Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурала (тĕпĕ: хурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр самантра ҫырана Ҫыпӑҫрӗҫӗ анмалла, Икӗ йӗрке пусмана Тӑчӗ салтак хурала.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Янтратса кайрӗҫ сасартӑк сасӑсем Хурала тӑнӑ пыранлӑ пурлаксен.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫивӗчӗ куҫӗпе тинкерсе пӑхнӑ чух Мӑн кӑмӑллӑ шухӑшсем пӑтратаҫҫӗ пуҫне; Аса килчӗ ӑна салтакра пурӑнни, Кӗрхи ҫӗрте Питӗрте хурала ҫӳрени…

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗвел аннипе, тӗттӗмре вӑрманта хӑрушӑ тесе, курӑк татрӑм-татрӑм та пӗр пӳлӗм кӗтессине вырӑн туса Хурала хам пата чӗнсе илсе выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ Хурала йӑпатрӑм.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хурала хамӑрпа илсе каятпӑр, ку юрать-ха, кушака Апраҫ аппа патне леҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хурала эп ҫуркунне тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫавна пулах-и, тен, ӗшне таврари йывӑҫсем хурлӑхлӑ хурала тӑнӑ салтаксене аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫтаппан пичче шанчӑклӑ ҫын пулсан, ман шутӑмпа, хурала ӑна хӑварсан та ҫитмелле пек.

Если дядя Степа человек верный, можно, я думаю, положиться на него одного.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Каҫ пуличчен пӳлӗм урайне те ҫӑвать, кашӑк-чашӑк ҫуса тирпейлет, унтан каллех, хурала тухать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тепӗр хут хурала кӗрсен, вӑл каҫсерен киле пыра-пыра тӗрӗслетчӗ, анчах кӗвӗҫме сӑлтав пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Санюк Парамун валли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӗҫ тупса пычӗ, Парамунӗ хурала кая юлса ҫӳре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Мероприяти вырӑнне вӗсем иртенпех хурала илнӗ, кунта тӗрӗслевсем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушсӑрлӑх та ҫӳллӗ шайра // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10874-kh ... -ll-shajra

Тукай хурала хӑйӗн чи шанчӑклӑ ҫыннисене пачӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алӑк патне хурала тӑратнӑ тӗкӗрҫесем те сас-хура тумарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Леш еннелле каҫмалла-ши унӑн е хурала янӑ ӑна?

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑлхавҫӑсем вырӑссен пысӑк киммисем ҫине кӗрсе кайрӗҫ, унти хурала пӗтерсе тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хурала юлнӑ темиҫе стрелеца касса вакланӑ Япанча ҫыннисем, темиҫе лашана кӑкарса хӑйсемпе илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах Сафа та тек вун ҫичӗ ҫулхи айван мар-ҫке, вӑл та Крым ҫыннисене хӑрушлӑх ҫинчен систерсе хунӑ, кремльти хурала йӑлтах хӑй ҫыннисене тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунашкал сӑтӑр тума мӗнле чарас?.. — шухӑша кайрӑмӑр халь эпир, хурала тухнӑ ачасем.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех