Шырав
Шырав ĕçĕ:
Боецсемпе командирсен хуралнӑ пит-куҫӗсем салхуллӑ.
Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Иккӗшӗ те вӗсем ҫил ҫинче хуралнӑ.
Зоя // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Юр хуралнӑ, пусӑрӑнса аннӑ, шывланнӑ, хурт ҫисе янӑ пек сӗлкӗшленсе кайнӑ.Снег везде почернел, присел, пропитался водой и сделался таким рыхлым, точно его изъели черви.
II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.
Инҫетре часах Богодухов ҫырми курӑнчӗ, унтан тӗтӗмпе хуралнӑ пирӗн хула, унти заводсен трубисемпе шахтӑсен терриконӗсем курӑнма пуҫларӗҫ.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Буфет карлӑкне хирӗҫ лартнӑ тӑваткал сӗтел хушшинче виҫҫӗн лараҫҫӗ: куҫлӑхлӑ самӑр та кукша ҫын; хурарах сӑнлӑ ҫамрӑк; виҫҫӗмӗшӗ — хыткан та хӗвел ҫинче пиҫсе хуралнӑ питлӗ арҫын, ку вара фуфайка тӑхӑннӑ, аркисене шӑлаварӗ айне чикнӗ.
«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Иртен-ҫӳрен картлашка вырӑнне хунӑ чулсем тӑрӑх ансан, тӗтӗмпе хуралнӑ нӳрлӗ пӳлӗме лекнӗ.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кишӑн куҫӗсем йӑлтӑртатма тытӑннӑ, питҫӑмартисем юнпа тулса хуралнӑ.
Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.
Юнлӑ ҫутӑпа, — пӗрре кӑвакарса, тепре алмаз евӗр, — вылять те ҫиҫет Марс: ҫывӑракан Петербург ҫийӗн ҫӳлте-ҫӳлте, шӑтӑк-хушӑклӑ ҫи виттисем ҫийӗн, сивӗ пӑрӑхсен, пысӑк пӳлӗмсемпе пӗчӗк пӳлӗмсен, пӑрахса хӑварнӑ залсен, пушӑ керменсен хӑрӑмланса хуралнӑ маччисем ҫийӗн, ӗшенчӗк ҫынсен сис-чӳллӗ пуҫелӗкӗсем ҫийӗн.
Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унӑн хуралнӑ стенисем кӑвакарса кайнӑ, йӗпеннӗ, чӳрече патӗнче шӑтӑк тимӗр кӑмака, ун ҫывӑхӗнче — уксах ураллӑ сӗтел ларать; кӗтесре выртса тӑма сарнӑ урпа улӑмӗ сапаланса выртать.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Куҫҫуль каллех хӗвелпе хуралнӑ тарӑн пӗркеленчӗксем тӑрӑх юха пуҫларӗ.Слезы опять потекли по глубоким, коричневым от загара морщинам.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Вӑрансан колыбан хуп-хура хуралнӑ, тӗтӗмпе вараланнӑ тупине курчӗ, ун варринче ҫаврака шӑтӑк, каҫхи тӳпене ун витӗр вучах ҫулӑмӗ ялкӑшса тухать.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗсем сукмак икӗ енче те, унта та кунта та, выртаҫҫӗ, вӗсем мӑкпа витӗннӗ, хӑшпӗрисем ҫӗрсе хуралнӑ, теприсем кӑшт кӑна ҫӗрме тытӑннӑ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тусем хушшинче хӑшпӗр тӗлте ирӗлсе кӑпӑшкаланнӑ юр выртать, аяларах, ҫул хӗрринче, канавсенче ҫуркуннехи шыв шӑнкӑртатать, хуралнӑ ҫулҫӑсене шӑтарса, унта-кунта ҫеҫпӗл те тухнӑ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ывӑнсассӑн, ҫыран хӗрринчи хӑйӑр ҫине чупа-чупа тухатчӗҫ те хӑйсен хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, нимӗҫ пӑрҫи е кукуруз икерчи ҫисе пысӑкланса кайнӑ хырӑмӗсене ҫав хӑйӑрпа сапатчӗҫ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Мучисем, ҫирӗп ураллӑскерсем, хура шлепке, хитре ҫӑм пуставран ҫӗленӗ кожушкӑсем уртса янӑ, ҫӑварӗсенче — ялан туртнипе хуралнӑ чӗлӗмсем; тӗксӗм ӳтлӗ, хура куҫлӑ карчӑксем чунь — вӑрӑм, шурӑ ҫӑмне тул енне туса ҫӗлетнӗ кӗрӗк — тӑхӑннӑ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗве леш енче, сӑрт тайлӑмӗпе, хуп-хура ҫӗртме пусси тӑсӑлать, ун урлӑ каҫса каякан йӑмӑх симӗс тӳп-тӳрӗ йӑран, инҫе кайса, аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗсемпе хуралнӑ ҫӗреллех пырса тӗкӗнет.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ниҫта кайса кӗме пӗлместӗп: манӑн ҫумра тӗлӗрсе ларса пыракан Володьӑн тусанланса хуралнӑ пичӗ те, Филипӑн ҫурӑмӗ лӑканса пыни те, кӳмен пирӗн хыҫран чалӑшшӑн чупса пыракан вӑрӑм мӗлки те, нимӗн те мана йӑпатмасть.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ пӑлатна ҫара аллисем чавсинчен ҫӳлерехре кукурузӑпа чӑрмаланса пӗтнипе хӗрелнӗ, кӑшт тӑрхаларах пичӗ тусанла вараланнӑ, ҫакна пула шурӑ илемлӗ шӑлӗсем, хӗрлӗрех тулли тути кулнӑ май татах илемлӗрех курӑнчӗҫ.
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ав, темӗскер хуралнӑ пек те, шуралнӑ-пек те туйӑнать лере.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сӳнсе хуралнӑ кӑмрӑксем самантрах хӗрелсе кайрӗҫ, вӗсене ҫулӑм хыпса илчӗ, хӗлхемсем сирпӗнме пуҫларӗҫ.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.