Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

харпӑр сăмах пирĕн базăра пур.
харпӑр (тĕпĕ: харпӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Юлашки ҫулсенче харпӑр хӑй хуҫалӑхӗнче выльӑх шучӗ чакса пыни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Кашни харпӑр хӑй майлӑ шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Арҫынсен харпӑр пурнӑҫӗ улшӑнма пултарать.

У мужчин – возможно изменение в личной жизни.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн «Чӑваш Республикинче куҫман пурлӑх объекчӗсене патшалӑх кадастр учетне илессине тивӗҫтермелли мерӑсем ҫинчен» Указне пурнӑҫланӑ шайра вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен харпӑр хӑй валли тӑвакан ҫурт-йӗр объекчӗсене инвентаризацилес енӗпе кал-кал ӗҫлеме тивет.

В рамках исполнения Указа Главы республики «О мерах по обеспечению государственного кадастрового учета недвижимого имущества в Чувашской Республике» от органов местного самоуправления потребуется слаженная работа по инвентаризации объектов индивидуального жилищного строительства.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Асӑннӑ ӳсӗм харпӑр хӑй валли тӑвакан ҫурт-йӗр фондне инвентаризацилени шучӗпе тата газ кӗртме пулӑшакан социаллӑ программа витӗмӗпе йӗркеленнӗ.

Это увеличение было основано на 2 составляющих: на инвентаризации индивидуального жилищного фонда и программы социальной догазификации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫакна харпӑр хӑй валли тӑвакан ҫурт-йӗре хута ярасси ӳснипе тума май килнӗ.

Это стало возможным за счет увеличения ввода частных домовладений.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Харпӑр пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулма пултарӗҫ.

Могут быть осложнения в личной жизни.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑн пекех трансляци вӑхӑтӗнчех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклама тата харпӑр хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме те май туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Унсӑр пуҫне фермер хуҫалӑхӗсем, харпӑр хӑй ӗҫӗпе тимлекенсем те сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Анчах хӑвӑрӑн харпӑр пурнӑҫа сӳтсе явни кансӗрлӗ, ят-сума антарӗ.

Помехой этому и утратой авторитета в глазах коллег может стать ваше желание пооткровенничать о своей личной жизни.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Харпӑр пурнӑҫра пӗреверлӗх йӑлӑхтарчӗ тӗк халӗ шӑпах мӗн те пулин улӑштарма вӑхӑт.

Если вам наскучило однообразие в личной жизни, сейчас самое время начать что-то менять.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«2021 ҫулта кашни харпӑр хӑй ҫине яваплӑх илнӗ.

«В 2021 году каждый взял на себя обязательство.

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Харпӑр хӑй упранакана пӳлӗхҫӗ те упранӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтрах унӑн ҫӗр пур, харпӑр хӑй хуҫалӑхпа пурӑнас кӑмӑл-шухӑшлӑ ҫитӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хӗрӗн каччӑна юратнипе пуҫне ҫухатма юрамасть, харпӑр хӑйне алӑра тытма пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сакӑр ҫын, кашни харпӑр хӑйӗн шӑпине паллӑ туса, Касмухха тытса тӑракан ҫӗлӗк ӑшне ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Харпӑр хӑй тӗртсе тунӑ пир-авӑртан ҫӗлесе тӑхӑннӑ кӗпе-тумтирпе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чиркӳ тулли халӑх пӗр харӑс сӑхсахса, пуҫӗсене тайса илчӗҫ те кашни харпӑр хӑйӗн шухӑшне путрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

– Ялсенче хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем, харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем пулни пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялсене комплекслӑ аталантарасшӑн // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11306-ya ... ntarassh-n

Анчах харпӑр пурнӑҫ пирки ан манӑр.

Но не стоит забывать о личной жизни.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех