Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулӑннӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бамбук вуллисене симӗс, кӑвак, хурарах хӗрлӗ тата шупка хӗрлӗ сӗмсем капӑрлатса витнӗ, ҫулҫӑсен тӗртӗмӗсенче арпашӑнчӑк мӗлкесем вӗлкӗшеҫҫӗ, таҫта инҫех те мар вӑрман кайӑкӗн карланки хулӑннӑн шӑхӑрчӗ — ӗнӗрекен инструмент сасси евӗр шанӑҫсӑррӑн, татӑк-кӗсӗкӗн.

Зеленые, голубые, коричневые и розовые оттенки облили стволы бамбука, трепеща в тканях листвы спутанными тенями, и где-то невдалеке горло лесной птицы бросило низкий свист, неуверенный и оборванный, как звук настраиваемого инструмента.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӑрӑм та хумхануллӑ, вӑтам та йӑваш гудоксем тахҫанах шӑпланчӗҫ ӗнтӗ, тупӑ завочӗ хулӑннӑн улани ҫеҫ, вӑкӑр хӗрӳлленсе мӗкӗрнӗ евӗр, чылайччен лӑпланмарӗ.

Высокие, нервные и средние, покладистые гудки давно уже стихли, но долго еще держался низкий, как рев бычьей страсти, вой пушечного завода.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Атьӑр, ӗҫер ҫак ятпа! — сӗнчӗ Курносов, ҫамрӑккипе хытсах ҫитмен сассине хулӑннӑн кӑларма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куччановпа Курносов кӑмака ҫинче, паҫӑрхи пекех, пӗри хулӑннӑн харлаттарса та тепри сӑмса витӗр ҫӑмӑллӑн шӑхӑрттарса ҫывӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кучанпа Жумба ӑшӑ кӑмака ҫине хӑпарса та выртрӗҫ ӗнтӗ, кӗҫех унтан пӗри хулӑннӑн хӑрр! та хӑрр! тутарни, тепри сӑмса витӗр ҫӑмӑллӑн шӑхӑрттарни илтӗне пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗнле пурӑнкалать Карлович? — чӑнласах йывӑр чирлесе хӗне кайнӑ ҫывӑх ҫын сывлӑхӗ ҫинчен пӗлесшӗн пулнӑ пек, ыйтрӗ пенснелли хулӑннӑн тухакан хурлӑхлӑ сасӑпа.

— Как поживает Карпович? — спросил человек в пенсне густым и грустным баском, будто и впрямь спрашивал о здоровье какого-то очень близкого и очень исстрадавшегося человека.

10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Пӗрремӗш ӗретре тӑракан ҫӳлӗ боец, сап-сарӑ уссиллӗскер, хулӗсене сарса тӳрлетрӗ те, хӗреслетсе пулемет лентисем ҫакса янӑ кӑкӑрне чӑмӑрӗпе ҫапса, вӑраххӑн та хулӑннӑн каларӗ:

Высокий светлоусый боец из первого ряда расправил плечи и, стукнув кулаком в грудь, опоясанную пулемётными лентами, медленно пробасил:

Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Йӗпе алшӑллие хулӑннӑн аллаппи ҫине чӗркеҫҫӗ.

Мокрое полотенце толстым жгутом обматывается вокруг кисти.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Унтан малтанах тумламсем те пӑс пӗрхӗнсе тухаҫҫӗ, вара хулӑннӑн мӗкӗрнӗ сасӑ пуҫланать.

Оттуда сначала вырываются брызги, пар, а потом уже начинается басистое гуденье.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пӑрахут хулӑннӑн мӗкӗрсе кӑшкӑртать.

Пароход густо и внушительно гудит.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Аэлита каҫ сӗмлӗхӗнче ҫиҫекен ҫӑлтӑрсем еннелле пуҫне каҫӑртрӗ те хурлӑхлӑн, хулӑннӑн, хуллен юрлать:

Аэлита подняла голову к проступающим во тьме ночи звёздам и запела негромким, низким, печальным голосом:

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫаксем пурте тусанпа хулӑннӑн хупланнӑ.

Всё было покрыто слоем пыли.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сӗтел ҫинче — колбаси, хӑяр тата хулӑннӑн каснӑ тулӑ ҫӑкри чӗллисем.

На столе — колбаса, огурцы и крупные ломти пшеничного хлеба.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Ака пӑрахут сасси тинӗс кукӑрӗ тӑрӑх хулӑннӑн янӑраса каять.

Низкий гудок протяжно разнёсся над заливом.

Стокгольмри тӗлпулу // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

— Эпир пӗр тӑвансем мар, — хулӑннӑн каларӗ Шурик.

— Мы не братья, — басом сказал Шурик.

Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Унтан сасартӑк халӑх хушшинчен Рыбинӑн сасси хулӑннӑн кӗрлесе хӑпарчӗ:

И вот над ней вдруг густо поднялся голос Рыбина:

XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Офицер протокол ҫине алӑ пусма хушсан, амӑшӗ пӗли-пӗлми аллипе хут ҫине кӗнекери пек хулӑннӑн ҫутӑлса тӑракан саспаллисемпе ҫырса хучӗ:

Когда он приказал матери подписать протокол, она неумелой рукой, печатными, жирно блестевшими буквами начертила на бумаге:

I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Весовщиков аллине пысӑк ҫӗрулми тытрӗ, ҫӑкӑр татӑкӗ ҫине хулӑннӑн тӑвар сапрӗ те лӑпкӑн, вӑраххӑн вӑкӑр пек чӑмлама тытӑнчӗ.

Весовщиков взял большую картофелину, круто посолил кусок хлеба и спокойно, медленно, как вол, начал жевать.

XX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Улӑхра карӑшсем авӑтаҫҫӗ, юханшыв хӗрринчи хӑмӑш пусса илнӗ кӳлленчӗксенче каҫса кайсах шапасем кваклатаҫҫӗ, таҫта инҫетре чӑмӑш хулӑннӑн ӳхлетсе йынӑшать.

На лугу кричали коростели, в камышистых заводях речки надсаживались лягушки, и где-то далеко и глухо стонала выпь.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӑрахут сирени хулӑннӑн мӗкӗрсе янӑ сасӑ шӑпланса ҫитме те ӗлкӗреймерӗ, тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ мулаххайлӑ ҫамрӑк калмӑк, тинӗсе сиксе, пӑрахут хыҫӗнчен шӑмпӑлтатса ишсе кайрӗ.

Не успел еще утихнуть короткий басовитый рев пароходной сирены, как молодой калмык в лисьем треухе прыгнул в воду, поплыл вслед за пароходом.

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех