Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хумханса (тĕпĕ: хумхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лаптак ҫивитиллӗ сакльӑсем ҫинче ҫил вӗрнипе курӑк хумханса ларать.

На плоских крышах колыхалась от ветра трава.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ростов хулине ҫитичченех поезд тинӗс пек хумханса ларакан тырӑ хушшипе пырать.

До самого Ростова поезд несется среди моря хлебов.

Вӑрмансен зонинчен хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирелле // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗҫӗ-хӗррисӗр, пур еннелле те тинӗс пекех тулӑ уйӗ хумханса ларать.

Без конца и края во все стороны тянется сплошное море волнующейся пшеницы.

Вӑрмансен зонинчен хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирелле // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Типӗтнӗ шурлӑхсем вырӑнӗнче тырпулсем хумханса лараҫҫӗ, выльӑх апачӗлӗх акнӑ курӑксем ешереҫҫӗ.

На осушенных болотах колосятся хлеба, зеленеют кормовые травы.

Сталин ячӗпе тӑракан Шурӑ тинӗс — Балтика каналӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ав малта хумханса тӑракан курӑклӑ тинӗс варринче авкаланса пыракан чӑпар лента курӑнса кайрӗ…

Вот вдали среди волнующегося моря травы мелькнула пестрая извивающаяся ленточка…

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ман ура патӗнчех тинӗс шывӗ шавласа хумханса выртать.

У моих ног плескалось море.

Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Улмуҫҫисен шултра ҫулҫисем кассӑн-кассӑн ҫил вӗрнипе чашӑл-чашӑл хумханса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗве тӗпӗнчи курӑксем ҫеҫ кӑшт хумханса, силленсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Улӑх-ҫаран яланах ем-ешӗл хумханса выртӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах, те Петӗр хумханса каланипе, те хамӑн хӑлха ҫапла илтнипе, «Сывӑ пул, Ҫеҫпӗл халӑхӗ!» тенӗ пек туйӑнчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Шакӑр! шакӑртатса илчӗҫ унӑн ҫап-ҫут пушмаклӑ урисем, лӑстӑрр! силленчӗ тепӗр хут йӗпкӗн хура ҫӳҫӗ, ӗнси ҫине хумханса анакан ҫӑра ҫӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Аннушкин, хумханса калаҫаканскер, туйине пӗрре ҫурӑмӗ хыҫне тытӑть, тепре хӑй умӗнче ҫавӑркалать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫитрӗ те палласа илчӗ, хумханса, аванмарланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӗрелсе кайрӗ, хумханса кайрӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хумханса, вӗри туйӑмсемпе калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ку вӑл… чӑнахах та ҫапла пулсан… мӗн-ма халь тин калатӑр ун пирки? — хумханса ыйтрӗ партком секретарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Думитру шӑпланчӗ, управляющи ҫине хирӗҫлесрен хӑранӑ пек хумханса, чӑрлаттарса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сидоркин аллисене хытӑ сулса, танлӑн, сарлакан утса пыратчӗ, халь вара вӑл, хумханса кайнӑскер, яр-яр утӑмлакан Григориупа танлашас тесе, вӗттӗн йӑпӑртатать, хушӑран лӗпӗс-лӗпӗс чупать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр шутласан, чӑнах, куҫҫуль тухать хумханса кайнипе.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл театр институтне кайма тивӗҫлӗ пулнисен хушамачӗсене вуланӑ чухне хам шӑпапа епле татса парасса кӗтнӗ пекех хумханса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех