Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хунямӑшне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ик ачипе хунямӑшне те унӑнах пӑхмалла, вӗсен ҫи-пуҫне сапласа, ҫуса тӑмалла, яшки-ҫӑкрине пӗҫермелле, выльӑх-чӗрлӗхне чипер хӗл каҫармалла, вутти-шанкине такампа татса ҫурмалла…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Куҫҫуль тӑкма кайран та ӗлкӗрӗпӗр, — ҫак хушӑра вӑл сӗтел ҫине ҫӑтӑртатакан ҫатмапа тӗмле аш-пӑш кӑларса лартрӗ, хунямӑшне пукан сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах ҫӗнӗ хунямӑшне аса илчӗ те канӑҫсӑрланма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫиле хунямӑшне вӑрттӑн пӗлтерчӗ ҫакӑн пирки, лешӗ — Ермолая.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑн хунямӑшне Хветуҫҫи инкене кун памасть вӗт Сардимиров.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫула май шофер патне кӗрсе, ӑна хунямӑшне кӗтсе илме хушса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Киле ҫитсенех, Мӗтри хунӗ патне васкаса кайнӑ, хунямӑшне Праски ҫӑмӑлланни ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗмӗрхи йӑлана пӑхӑнса ирттерес пулсан тем тесен те туя килте мар, тӑвансем патӗнче е ют ялта тумаллаччӗ, ҫураҫнӑ хӗре йышӑнма картишӗнче шыльӑк хатӗрлемеллеччӗ, хӗрӗн хӑйӗн хунямӑшне, пулас упӑшкине, тӑванӗсене кӗпе тӑхӑнтартмаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ытларах ӗҫсен пулӑшать те ку эмелӗ, анчах хвершӗл ҫичӗ тумламран ытла ӗҫме юрамасть, терӗ ҫав, — ҫак сӑмахсене хунямӑшне каланӑ хушӑра, хӑй вара, ӑнсӑртран пек, ҫиччӗ вырӑнне вун-вуниккӗ те тумлатать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа паян, ялан кая юлакан Гурий атте те Феопемпт Анисимович патне шӑп сакӑр сехетре ҫитнӗ — каҫхи кӗлӗ хыҫҫӑн килне кӗрсе ватӑ хунямӑшне систерме те ӗлкӗреймен.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш чирлени ҫинчен Хӗветӗр Укҫине хунямӑшне пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Анне, ҫав йытта апат паманччӗ пулас, ҫак ҫӑкӑр таткисене те пулсан кайса ывӑт-ха, улама пӑрахтӑр, — терӗ Укҫине аппа хӑйӗн хунямӑшне, вӗри кӑмака умӗнче ӑшаланса.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Саша тӑриччен сӗтел хатӗрлер-ха, Марья инке… анне, — шӑппӑн каларӗ вӑл хунямӑшне.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Пӗҫернӗ икерчисене йытӑсене ҫитерчӗҫ, ҫатмине хӗртсе ҫунтарса илчӗҫ, ятлаҫнӑ чухне вара кинӗ хунямӑшне: — Эсир типӗ чухне те ҫулӑ ҫатмасем ҫинче пӗҫеретӗр-ҫке! — тесе сӑмах тӗкме пуҫларӗ.

Выпечённые оладьи отдали собакам, сковородку выжгли, а невестка стала в ссорах упрекать свекровь: — Вы даже в посте на скоромных сковородах печёте…

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Анчах кинӗ хунямӑшне пит ҫивӗч пырса тивекен сӑмахсем каласа, хӑратса пӗтерсе, пукан ҫине кайса ӳкет те: — Тухса каятӑп! Вилетӗп, — тесе ахлатать.

Но сноха, облив свекровь ручьями ядовитейшего красноречия, валится на стул и стонет: — Уйду! Умру!

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Чухӑнлӑха, йывӑр ӗҫе, ашшӗне, амӑшне, тыр вырассине, икӗ кинне, старостӑна, хунямӑшне тата барышньӑна тӳссе ирттернӗ организм ҫине пӗр сӑмахсӑрах шанма май пулнӑ.

На организм, который не только безнаказанно, но так торжественно вынес бедность, работу, отца, мать, жнитво, мужа, двух снох, старосту, свекровь и барщину, можно было слепо положиться.

V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Алексей хӑй те, унӑн арӑмӗ те тӗрлӗ кирлӗ мар япаласене юратакан пулса кайнӑ, вӗсем хӑйсен пӳлӗмӗсене улпутсен ҫуртӗнчи пек тӗрлӗрен чаплӑ сӗтел-пукансем лӑках лартса тултарнӑ, иккӗшӗ те вӗсем ҫав сӗтел-пукансене парнелеме юратнӑ: Натальйӑна фарфорпа илемлетнӗ кулӑшла шкап, хунямӑшне сӑранпа витнӗ пысӑк кресло тата Карели хурӑнӗнчен тунӑ, бронзӑпа эрешленӗ чаплӑ кравать парнеленӗ; Ольга тӗрлӗ тӗслӗ вӗтӗ шӑрҫасенчен тӗрлесе питӗ хитре картинӑсем тунӑ, анчах упӑшки хӑй кӗпӗрне тӑрӑх ҫӳренӗ чухне ун валли ҫавӑн пек тӗрӗсемех илсе килсе панӑ.

И Алексей и жена его заразились смешной жадностью к ненужным вещам, комнаты у них тесно набиты разнообразной барской мебелью, и оба они любили дарить её; Наталье подарили забавный шкаф, украшенный фарфором, тёще — большое кожаное кресло и великолепную, карельской берёзы с бронзой, кровать; Ольга искусно вышивала бисером картины, но муж привозил ей из своих поездок по губернии такие же вышивки.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӑл хӑйӗн ашшӗ, хунямӑшне ыталаса, ҫӗре ӳкерме тӑрӑшса, ӑна мунча стени ҫумне хӗстерме пикеннине курчӗ; хунямӑшӗ, аллисене хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫӗклесе, лешне пуҫӗнчен ҫапать, антӑхса каяс пекех хашкаса, хыттӑн пӑшӑлтатать:

Он увидал, что отец, обняв тёщу, прижимает её к стене бани, стараясь опрокинуть на землю, она, часто взмахивая руками, бьёт его по голове и, задыхаясь, громко шепчет:

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Тимофеев арӑмӗпе хунямӑшне Наташа кӳршӗсемпе тетӗшӗнчен вӑрттӑн хӑйсем патӗнче чӑланта пытарса усрама, вара ун ҫинчен партизансене пӗлтерме шутларӗ.

Тимофеев решил в тайне от соседей и дяди Наташи спрятать жену и тещу у себя в чулане и после сообщить об этом партизанам.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Колхоз ӗҫне те тума, ҫиленсе кайнӑ хунямӑшне те юрасшӑн тӑрӑшса, Авдотья темиҫе кун хушшинче питех те начарланса кайнӑ.

Стремясь справиться и с колхозной работой и ублаготворить разъярившуюся свекровь, Авдотья так исхудала в несколько дней.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех