Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулпуҫҫийӗ (тĕпĕ: хулпуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фома, ашшӗн хулпуҫҫийӗ урлӑ пӑхса илнӗ те, малти кӗтесре кӑпӑшка сарӑ ҫӳҫлӗ пӗчӗк хӗрарӑм сӗтел ҫине тайӑнса ларнине курах кайнӑ: унӑн шурӑ сӑнлӑ пичӗ ҫинче тӗксӗм куҫӗсем, ҫӳхе куҫхаршисем, тӑртанса тӑракан хӗрлӗ тутисем уҫҫӑн уйрӑлса тӑнӑ.

Фома взглянул из-за плеча отца и увидал: в переднем углу комнаты, облокотясь на стол, сидела маленькая женщина с пышными белокурыми волосами; на бледном лице ее резко выделялись темные глаза, тонкие брови и пухлые, красные губы.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Факир хулпуҫҫийӗ ҫинче сӑрӑ мангуст ларать; ҫав мангуст пур ҫӗлен-калтасенчен хӑрамасть, вӗлерет вӑл вӗсене.

На плече у факира сидит серый мангуст, этот неустрашимый истребитель всех гадов.

Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ку хутра вӑл хулпуҫҫийӗ урлӑ хӑрӑк вут-шанкӑ мар, пӗр пысӑк михӗ ҫӗрулми ҫакса янӑ.

В этот раз с мешком картофеля.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кукамӑш Олег патне пычӗ те, аллисене ун хулпуҫҫийӗ ҫине хурса: — Олежек… енчен сана полици тытсан: санӑн аннӳне е кукамуна, е Николай куккуна арестленӗ, тесен, вӗсем пурне те йышӑнчӗҫ, теме тытӑнсан, — ан ӗнен, палачсен пӗр сӑмахне те ан ӗнен! — терӗ вӑл.

Бабушка подошла к Олегу, положила ему руки на плечи: — Олежек… если поймают тебя и полиция станет говорить, что твоя мать, или бабушка, или дядя Николай арестованы и что они, мол, признались во всём, — не верь, ни одному слову катов не верь!

«Ҫулу хӑрушӑ санӑн» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Пӑртак тӑрсан Олег, аллине Серёжа хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, шӳт тума пӑрахса, ӑна ҫапла каларӗ.

Немного погодя Олег, однако, сказал ему:

Серёжа «ункӑран» тухать // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Сисмесӗрех эп хам та ура ҫине тӑратӑп, куҫлӑх тахӑнатӑп, унтан Григорий Яковлевич хулпуҫҫийӗ урлӑ кармашса пӑхма пуҫлатӑп.

Тоже встаю, надеваю очки, заглядываю через плечо Григория Яковлевича.

Хӗл ҫывӑхарать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пичче мана хӑй хулпуҫҫийӗ ҫине илчӗ.

Дядя посадил меня на плечи совсем высоко.

Хӑмла ҫырлине кам ҫинӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Галя Верӑна хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине лартать.

Галя подсаживает Веру.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ача хыҫӗнче, аллине ун хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, суккӑр ҫын утса пырать.

Позади мальчика, положив ему руку на плечо, плелся слепой.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пристав пӳлӗм тӑрӑх уткаларӗ, унтан аттепе юнашар ларчӗ те, аллине унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, калаҫма пуҫларӗ:

Пристав не спеша прошелся по комнате, потом вернулся к отцу и ласково положил ему руку на плечо:

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Мӑшлатса тӑрса, Сенька вӗсене нумайччен ӗмрӗ, унтан кӑш-ласа ҫемҫетрӗ, хулпуҫҫийӗ урлӑ сурса пӑрахрӗ те тин: — Пама пултаратӑп, анчах укҫалла мар, — терӗ.

Издеваясь, Сенька, хрустел леденцами, потом выплюнул остаток и сказал: — Могу дать, только не за гроши.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫак лӑпкӑ, ырӑ шӑршсемпе тулнӑ уйрӑм пӳлӗмре ҫемҫе кушетка ҫинче Валерия сӗвенсе ларать; ҫине кӑвак лентӑсемпе тытнӑ шап-шурӑ туника тӑхӑннӑ; хура ҫӳҫӗ хулпуҫҫийӗ ҫинче йӗркесӗр сапаланнӑ.

В этом помещении, уединенном, тихом, полном благоухания, возлежала на кушетке в час рассвета прекрасная Валерия, одетая в белоснежную шерстяную тунику, отороченную синими лентами, ее плечи были прикрыты черными, густыми, небрежно распущенными волосами.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хулпуҫҫийӗ ҫине вӑл салтаксем тӑхӑнакан плащ уртса янӑ, ана вӑл вӑхӑтлӑха пӗр центурионран, Требоний юлташӗнчен, илнӗ.

На плечи его был накинут плащ покороче тоги, солдаты носили обычно подобные плащи поверх доспехов, он получил этот плащ во временное пользование у одного центуриона, друга Требония.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫын пӑшалне ҫӗклерӗ, вӑл ӑна хӑй хулпуҫҫийӗ тӗлне ҫитерсен тин мӗн тунине чухласа илчӗ.

Он уже вскинул было ружье, но быстро опомнился.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Тӑчӗ Виталий, ҫӗлӗкне илсе тӑхӑнчӗ, купӑсне йӑтрӗ те, чӗнне хулпуҫҫийӗ урлӑ ҫакса, ни Динӑна, ни Никандра шӑл шурри те кӑтартмасӑр урӑх, юррин ахаль те хурлӑ та ӗсӗклевлӗ кӗввине пушех те хурлӑрах, ӗсӗклевлӗрех сӗтӗрттерсе, вӑхӑчӗ янӑрашмалли-ҫуйӑхашмалли маррине пӗле тӑркачах, купӑс ҫемми май чунӗнче тӑлпаланнӑ юррине вӑйлӑн та ҫилӗллӗн янраттарса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Кӳр, пулӑшам! — хӗр пупленӗ, ӗҫленӗ хушӑра нимӗн те чӗнмен, шарламан Матви ҫӗклеме стайлӑн пырса тытрӗ, витрине хӗр хулпуҫҫийӗ ҫинчен антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Васкам-ха, хыпаланам, — тесе, ҫӗклемне хулпуҫҫийӗ урлӑ вашт! уртса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗтесре мантӑр питлӗ сутӑ тӑвакан хӗрарӑм Лысуха, пур ҫынна та хӑйӗнчен сирсе яма пултаракан, намӑса пӗлмесӗр чупма юратакан арӑм ларать: пуҫне самӑр хулпуҫҫийӗ ҫумнелле пытарса лартнӑ та макӑрса ларать, хайӗн намӑса пӗлмен куҫӗсене хуллен куҫҫулӗпе ҫӑвать.

Сидит в углу толсторожая торговка Лысуха, баба отбойная, бесстыдно гулящая; спрятала голову в жирные плечи и плачет, тихонько моет слезами свои наглые глаза.

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Евсеич хӑй аллине ун хулпуҫҫийӗ ҫине ачашшӑн хучӗ.

Евсеич ласково положил ему руку на плечо.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Вӑл ман паталла пырса пӑшалне тепӗр хулпуҫҫийӗ ҫине илсе ҫакрӗ, чӗлӗмне табак тултарчӗ те: — Ну, Пакӑлти пирки мӗнле йышӑнчӗҫ унта? — тесе ыйтрӗ.

 — Он подошел, перекинул через плечо ружье, набил трубку и спросил: — Ну как там с Болтушком решили?

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех