Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

харӑсах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл шутра Москакассинчи Зеленая урамри харӑсах 3 ҫуртра.

Куҫарса пулӑш

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Кичемлӗхпе пӗчченлӗх хӗтӗртнипех вӑл харӑсах икӗ чун — кушак ҫурипе анчӑк — тупса таврӑнать килне.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫак кунсенче Вӑрмар муниципаллӑ округӗнче харӑсах модульлӗ икӗ ҫӗнӗ клуб хӑйсен алӑкӗсене тараватлӑн уҫнӑ — Тикаш ял тӑрӑхӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗнче тата Кавал ял тӑрӑхӗнчи Кивӗ Вӗренер ялӗнче.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

Ҫак кунсенче Канаш тӑрӑхӗнче харӑсах тата икӗ лаборатори ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ӗҫнемӗн ачаран хӑнӑхса ӳсӗҫ // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/04/26/ce%d1%80- ... y%d1%81ec/

1890 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче кӗпер ҫине харӑсах кӑнтӑр енчен 300 метр тӑршшӗллӗ икӗ пуйӑс пырса кӗнӗ.

21 января 1890 года два поезда длиной по 300 м въехали одновременно на мост с южной стороны.

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Вӑл музее никӗсленипе пӗр харӑсах тенӗ пек йӗркеленнӗ: филантропсем музее парнеленӗ сайра тӗл пулакан япаласем хушшинче час-часах Азирен кӳрсе килнӗ япаласем пулнӑ.

Она появилась почти одновременно с самим музеем: среди редкостей, которые филантропы дарили музею, часто были предметы из Азии.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Машӑпа Валентина, кӑштах шухӑша кайса тӑчӗҫ те, такам команда панӑ пекех, пӗр харӑсах: — Эпӗ килӗшетӗп! — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

ФРГ-ра роман пӗр харӑсах Германин 19 чи пысӑк издательствинче («Die Satanischen Versen», Artikel 19 Verlag) тухать.

роман выходит в ФРГ одновременным выпуском 19 крупнейших издательств Германии («Die Satanischen Versen», Artikel 19 Verlag).

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Пӗр харӑсах темиҫе пысӑк ӑмӑрту ирттернӗ.

Провели сразу несколько серьезных соревнований.

Пишпӳлекре пысӑк спорт уявӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3639682

Тепӗр енчен, харӑсах ҫавӑн чухлӗ ҫын пырать те — «ытлашши» транспорт пулни вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Ҫак кун республикӑри 10 муниципаллӑ шкулта харӑсах Пӗтӗм Раҫҫейри «Zа самбо» тата «Самбо в школу» проектсем старт илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/

Ҫапла вара 2024 ҫулта Истерккӗре харӑсах икӗ пӗвене йӗркене кӗртесшӗн, иккӗшне те тасатмалла, пӗрне вара кунсӑр пуҫне юсамалла та пулать.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Кун пек капиталлӑ юсав ӗҫӗсене кӑҫал Исетерккӗре харӑсах икӗ объектра туса ирттерме май килнӗ: Ҫӗнтерӳ 30 ҫул тултарнин урамӗнчи тата Емельянов урамӗнчи шыв башнисене ҫӗнетнӗ, скважинӑсене ҫӗнӗрен алтнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ольга Рубцовӑн героинисем шухӑ та хӑюллӑ, харӑсах темиҫе каччӑпа тӗл пулаҫҫӗ, чи лайӑххине суйласшӑн.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Аллипе тӗртсех иккӗшне те пӗр харӑсах ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ҫитет сана паврама! — кӑшкӑрса ячӗҫ иккӗн-виҫҫӗн харӑсах.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Малтан юр вӑйлах ҫумарӗ-ха, кайран пӗр харӑсах тултарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Корсаковсен картишӗнчен ӗсӗклени илтӗнчӗ — икӗ е виҫӗ хӗрарӑм харӑсах йӗреҫҫӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах харӑсах темиҫе ӗҫе ан пуҫӑнӑр - тен, пултараймастӑр.

Только не беритесь за несколько дел сразу, эта ноша грозит оказаться вам не по плечу.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Этеме пур япаласене те пӗр харӑсах ӑнланса илме пӳрмен.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех