Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурантан (тĕпĕ: хуран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Улькана курмарӑн-и эсӗ? — ыйтрӗ вӑл, исленсе, пӑсланса тӑракан така ашне хурантан кӑларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗҫӗр те акӑ Ваҫухха, урам хушши йӑлтах шӑплансан, урӑх никам та килсе кӗрес ҫука шаннипе, урлӑ сак айӗнче ларакан хурантан темиҫе ывӑҫ кӗмӗл илсе тухрӗ те сӗтел ҫине купаласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хреҫҫи, пӳрте кӗнӗ-кӗмен, ҫак килте тахҫанах пурӑннӑн, тӳрех кӑмака умне тӑчӗ, вучах чӗртсе ячӗ, ҫенӗке тухса пысӑк хурантан тӑварланӑ аш илсе кӗчӗ, сакайӗнчен ҫӗрулми илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Амӑшӗ Санькӑпа, ҫӑмарта ӑшаличчен тесе, пысӑк хурантан икӗ хут ӑшӑтнипе чӗмленсе-тӗнсех ларнӑ ҫӗрулмиллӗ шӳрпе антарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Старик вӗсене хурантан кӑларса шуратнӑ ҫӑмарта татӑкӗ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑш-макӑш, асар-писер вут ҫулӑмӗсем чӑнах та хуран тавра тӗпсӗр ханкӑртан явӑнса-амаланса, пал-пал пӑрлатса хӑпараҫҫӗ те кашкӑр чӗлхиленсе тӗпсӗр тӳпенелле тӑсӑлаҫҫӗ; хурантан вара ҫухӑракан, йынӑшакан, кӑшкӑракан, макӑракан, тӗнчене те чӗрене ҫурасла, хӑлхана та ҫӑт хупласа хурасла сасӑсем янӑраса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чул ҫинчи хурантан ӑсса илнӗ вӗри шыва витрери шывпа хутӑштарса пуҫ тӑрӑх ячӗ те Уҫка мунчаран тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗр чӑнах та хӑюланчӗ, асламӑшӗ ҫумне пырса ларчӗ, сӗтел хӗрринчи хурантан йывӑҫ ҫӑпалапа чей ӑсса илсе курки ҫине ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун хыҫҫӑн хурантан темиҫе чара какай антарчӗҫ, сӗтел ҫине чашӑксемпе пӑтӑ лартрӗҫ, алла пурте сӑра курки тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗрекен шыв тумламӗсем, хурантан сирпӗнсе ӳксе, вучахри кӑварпа вӗри кӗл ҫинче чашлатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Шурӑ таса чӗресе хурантан яшка антарчӗ, ҫиелтен ҫӳхе сурпанпа витрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте валли илсе кайма анне пештӗре икӗ ҫавра чӗл ҫӑкӑр чикрӗ, кашӑк хучӗ, чӗресе, хурантан ҫӑпалапа хыркаласа, сӑтӑркаласа, шӗвӗ пӑтӑ ячӗ, ун ҫине пӗр кашӑк кантӑр ҫӑвӗ сапрӗ те, шурӑ сурпан вӗҫӗпе чӗркесе витсе мана тыттарчӗ, ҫурӑм хыҫне пештӗре ҫакса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Някуҫ мучи хурантан пӗр кашӑк пӑтӑ ӑсса сыпрӗ:

Наконец Нягусь закончил, зачерпнул ложку каши, пригубил.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тутлӑ пулчӗ хурантан тин кӑларнӑ вӗри какай, анчах сахалрах пек туйӑнчӗ, юлнӑ пек ҫӑкӑр татӑкне каялла хутаҫа чикмелле пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫак хурантан иккӗн кӑна ҫиеттӗмӗр-ха.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пурччӗ, паҫӑрах пиҫнӗччӗ, таҫта ҫӳретӗн, — текелесе, хурантан чӑмӑрла пӗҫернӗ ҫӗрулми кӑларса пачӗ Марье.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кӑна ӗмӗрте сунманччӗ: Ахтупайпа иксӗмӗр пӗр хурантан яшка ҫирӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Амӑшӗ Ахтупая ҫӗлен выртнӑ хурантан шыв ӑсса ӗҫтерчӗ (ун пек тусан ҫын ҫӑткӑн кайӑк чӗлхине пӗлет имӗш), ҫӑкӑр сӑмси касса илсе ӑна тӑвар сапрӗ, типӗтнӗ какай таткипе пӗрле ывӑлӗ умне пырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурнӑҫра пӗрремӗш хут вӑл ман ҫине йӗрӗнсе пӑхрӗ те, хурантан сиксе тухса, атте патне чупрӗ.

Он впервые в жизни с укором взглянул на меня, выскочил из котла и побежал к отцу.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Крепӑҫ-и, крепӑҫ мар-и, эсӗ ман патна пырсан, эпӗ — ытти чухӑнсем патне, вара пӗрне-пӗри алӑсене паратпӑр та, чугун хурантан та ҫирӗп организаци туса хуратпӑр.

— Крепость не крепость, а вот если ты ко мне придешь, я — к другим беднякам, возьмемся за руки и такую организацию создадим, которая станет крепче чугунного котла.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех