Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хресченсене (тĕпĕ: хресчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗлле шакӑрах шӑнса ларнӑскере, ҫуркунне каялла хресченсене валеҫсе панӑ, акма сӗннӗ.

Промерзшую за зиму картошку по весне вновь раздавали крестьянам — сажайте!

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Вунпилӗк ҫул каялла Тутаркасра ҫирӗм хуҫалӑхран колхоз туни те лайӑх ӗҫ пулнӑ, вӑл уйрӑм супинкке хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсене социализм ҫулӗ ҫине тӑратни пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла ҫапӑҫтарнӑ ҫитмен пурнӑҫ икӗ яла, ҫӗршер ана ҫӗртсе улӑх-ҫаран тытакан пуянсем вара хресченсене сирӗн ҫӗр кӳршӗ ял аллинче тесе хӗтӗртнӗ, вӗсем ҫапӑҫнине савӑнса пӑхса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрлӑхлӑх тырра сийӗнчех хулана турттараҫҫӗ тесе суяҫҫӗ, хресченсене минретсе, пӑлхав та ҫӗклеҫҫӗ, вулӑспа уесран пынӑ уполномоченнӑйсене хӗнеҫҫӗ те вӗлереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Ҫуллахи каникулсенче вӑл ҫакӑнта киле-киле каннӑ, таврари хресченсене пахча-ҫимӗҫ ӳстерме вӗрентнӗ тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эсӗ вара, Павел Алексеевич, ҫырма пӗлмен хресченсене пӳрнисене хӑрӑмласа ал пустарас тетӗн-им?! — хирӗҫлерӗ Вандюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хамӑр пек вӑтам хресченсене суйласа лартмалла пулнӑ вулӑсри Совета.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паллах, ку виҫепе хресченсене пӗр-пӗринчен уйӑрма ҫук.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗпӗрти шурӑ генералсем хӑйсем майлӑ пулман рабочисемпе хресченсене нимӗн хӗрхенмесӗр хӗнеттерсе вӗлерттерни ҫинчен сахал мар илткелерӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр аллинче унӑн — скипетр, тепринче — мӑйкӑч, рабочисемпе хресченсене ҫакмалли.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл хамӑр ялти нуша тӳсекен хресченсене чӗнсе каланӑ пек ҫеҫ туйӑнать мана.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пиччӗшне — Павӑлне «буржуй», «спекулянт!» тесе хӑратнӑ хыҫҫӑн унӑн склачӗсенчи таварсене пӗтӗмпех тиесе тухма хушнӑ, пӳлмери тыррине чухӑн хресченсене валеҫсе пама ирӗк панӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах халӑх шанӑҫне эсир тӳрре кӑлармарӑр: вӑрҫа чарас пирки те, пуянсен ытлашши ҫӗрне туртса илсе, чухӑн хресченсене валеҫсе парасси ҫинчен те пӗр сӑмах та каламарӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Большевиксен программи — улпутсен ытлашши ҫӗрне касса илсе хресченсене парасси, — лӑпкӑнрах калама тӑрӑшрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пиллӗкмӗш ҫулсенче хресченсене вӑл чылай пӑлхатса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Апла пулсан, ман шутпа, хресченсене укҫасӑрах памалла ӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вырӑссенчен уйӑрса, пӗтӗм Раҫҫейри чӑвашсене пӗрлештересшӗн, уйрӑм земство, тӳре-шара пекки туса лартасшӑн, пуянсен ҫӗрӗсене туртса илсе, хресченсене укҫалла сутасшӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ял Совечӗсенче чухӑнсем ҫеҫ пулсан, вӗсем хӑшпӗр вӑтам хресченсене те пуянсен шутне кӗртсе хурӗҫ, пур-ҫук выльӑх-чӗрлӗхе те, ялхуҫалӑх машинисене те килӗрен салатса пӗтерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анчах вӗсем, темшӗн батраксемпе чухӑн хресченсене ҫеҫ шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эсӗ, Миша, улпутсен ҫӗрӗсене туртса илсе, хресченсене укҫасӑрах памаллине, теттӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех