Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирти (тĕпĕ: хир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвне йӗркелесе пынӑшӑн муниципаллӑ округ пуҫлӑхне А.Осипова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникне М.Илларионовӑна, тӗн организацийӗсенче ӗҫлекенсене, Комсомольскинчи сӗт комбиначӗн, «Кооператор» ОООн, «Магнит» суту-илӳ ҫурчӗн директорӗсене Р.А.Хайртдинова, А.В.Красновӑна, Р.Г. Калакова, бюджет учрежденийӗсен ертӳҫисене, суту-илӳ ӗҫченӗсене, «Молодая гвардия» организацин вырӑнти уйрӑмӗнчи ҫамрӑксене, Хирти Мӑнтӑрти Г.Крылов, Нӗркеҫри В.Воронов волонтерсене тата округра ыркӑмӑллӑх утӑмӗ тунӑ пур ҫынна та тав сӑмахӗ калатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Пулӑшу пуҫтаракан вырӑнсене Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнчи Э.Чукмарев 5 михӗ ыхра, Хирти Мӑнтӑр ялӗнчи Г.Крылов 60 килограмм пыл, Ҫӗнӗ Кипеҫри О.Петров килти ашран хатӗрленӗ тушенкӑсем, Комсомольскинчи С.Батюков кондитер изделийӗсем, Аслӑ Чурачӑкри Г.Пурлушкин атӑ-пушмак таврашӗсем салтаксем валли илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Вырӑнти хутӑшсемпе, сӑмахран, хирти шпатпа, кӗленчене тикӗлте шӑратнӑ чухне унӑн температурине чакарма та усӑ курнӑ.

Местные добавки, такие как полевой шпат, использовались и для снижения температуры плавления стекла в тиглях.

Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6248.html

2022 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче Хирти Пикшикри «Молочные зори» кооператив 120 млн тенкӗ ытла тӑракан цеха хута ячӗ, кунта талӑкра 100 тонна таран сӗте тирпейлеме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Темиҫе минутран хирти тырӑ хушшинче Йӑкӑнат выльӑхӗсем хуҫаланма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Калаҫу хирти ӗҫсем, тыр-пулӑ ҫине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн ҫыннисем вара нумаях пулмасть ҫеҫ салтаксем валли каҫхине курма пулӑшакан тепловизорсем туяннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫар операцине хутшӑнакансене – пулӑшу // А.Мариян. http://kasalen.ru/2023/01/20/c%d0%b0%d1% ... %88%d1%83/

Хирти Мӑнтӑрти Герман Крылов салтаксем валли 60 килограмм пыл панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫар операцине хутшӑнакансене – пулӑшу // А.Мариян. http://kasalen.ru/2023/01/20/c%d0%b0%d1% ... %88%d1%83/

Пирӗн юлашки объект — хирти ӗне карти.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хирти ял ҫамрӑкӗсемпе ӗҫ тӑваймӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта, Хирти Пӑвара, Сахарпа Петӗр хушшинче ҫуралнӑ Хветле те пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем, Палас урлӑ каҫса, тутар ҫӑви ҫине пырса тухрӗҫ, ял хӗррипе ҫаврӑнса, Хирти Пӑвана каякан урапа ҫулӗ патне ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл Хирти Пӑвана ашшӗпе пӗртӑван аппӑшне леҫме кайнӑ та халӗ пушӑллах килне таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хирти Пӑвана кунтан хир урлӑ тӳрӗ каякан урапа ҫулӗпе шӑпах сакӑр ҫухрӑм пулать.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем халӗ Кӗҫӗн Палас тӑрӑхӗнчи Хирти Пӑвара пулнӑ та яла таврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл Хирти Тукайӗнче ҫуралнӑ, тӑватӑ ҫултан Герасимовсен ҫемйи Кайри Тукайне куҫса тӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Казармӑра канма хирти тарантул эрешменсем те чылай чӑрмав кӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Хирти ҫулпа е урампа урапа иртнӗ чухне асар-писер тусан мӑкӑрланать.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темӗн те пӗр тухса тӑрать князь куҫӗ умне: Мускав, Хусан, Сююнбике, Утямӑш, ҫеҫен хирти ут кӗтӗвӗсем, вырӑс элчи.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуркунне ҫитесси инҫе те юлмарӗ ӗнтӗ, хирти, вӑрманти ҫулсем юлашки ҫил-тӑманпа питӗрӗнсе ларчӗҫ, хан ҫавах княҫсемпе, мӑрсасемпе, хакимсемпе чӗрре кӗрсе харкашрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех