Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хума сăмах пирĕн базăра пур.
хума (тĕпĕ: хум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗнчене те тепӗр майлӑ ҫавӑрса хума хатӗр эпӗ халӗ! — тепре пуҫне тайрӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирлех пулсан, Пӑкачавшӑн вӑл пуҫне хума та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сире тытса чарма та, хупса хума та пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Инвестицисем производствӑна аталантарма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса хума, бюджета пурнӑҫлама тата нумай социаллӑ ыйтӑва татса пама пысӑк витӗм кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Суту-илӳ вырӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ ятарлӑ курупкӑсене хӑвӑрт пӑсӑлман апат-ҫимӗҫ (консервсем, кӗрпесем…), гигиена хатӗрӗсем, кулленех кирлӗ япаласем хума пулать.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

— Ах, эп закуска хума маннӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Ҫӑмартана тӗрлӗ тӗслӗ пӗветсе икӗ пуҫӗнчен шӑтарса юхтарса кӑларатпӑр та хӑю-и е хитре ҫитса тирсе пӗр вӗҫӗнче илемлӗ йӑлмак тӑватпӑр, те-пӗр вӗҫне ҫакса хума йӑлӑ туса хуратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шӑпах халӗ пӑрӑхсем хума, электричество кӗртме е улӑштарма сӗнеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем.

Именно сейчас займитесь трубопроводом и электричеством.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эпӗ яланах тӑван халӑх аталанӑвӗшӗн вӑй хума, шурсухалсене тата вырӑнти ӗмӗрхи йӑласене хисеп тума хатӗр пулса пурӑнӑп», — тенӗ вӑл автономире ӗҫленӗ чухне.

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Медицина ӗҫченӗсене хӑйсен профессийӗпе вӑй хума хавхалантарас енӗпе патшалӑх программисем чылай ҫул ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Хырӑмӗ те, йӑшкаса, хыр тӑрринчен пуш витрелле чанкӑртаттарать (халӗ Пурис хыр сухӑрне йӗпетсе чӑмлама та хирӗҫ марччӗ, анчах пыран «ҫул» ҫинче хыр тавраш тӗл пулмарӗ), ӑш хыпни те пач вут хума пӑрахман, ыйхи те хӑй сехетне кура пуҫа ҫӗр ҫинелле пусарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пур-ши тата унӑн, мӗкӗл-мӗкӗл тӗлкӗшекен «вутпуҫҫин», тивӗҫ ҫавӑн пек «идеаллӑ» хӗрачана пӑхса хума?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр асӑрханса рюкзакран ҫӗр ҫине имӗрӗлмен, хуҫӑлман-вакланман кӑмпасем кӑларса хума пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑштик-хӑштик сывлакаласа, пӗр авӑк сывлӑш ҫавӑрса тӑчӗ, вара, кукленсе ларса, ҫунтарсан этеме чӗм кӗртекен тупрана шат та шат, ҫат та ҫат хуҫкаласа, вакласа, татӑкӗсене шайлашуллӑн хӗреслесе, йӑсӑрланса тӑракан сӗлкӗшлӗ кӑвайт ҫине купаласа хума пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑхӑт шӑнкӑравлӑ сехет мар ҫав, ӑна самантлӑха чарса лартса арча тӗпне чиксе хума ҫук.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Енчен те унччен кил умне вутӑ пырса тӑксан ӑна касса-ваклама пит нумай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ пулсан, бензопӑчкӑпа пӗчченех ним мар пӗр машшин горбуль касса тирпейлесе хума пулать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Вӑл хӑйне яланах мӑнна хума юратакан Зинӑна курма хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ку ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнипе хӗрарӑм самантлӑха ҫухалса кайрӗ, ҫӗкленӗ чӗпписене ниҫта хума пӗлмесӗр тӗлсӗррӗн унта-кунта пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӗҫҫыннисем хӑйсен телеграммисемпе ҫырӑвӗсенче аслӑ Ленинпа канашланӑ, хӑйсен чун-чӗре тӗпӗнче пытарса усранӑ шухӑш-ӗмӗчӗсене пӗлтернӗ, Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн кӗрешсе пуҫӗсене хума хатӗр пулни ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Вӑл, колхоз пахчинчен таврӑнатчӗ пулас та, хупах ҫулҫисенчен хыр йӗппипе тиркелесе тунӑ миххе, туллиех кишӗр тултарнӑскере, ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хума питӗ тӑрӑшатчӗ, анчах миххи унӑн, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле йӑвалана-йӑвалана кайса, тачлаттарса-нӑчлаттарсах ҫӗре ӳкетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех