Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хураха (тĕпĕ: хурах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алла лекнӗ хураха Йӑкӑнат янахӗнчен тӑнран тухмалла паклаттарать те пӳрт алӑкнелле ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каҫхине хураха ывӑтса хӑварнӑ вырӑнта никам ҫуккине курса, иккӗшӗ пӗр-пӗрин ҫине ҫуйлӑн пӑхса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Наччас унтан Етӗрне районӗнчи пӗр шульӑка ҫеҫ мар «читлӗхе» хупнӑ сотрудник ҫитсе «хураха» пистолетран персе вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Тури касӑрисем ҫӗрлехи хураха хӑваласа ятӑмӑр терӗҫ пуль, лӑпкӑраххӑн вӗре пуҫларӗҫ.

вероятно, собаки прогнали со своей улицы ночного вора и поутихли.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пит ылханаҫҫӗ хураха.

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Виҫ хут иртнӗ йӗкӗт Атӑлпа, Пушӑлла мар, ялан таварла, Виҫӗ хутчен хураха тухса Мӑрса юлнӑ ӑна ҫаратса.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗтӗмпе пӗрле пуҫтарсан вӑл мушикне хураха сӑнарлать; кӑмӑллӑ шӑл йӗрӳ Горна ҫак ҫынна туслӑн мар, паллах, ҫапах та туйӑмсӑррӑн хаклама май парать.

Все вместе взятое походило на мужика и разбойника; добродушный оскал зубов настроил Горна если не дружелюбно, то, во всяком случае, безразлично.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Сана шӑпах кунта сыхлатпӑр, Клуст, — терӗ хураха ҫавӑрса ункӑланӑ утлӑ ултӑ жандармран пӗри.

— Здесь мы караулили тебя, Клуст, — сказал один из шести конных жандармов, окруживших бандита.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

Консуэло шухӑшӗпе, — вӑл вара пурнӑҫ пирки нимӗн те пӗлмест, — вӑйлӑ юрату юсанми тискер хураха та улӑштарса лайӑхлатаять.

На взгляд Консуэло, ничего не знавшей о жизни, сильная любовь могла преобразить даже отъявленного бандита.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл эсӗ хураха тухма пултарнине ӗненмест.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗншӗн тесен эпӗ хам та, хураха тухиччен, Совет влаҫне хирӗҫ ҫын пулман!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑ, мур этемми, ҫав хураха сутӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ара, пӗр енчен, Веня вӑл хӑй перӗнсе вилнӗ; тепӗр енчен, вӑл — хураха тухнӑ ҫынччӗ, ӑна Совет влаҫӗ умӗнче айӑпа кӗнӗшӗн тытма тивнӗ-ҫке», — тӳрре тухасшӑн тӑрӑшрӗ ҫамрӑкки.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумайӑшӗ лаша вӑрлама е ҫул ҫине хураха тухкаланӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ унӑн упӑшкине, Хӗрлӗ Ҫартан тарса хураха тухнӑ Веняна тытрӑм-ҫке вунтӑххӑрмӗш ҫулта.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, ун чухне Калюков хураха тухман-ҫке, чип-чипер йӗркеллӗ ҫын, ялти ятлӑ ҫын ывӑлӗ шутланнӑ, — сӑмах хушрӗ Васильев.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫемен шучӗпе, ӑна чир мар, Антун хураха тухни ҫапса хуҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑхӑт-вӑхӑт пӑртак калаҫкаланинчен Телегин хӑйсем Мина текен хураха кӗтнине пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сакӑр ҫул каялла кӑна, пӗрин ывӑлӗ, теприн кӗрӳшӗ хураха тухса пӗр ушкӑнра ҫӳреме тытӑнсан, вӗсем ҫывӑхланнӑ пек пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Веня, Хӗрлӗ Ҫартан тарса, хураха тухрӗ, влаҫ умӗнче те, халӑх умӗнче те, эппин, чӑннипех айӑпа кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех