Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуласенче (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илтнӗ вӑл таҫтан: Уралти хуласенче панулми хаклӑрах, унтан самаях пуйса таврӑнма пулать.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» («Своих не бросаем!») акци районсемпе хуласенче старт илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмастпӑр // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%85%d0%b ... bfa%d1%80/

Ҫӗршывра халӑхӑн пӗр йышне мобилизацилеме пуҫласан Чӑваш Енре «Пӗрле» фонд ятарлӑ счет уҫнӑ, районсемпе хуласенче «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» акци старт илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

Пӗчӗк хуласенче уйрӑмах ыйту ҫивӗч тӑрать.

Особенно остро стоит вопрос в малых городах.

Олег Николаев регионсен бюджечӗсенчен кӗскелекен тупӑша саплаштармалли компенсаци механизмне ӗҫе кӗртме сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/08/oleg ... -cuhalakan

Чӑваш Енри пӗчӗк хуласенче те пулса курӗҫ ҫамрӑк яш-кӗрӗм.

Куҫарса пулӑш

«Чӑвашмультфильм» чӑвашла анимацильлӗ фильмӗсем кӑларма тытӑнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/09/chav ... mesem-kala

Ытти чухне ку халӑх ҫыннисем хуласенче питех курӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Пуҫтарнӑ халӑха ятарласа уйӑрнӑ пуйӑспа… пӗр пус укҫасӗр илсе кайма… тата, ҫав хушӑрах, ҫул ҫинче ӗҫме-ҫиме кашнине алла пӗр уйӑхлӑх укҫа пама; пысӑк хуласенче чарӑна-чарӑна, ҫынсене мунча кӗртме; лере ҫитсен икӗ пин ҫынна хваттере вырнаҫтарма; хӑйсене кирлӗ ҫамрӑксене шкулта вӗрентме сасартӑк миҫе миллион-и е миллиард тенкӗ кирлӗ пуль!

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— «Тӑвансем! Мускавра, Питӗрте, Хусанта тата ытти хуласенче те Совет йӗркине улӑштарнӑ, кив йӗркене тавӑрнӑ…» — пуҫларӗ вулама Кӗпӗрьян.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мускавра, Питӗрте, Хусанта тата ытти хуласенче те Совет йӗркине улӑштарнӑ, кив йӗркене тавӑрнӑ…»

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кун пек театр Атӑл тӑрӑхӗнчи хуласенче урӑх ҫук, Мускаври Пысӑк театр ҫеҫ унпа пӗртӑван!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ну вӑт, юлташсем, хӑвӑрах куратӑр: пысӑк хуласенче ҫеҫ мар, ялсенче те класс кӗрешӗвӗ сарӑлса пырать иккен, — ҫирӗплетрӗ Федоров.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӗрлӗ хуласенче ӗҫлесе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паллашасси е пӗр-пӗрин ҫинчен ыйтса пӗлесси пӗчӗк хуласенче кӑткӑс ӗҫ мар: кам ӑҫтан килнӗ, мӗн туса пурӑнать е, тата, авланнӑ ҫын-и, хусах-и — пӗр пӗринчен ыйтса пӗлме кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пысӑк хуласенче, паллах, ӗҫки те майлӑ, майрисем те, пехил турра, пит ҫавра.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хуласенче ҫӳрекелесе курнӑ ҫамрӑксемпе пӗрлех хӗрарӑм ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхасси, чӑваш хушшинче унччен нихҫан пулман юрӑхсӑр йӑла та пирӗн яла пырса ҫакланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Хуласенче пулса курнӑ ҫамрӑксем текех ӗнтӗ килте тӗртсе тунӑ кӗпе-йӗм тӑхӑнса ҫӳремеҫҫӗ, вӗсем фабрикӑра тӗртнӗ пустав пиншаксемпе шӑлаварсем, ҫутӑ кӑсуруклӑ карттуссем, пӗрмечеллӗ атӑсем тӑхӑнса янӑ, хӑшӗсем ҫӑварӗсене пирус та хыпнӑ, хурал пӳртне пухӑнса укҫалла картла та выляҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Пуҫлӑх влаҫӗпе усӑ курса Кактышев Мускав-Ленинградра тата ытти хуласенче хӑйӗн картинисен выставкине ҫеҫ йӗркелет имӗш.

Куҫарса пулӑш

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпӗ ҫак хуласенче пулнӑ е пулма пултаратӑп, анчах гаваньсен ячӗсем маншӑн урӑхла пӗлтерӗшлӗ: чӑннипех пур ҫав «Тулон» Тулон та мар, тепри «Сиднейпа» та ҫыхӑнман; ылтӑн сас паллисенче халиччен уҫман чӑнлӑх пытаннӑ.

Я был или мог быть в городах этих, но имена гаваней означали для меня другой «Тулон» и вовсе не тот «Сидней», какие существовали действительно; надписи золотых букв хранили неоткрытую истину.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ачисем ялти шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн, тӗрлӗ хуласенче кӑмӑла каякан профессие вӗренсе алла диплом илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр туйпа! // З.Ларионова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 8 стр.

«Чӑваш пики» илемлӗх конкурсӗн тапхӑрӗсене республикӑри районсемпе хуласенче сентябрь-октябрь уйӑхӗсенче ирттерме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑк тӗллевӗсем // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех