Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрлерӗ (тĕпĕ: хатӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунне ирех Анук пештӗре ҫӗрулми кукӑлӗпе ҫур ҫӑкӑр чиксе хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аллине хурӑн хулли тытса хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Амӑшӗ ҫурт ӑш-чиккине тирпейлерӗ, кайри пӳртӗнче апат хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр, йӗкӗтсене калаҫма чӑрмантарас мар тесе, лаҫа кӗрсе кайрӗ, Сергее мӗн кирлӗ япаласене тупса хатӗрлерӗ, вӗсене кивӗ пусма татӑкӗпе чӗркерӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр самантрах сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье сӗтел хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрре те пушанаймасть ман Алттыш, пӗрре те пушанаймасть, — калаҫнӑ хушӑрах ӗҫме-ҫиме хатӗрлерӗ ҫӗрпӳ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑянамӗпе калаҫса пӑхрӗ вӑл, ват ҫын илме хушнӑ парнесене тутӑрпа ҫыхса хатӗрлерӗ, вара тӗттӗм пулнӑ-пулманах вӑрттӑн-кӗрттӗн тенӗ пек юмӑҫ патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑхман тӑхӑнтарса, пуҫа пир тутӑр ҫыхтарса, анне мана ҫула кайма хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗри хӗрӗн кӗпине пӑрса ҫакрӗ, тепри хӗре хӑйне ҫӑвӑнма пулӑшрӗ, виҫҫӗмӗшӗ апат хатӗрлерӗ, Савтепи ҫӳхе ҫитӗпе кӑкӑрӗ тӗлӗнчен аялалла пӗркеннӗ те лаҫ кӗтессинче шалта кичеммӗн пӑхкаласа ларать.

Одна постирала и повесила сушиться ее платье, другая помогла девушке помыться, третья хлопотала над обедом, Савдеби в тоненькой нижней сорочке смиренно уселась в уголке лачуги.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл вӑрттӑн пуртӑ хатӗрлерӗ — Паян ун шухӑшӗ тискер.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ятман калама ҫук пысӑк план туса хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрмана каякансен списокне Левентей бригадирсемпе пӗрле хӑй туса хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятламас чӑтаймарӗ вара, вӑрмана куншӑн килмен пулин те пӗр тӗрке пушӑт сӳсе хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкне халалласа шкулта ҫамрӑк тӗпчевҫӗсен отрячӗ ӗҫлерӗ, кашни класс видеоролик, альбом пухса хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Малаллахи ӗҫсен планне Бельский боярин пӗччен тенӗ пекех хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эльгеев смеситель хатӗрлерӗ те чирлӗ ҫыннӑн юнне кайса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ачи валли вырӑн сарса хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем калаҫса ларнӑ хушӑра Ольга Ивановна апат-ҫимӗҫ хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ыран экзамена каймалли кун Павлуш, «Балладӑпа полонезри» йывӑр вырӑнсене темиҫе хутчен чарӑна-чарӑна хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех