Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуралсах (тĕпĕ: хурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лаша е вӑкӑр кӳлнӗ урапасем калла-малла чупаҫҫӗ, юнашар, сиккелесе, пушшисемпе хӑмсарса, хӑвалакан ачасем чупса пыраҫҫӗ: хӑма сарнӑ сукмак тӑрӑх, вӑчӑра пек тӑрса тухса, ҫӗр тиенӗ наҫилккасем ҫӗкленӗ хӗрарӑмсем утаҫҫӗ; вӑйпитти йӗкӗтсем пӗр кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, пичӗсем хӗрелсе хуралсах кайнӑ, вӗсем лумсемпе ҫӗр катаҫҫӗ, ҫӗрӗ вара кӑмака пысӑкӑш катӑла-катӑла ӳкет; икӗ ача ҫинче кантра тӑсса пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн кӗрӗк ҫинчен брезент плащ тӑхӑннӑ ҫын хул айне кӗнеке хӗстерсе утать; ачасем шӑннӑ ҫӗре юпа ҫапса хӑвараҫҫӗ те кантрана малалла туртаҫҫӗ; пӗр ушкӑн вӑкӑр — ултӑ мӑшӑр — пӗр касӑллӑ плуга туртаҫҫӗ; плуг аврине икӗ маттур арҫын пӗтӗм вӑйпа пусса утаҫҫӗ, плуг, вӗтӗ чуллӑ ҫӗре шӑтӑр-шӑтӑр касса кӗрсе, чӗркуҫҫи таран йӗр хӑварса пырать…

Взад и вперед катятся то бычьи, то конные упряжки, рядом бегут погонычи, подпрыгивая и взмахивая кнутами; по дощатому настилу идут люди с носилками, груженными землей; молодые парни в одних рубашках, с красными до черноты лицами валят ломами глыбу земли величиной, с добрую печь; два подростка тянут шнур, а за ними идет мужчина в брезентовом плаще поверх шубы, с книгой под мышкой; мальчуганы втыкают в мерзлую землю дротяные палочки и тянут шнур дальше; движется вереница быков — пар шесть, запряженных цугом, — они тянут однолемешный плуг; на чапигах висят два плечистых дядька, плуг врывается в голышеватую землю и с треском роет борозду глубиной в колено…

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ырханлантӑн, темле хуралсах кайрӑн…

Похудел и как бы дажеть почернел…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗнле ухмахла йӗрке кунта сирӗн, районта! — терӗ вӑл, унӑн нумайранпа хырман пичӗ ҫилленнипе хуралсах кайрӗ.

— И что это у вас тут в районе за дурацкие порядки! — сказал он, и его давно небритое лицо почернело от злости.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ ун патне кӗрсе тухрӑм, выртать, питӗ начарланнӑ, темле хуралсах кайнӑ.

Заходил я его проведать, лежит и очень стал плох, прямо весь как-то почернел.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл электричество фонарне ҫутнӑ та, унӑн куҫӗсем хуралсах кайнӑ: машина ҫинче ача ҫук, кантӑрана хӗрарӑм-хирургӑн аттинчен ҫыхнӑ.

Он зажёг электрический фонарик, и в глазах у него потемнело: мальчика не было а верёвка была привязана к сапогу женщины-хирурга.

8 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

20. Хӑйсен ҫуртӗнче тӗтӗрен тӗтӗмпе вӗсен пичӗ-куҫӗ хуралсах ларнӑ.

20. Лица их черны от курения в капищах.

Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех