Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
хурлӑх (тĕпĕ: хурлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура хурлӑх кӳнӗ Хусан хули…

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн Килтеш ялӗ ҫеҫ мар, пӗтӗм Пӑла тӑршшӗ вӗсенчен хурлӑх курса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑнпа хурлӑх тени ҫитеччӗ ӗнтӗ, ҫук, татах тертленмелле унӑн…

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ултҫӗр ҫухрӑм хура вӑрман, Хурлӑх курса эп килтӗм.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫатюкпа Хветюк ашшӗн кӑмӑлӗнче те ырлӑхпа хурлӑх пулас.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑҫалхи уявра маншӑн савӑнӑҫран ытларах хурлӑх пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӗсем сехет пӑхмасӑр, сулӑна-сулӑна, тирӗне-тирӗне кайичченех ӗҫлесен те колхозран чуна ӳтре усрамалӑх тырӑсӑр (вӑл та пулин ытларах чухне юлнӑ юлашки арпалли) пуҫне нимӗнех те тивӗҫеймеҫҫӗ (пур чухне те алла хурлӑх пулсан пыра мӑнтӑр пулать тени тӳрре тухаймасть ҫав): пӗтӗм пысӑк пахалӑхлӑ тыр-пула, пахча ҫимӗҫӗсене, аш-какая, сӗт-ҫӑмартана, ҫӑмне-тирне патшалӑха ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Турра ӗненекен хурлӑх тутриллӗ ватӑ карчӑксем вара ҫак синкере тата унччен Мининсен ҫемйинче ӗретленнӗ ытти инкексене тӳрремӗнех вӗсен пахчинче хӑпартнӑ ҫӗнӗ кирпӗч мунчапа сӑлтавларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗн тӑвас тен, пирӗн тӗле ҫакӑн пек хурлӑх килсе ӳкрӗ те ӗнтӗ, ах темесӗр сывлӑш тухмасть, куҫран куҫҫулӗ типмест, — хальхинче те макӑрса ямасӑр чӑтаймарӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ырлӑх ҫине пулӗ хурлӑх тупрӑм…

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш манӑн пулаясчӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 91 с.

Вӑл сулахай аллине мӑйран ҫакнӑ, ҫине кивӗ шинель уртнӑ; хӑй ырхан, сывлӑхӗ чаплах мар пулас; кӑвак куҫӗсенче ӗшенчӗклӗх, хурлӑх, ӗмӗт татӑлни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Куҫа курӑнман хура хурлӑх хӑйӗн хура ҫуначӗпе икӗ ҫамрӑк ҫынна хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫак самантра унӑн тӑваткал тулли питӗнче, ҫырӑ куҫӗсенче ӑшӑ тунсӑх та, хурлӑх та палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫӗр каҫ ӑна вӗрилетсе пӑрахнӑ пулнӑ; унӑн кӑпӑшка тута хӗррисем ҫунса кайнӑ, путса кӗнӗ куҫӗсем темле тӗлӗнмелле ялкӑшаҫҫӗ: вӗсенче пӗр вӑхӑтрах пысӑк савӑнӑҫ та, пысӑк хурлӑх та пурри сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унтан питӗ шӑрӑх та типӗ 1972 ҫул нумай хурлӑх кӑтартрӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Кашни хутӗнчех асли те, кӗҫӗнни те, ырлӑх кӳрекенни те, хурлӑх кӳрекенни те нумай.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алла хурлӑх пулсассӑн пыра мӑнтӑр пулать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Хурлӑх ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Эпир ырлӑх кӗтнӗ чух, Пире хурлӑх ҫитейчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир хур шӑмми тытса ҫырма пултаракан ҫынсем мар, хурлӑх курма ҫеҫ ҫуралнӑ пуль…

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех