Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хастар сăмах пирĕн базăра пур.
хастар (тĕпĕ: хастар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Давлекан районӗнче Нигматуллинсен ҫемйин ӑсталӑхӗ ҫухалман, пачах урӑхла, ҫамрӑк предприниматель Ильшат Нигматуллина пула хастар аталанать.

В Давлекановском районе искусство кумысоделия семьи Нигматуллиных не пропало, а наоборот, активно развивается благодаря молодому предпринимателю Ильшату Нигматуллину.

Пушкӑртра Давлекан фермерӗ нацпроекта пула кӑмӑс тӑвакансен йӑхне ӑнӑҫлӑ малалла тӑснӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... sn-3367913

Депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева пуҫтарӑннисене саламланӑ май округӑн обществӑпа политика пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн «Единая Россия» партин Тав ҫырӑвӗсене Ю.П.Алексеева (Вӑрманхӗрри Чурачӑк), С.В.Антоновӑна (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел), Г.К.Гадельяновӑна (Комсомольски) панӑ.

Куҫарса пулӑш

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

Вӗренӳ ҫулӗ вӑхӑтӗнче шкулсенчи ачасем округӑн, республикӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ, предмет олимпиадисенче, спорт, культура мероприятийӗсенче наградӑсене тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

Пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.Н.Раськин саламланӑ, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗсен ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансене обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫлӑ митинг пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Ял Совет пуҫлӑхӗ Александр Петров ялти волонтерсен юхӑмне ертсе пыракан Наталья Клишинана тата ялти обществӑлла пурнӑҫа хастар хутшӑнакан ял Совет депутатне Владимир Иванова Тав ҫырӑвӗсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Никама та манман, нимӗн те манӑҫман // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... an-3415095

1894 ҫулхи земски пухура: «Вӑл яланах тирпейлӗ те хастар пулнӑ, чирлӗ ҫынсене тимлӗ пӑхнӑ, хӑйӗн ӗҫне ӑста пӗлнӗ», — тесе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Халер чирне хирӗҫ хастар кӗрешнӗ ҫынсенчен пӗри — Н. С. Петров тухтӑр.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫак вӗҫев пӗтӗм тӗнчене Совет ҫӗршывӗн ӳсӗмӗсемпе унӑн хастар ывӑлӗсен паттӑрлӑхне кӑтартать кӑна мар, икӗ аслӑ халӑха ҫывӑхлатма та ҫул уҫать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

«Ырӑ кун», «Ҫӗнтерӳҫӗсем», «Телей», «Пӗчӗк строительсем», «Атӑл», «Ӑмӑрткайӑк», «Тимур тусӗсем», «Республика ирӗ», «Юратнӑ ҫӗр», «Ҫулсем», «Хастар Иван», «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», «Тупа», «Атӑл тапранчӗ», «Ҫӗнтерӳ аки», «Хӗвел ҫулӗ», «Пурнӑҫ илемӗ», «Йӑлӑмри юрӑ», «Тӑван кил», «Ашшӗпе ывӑлӗ»…

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Хулан тӗп пуянлӑхӗ – унӑн ӗҫчен те тӳрӗ кӑмӑллӑ, Ҫӗнӗ Шупашкара пурӑнас тата пултаруллӑн ӗҫлес килсе тӑракан чи тирпейлӗ те хӑтлӑ хулана ҫавӑрма тӑрӑшакан хастар чунлӑ ҫынсем.

Богатство города – его люди, трудолюбивые, честные, стремящиеся сделать Новочебоксарск самым благоустроенным и комфортным городом, где хочется жить, любить и творить.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/26/gla ... aet-s-dnem

Урал Тагирович каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк ҫынсем паян питӗ патриотлӑ, хастар тата хӑйсен пуласлӑхӗпе интересленеҫҫӗ.

По словам Урала Тагировича, молодые люди сегодня очень патриотичны, активны и заинтересованы в своем будущем.

Урал Кильсенбаев: Пушкӑрт ҫамрӑкӗсен патриот туйӑмӗ вӑйлӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... yl-3402383

Шкулта вӗрентнӗ май, хастар пурнӑҫпа пурӑнса Афанасьев мӑшӑрсем яланах вӗренӳ, обществӑпа культура, спорт мероприятийӗсен малти ретӗнче.

Куҫарса пулӑш

Хӑй тӗслӗхӗпе вӗрентет // Елена ФЕДОТОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... et-3402259

Конкурса хутшӑнакансем регионта волонтер ӗҫне пурнӑҫлакан тата доброволецсен мероприятисене хастар хутшӑнакан 14 ҫулран аслӑрах граждансем пулма пултараҫҫӗ.

Участниками конкурса могут стать граждане старше 14 лет, осуществляющие волонтерскую деятельность в регионе и принимающие активное участие в добровольческих мероприятиях.

Пушкӑрт Республикинче "Ҫулталӑк волонтерӗ" конкурса заявкӑсем йышӑнасси стартланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/amr-k-ru/2023-08 ... an-3399632

Хальхи вӑхӑтра паллӑ туризм вырӑнӗсене илсе каякан ҫулсене хастар юсаҫҫӗ.

На данный момент идут активно ремонтируются дороги, которые ведут к популярным туристическим местам.

Радий Хабиров: "Эпир туристсен паллӑ вырӑнӗсене илсе каякан ҫулсене тӗплӗ юсама тытӑнтӑмӑр" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... -r-3399622

Пӗлӳ паракан калаҫу хыҫҫӑн ачасем велосипедсемпе спорт ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑннӑ.

После познавательной беседы ребята активно приняли участие в спортивных соревнованиях на велосипедах.

Ачасене спортпа вӑйӑ программине пухнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... hn-3395860

Ял библиотекарӗ Лия Кириллова каланӑ тӑрӑх, Валентина Александровна пек ҫынсем ҫинче паян ял тытӑнса тӑрать те: вӑл пур субботниксене, мероприятисене хутшӑнать, чиркӳ хорӗнче юрлать, библиотекӑри чи хастар вулакансенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Шкулсенче вӗренекенсем ҫеҫ мар, округри ӗҫ коллективӗсем те ГТО спорт нормативӗсене пурнӑҫлас енӗпе йӗркелекен мероприятисене хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Вӗсен хастар ӗҫне воспитанникӗсем тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче лайӑх кӑтартусем туса туллин ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Венера Арсентьевӑпа Галина Волкова та округӑн спорт пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Пирӗн округри спортсменсем республика шайӗнчи ӑмӑртусене те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех