Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаҫатпа (тĕпĕ: хаҫат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мускав хӑнисене «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатпа пӗрле «Хыпар», Шупашкар тата Ҫӗмӗрле округӗсен «Тӑван ен» тата «Малалла» редакцийӗсем те тӗрлӗ мелпе хавхалантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Ӑна хаҫатпа типтерсӗр чӗркенӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хаҫатпа чӗркенӗ пӗчӗк минтер урайӗнчех выртса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗкӗр умне пырсан, тем, вазелин таврашӗ шыраса-ши, Васса ҫав хаҫатпа типтерлесе ҫыхнӑ япалана тепӗр еннерех шутарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Каҫ пулас умӗн, киле кайма пуҫтарӑнсан, Тихон Иванович унталла-кунталла пӑхкаларӗ те минтере хаҫатпа чӗркеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хаҫатпа чӗркенӗскер.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑш чух — хаҫатпа чӗркесе, алӑра нимӗн те ҫук пулсан — пуҫӗнчи улӑм шлепкепе ҫӗклесе.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Мӗн тума иккӗ чиксе ҫӳрен? — вӑл ман алӑри шӑрпӑк курупкине илчӗ те тенкел ҫине хаҫатпа юнашар пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Хытканрах пит-куҫлӑ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, йӑрӑс та ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ йӗкӗт, кӑкӑрӗ умне хаҫатпа чӗркенӗ темле япала тытнӑскер, килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл редакци коллективӗ хаҫатпа пӗрлех социаллӑ сетьсене аталантарассипе те тимлесех ӗҫленине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Ачасемпе эпир мӗн пӗчӗкрен ӗҫлеме пуҫлатпӑр, ача садӗнченех, малтан вӗсем «Тетте» журнала хайсен сӑн ӳкерчӗкӗсене ярса тӑраҫҫӗ, каярахпа вара шкула ҫӳреме пуҫласассӑн «Тантӑш» хаҫатпа туслашаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478

«Ялав ҫӗклекен» картинӑна Ажайкин кантӑк пекех асӑрханса тытрӗ, хаҫатпа тирпейлӗн чӗркесе сӑран папкӑна чиксе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Плащ кӗсйинчен вӑл хаҫатпа чӗркенӗ темле япала туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл пукан ҫине хӑяккӑнрах вырнаҫса ларсан кӗрӗкӗн ҫӳлти йӑлмакне вӗҫертрӗ те кӑкӑр умӗнчи кӗсйинчен хаҫатпа чӗркенӗ кукӑль сӑмси туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ме, — тыттарчӗ ӑна Кӗтерук хаҫатпа чӗркенӗ кукӑль сӑмсине.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Анне те тепӗр чух хаҫатпа тивертетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Хӗрсем килӗсене салансан вара сӗтел ҫине хаҫатпа чӗркенӗ сетка пырса хучӗ те, пукан ҫине вырнаҫса, хӑйпе чиксе тухнӑ сысна какайӗпе апатланчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Таня хӑмӑр платйӗ тӑхӑнчӗ, туфлисене хаҫатпа чӗркесе чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Яланхи пекех, Рита кӗсъерен хаҫатпа чӗркенӗ ҫӑкӑр татӑкне кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тепӗр ыйту: (адвокат чӳрече янаххи ҫине хаҫатпа чӗркесе хунӑ юнлӑ пуртта илсе кӑтартрӗ) камӑн, сирӗн е Алексеевӑн?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех