маленький.

Сӑмса тутриллӗ пукане // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ килӗшетӗп: архитектор-планировщиксене тӗрлӗрен ведомствӑсемпе шучӗ те ҫук инстанцисем ура хурсах тенӗ пек такӑнтарса пыраҫҫӗ.

Я соглашаюсь: архитекторов-планировщиков связывают по рукам различные ведомства и всевозможные инстанции.

4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Пуҫне каҫӑртса хурсах вӑл манӑн наградӑна пӑхкалать.

Откинув голову, он издали рассматривает мою награду.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫулӑм ман паталлах куҫать, эпӗ чаксах пыратӑп, анчах хам ҫулӑм валли нимӗн те хӑварас мар тесе, вӑя хурсах тӗрмешетӗп.

Огонь наступает, а я отступаю, но стараюсь ему ничего не оставить.

Кӗтмен япала // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Вӑл чи суя сӑмаха та шанма пултарни ҫинчен эпӗ заклад хурсах тавлашма пултаратӑп.

Бьюсь об заклад, что ее можно убедить в какой угодно небылице.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Паҫӑрхи арҫын ача, кантӑкне аяккалла хурсах, мана тӗлӗнсе пӑхать.

Мальчишка отложил стекло в сторону и с интересом наблюдал за мной.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Кӑна вӑл чӑтса ирттерме тӳр килнӗ инкек вырӑнне хурсах йышӑннӑ.

Он принял его как нечто должное.

II // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

— Унӑн куҫӗсенче шуйттан вут-ҫулӑмӗ ҫунса тӑрать пулин те, заклад хурсах тавлашатӑп: эсир ун ухмах ӑс-пуҫне юсаса яма пултаратӑр.

— Несмотря на то что глаза ее горят дьявольским огнем, бьюсь об заклад, что вы выбьете из нее дурь.

XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех