Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуракан (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Ен ,ҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗн Шурутри стационарлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче вӑй хуракан Алина Голубевӑна та ватӑсем хӑйсен хӗрӗ, мӑнукӗ вырӑнне хурса йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Ҫамрӑк ӑрӑва тарӑн пӗлӳпе тивӗҫлӗ воспитани парассишӗн вӑй хуракан учительсем те пысӑк чыс-хисепе тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Кам валли ҫуралнӑ-ши ҫынна тухатса хуракан ҫак кӗвӗ?

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

«Пурнӑҫ йӗрки мӗнле пуласси пӗтӗмпех хамӑртан килет. Ольга Николаевна, эсир каялла ҫаврӑнса пӑхсан сирӗн ҫул илемлӗ те такӑр пулнине курма пулать, малашне те вӑл анлӑ та хитре, сарлака та чаплӑ пултӑр», – тесе саламларӗ патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракан.

Куҫарса пулӑш

Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... h-ka-irtr/

Анчах та ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелеме ура хуракан сӑлтав пуррине те асӑнмасӑр иртмест А.М.Егоров.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Раҫҫейӗн тӗнчери ят-сумне ҫирӗплетме пулӑшакан витӗмлӗ йышӑнӑвӗсене хамӑр ҫӗршывра кӑна мар, нумай вӑйӑмлӑ тӗнче туса хума ӑнтӑлакан тата тӗнчери право йӗркисене пӑхӑнассине тӗп вырӑна хуракан тӗрлӗ континентсенче те уҫҫӑн ырлани тата хапӑл туса йышӑнни питех те пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри 12 шкул ачине паспорт парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/racc ... kolaev-res

Малтан ӑна кинӗсем нимех те калаймарӗҫ, пыра-киле вара (чӑтӑмӗсем пӗтрӗҫ курӑнать) вирлӗнех тавӑра-тавӑра хуракан пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ҫӑмӑл промышленноҫра вӑй хуракан пир-авӑр ӑстисемпе ытти ӗҫченсене санкцисене пула юлашки вӑхӑтра ҫӑмӑлах килмерӗ, чӗр тавар тӑратасси йӗркеллӗ пурнӑҫланса пымарӗ, хӑнӑхса ҫитнӗ логистика ҫулӗсем татӑлчӗҫ.

Текстильщикам и работникам легкой промышленности в последний год из-за санкций пришлось непросто, срывались поставки сырья, были нарушены привычные логистические пути.

Олег Николаев Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/11/ole ... ikov-legko

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн Раҫҫейӗн тӗнчери ят-сумне ҫирӗплетме пулӑшакан витӗмлӗ йышӑнӑвӗсене хамӑр ҫӗршывра кӑна мар, нумай вӑйӑмлӑ тӗнче туса хума ӑнтӑлакан тата тӗнчери право йӗркисене пӑхӑнассине тӗп вырӑна хуракан тӗрлӗ континентсенче те уҫҫӑн ырлани тата хапӑл туса йышӑнни питех те пӗлтерӗшлӗ.

Важно, что волевые решения Президента Российской Федерации Владимира Владимировича Путина, направленные на укрепление международного авторитета России, получают широкое одобрение и поддержку не только в нашей стране, но и на разных континентах, где выступают за многополярный мир и соблюдение принципов международного права.

Олег Николаев Раҫҫей кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/12/gla ... ev-pozdrav

Шӑртланса, ырханланса кайнӑ пит-куҫлӑ Тимуш картишне кӗчӗ те ҫӑл умӗнчи валашкана мӑкӑртата-мӑкӑртата шыв тултарчӗ («Хамсӑр пуҫне шыв ярса хуракан та ҫук ҫакӑнта, типсе-ӗнсех кайнӑ валашка»), картиш кӗтессинчи хӑяр пахчи еннелле пӑхрӗ — уҫӑ алӑкран пахчана чӑхсем кӗрсе кайнине курчӗ те вӗсене хӑвалама танкӑлтатрӗ, каллех мӑкӑртатрӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Кирек мӗнле япалана та тытнӑ-тытман туса хуракан пит те ӑста платниксем пур ман, — Кудряшов еннелле ҫаврӑнчӗ бригадир.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӑваш Енри патшалӑх театрӗсенче вӑй хуракан артистсем те шкулсем тӑрӑх ҫӳресе пултаруллӑ каччӑсемпе хӗрсене сцена ӗҫне хӑнӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗмӗрлере - «Асам» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=xc2QVX-ZFLQ

Паян республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ку енӗпе тӗллевлӗ вӑй хуракан ӗҫ ушкӑнне йӗркелеме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чухӑнлӑхпа ҫӗнӗ ӗҫ ушкӑнӗ кӗрешет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60473

Чӑваш Енри юсав учрежденийӗнче вӑй хуракан тепӗр 11 ӗҫчен те Екатерина пекех шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш хут професси кунне палӑртаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60569

Сӑмах уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмра вӑй хуракан социаллӑ ӗҫченсем пирки пырать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш хут професси кунне палӑртаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60569

Нумай ҫул вӑй хуракан сутуҫӑна тавар туянакансем те хӑнӑхса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

Мария Алексеевнӑна тата Комсомольски территори уйрӑмӗнче вӑй хуракан муниципалитет ӗҫченӗсене саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%bf%d3%9 ... %bd%d3%91/

Выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗсене, уйрӑмах сӗт туса илессине малти вырӑна хуракан ял хуҫалӑх предприятийӗнче выльӑх апачӗ валли уйӑракан культурӑсене туса илесси ҫине нумай ҫултанпах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукуруза акаҫҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d1%8 ... 0%b0cce-2/

Ҫӗрпе выльӑх-чӗрлӗхе Турӑ вырӑнне хуракан ансӑр тавракурӑмлӑ ҫынсемпе сахалтарах калаҫни усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сӗт туса илсе сутнинчен хушма укҫа-тенкӗ алла илессишӗн, ҫапла майпа хуҫалӑха тата ҫирӗплетессишӗн ырми-канми вӑй хуракан ял ҫынни чӗр тавара мӗншӗн тивӗҫлӗ хакпа сутаймасть?

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех