Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗре (тĕпĕ: хатӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫ касмалли хатӗре Аслӑ француз революцийӗ вӑхӑтӗнче шухӑшласа кӑларнӑ.

Устройство по отрубанию голов придумали во время Великой французской революции.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Бензопӑчкӑ ҫӗмӗрӗлнӗшӗн тарӑхрӗ, хатӗре кузов ҫине печӗ те вӗҫтерчӗ.

Он разозлился из-за поломки бензопилы, инструмент бросил на кузов и умчался.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Пӗррехинче Захаров мана: «Авӑр шпагатне шертепе хӑпартма, ҫӳлти шпагатран ҫекӗлпе ҫаклатса яма пӑрахатпӑр, — терӗ. — Шертене ултӑ-ҫичӗ метра ҫӗклесе ҫитерме йывӑр. Ҫиллӗ кунсенче — пушшех. Малашне шпагат вӗҫне ҫӳле механизациленӗ вышкӑпа хӑпартӑпӑр. Ҫӳле хӑпармалли хатӗре ҫак кунсенчех ӑсталӑр».

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Унӑн сӑвӑма хатӗрленмелле, вакуум пусӑмӗпе ӗҫлекен хатӗре сывлӑш ямалла, кайран сӑнаса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«20-30 ҫул каялла Шупашкарти электроаппаратура, В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗсем тӗрлӗ хатӗре алӑпа пухмашкӑн саккас нумай панӑ-тӑк, халӗ пӗрремӗшӗ кӑна пирӗн вӑйпа усӑ курать. Вӑл та пулин сайра хутра, - тет Юрий Сергеев. - Иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче инвалидсем сетка ҫыхатчӗҫ, пушмак шнурокӗ хатӗрлетчӗҫ. Вӑхӑт иртнӗ май асӑннӑ хатӗр халӑха кирлӗ мар пулса тӑчӗ, хӑйӑва пахарах та илӗртӳллӗрех кӑларакан йышланчӗ».

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Анчах эпир вӑл е ку хатӗре, эреше Василий Николаев академик пухса хатӗрленӗ «Чӑваш тумӗ» кӗнекере тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Валентина хӑй вӑхӑтӗнче купӑс калама вӗреннӗ те паян та ку хатӗре алла тытсан тӗрлӗ юрӑ-кӗвӗ янраттарать.

В свое время Валентина училась играть на гармошке, и сегодня, когда берет в руки этот инструмент, разные песни звучат.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех