Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапхине (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хапхине, ҫенӗкне, чӳречисене мӗншӗн ҫапса ҫӗмӗртӗн?

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑсла хапхине аллипе мар, урипе тапса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ҫын ҫӗрӗ ҫине акмастӑп, хам ҫӗр ҫине ҫеҫ акатӑп, — терӗ те Ҫтаппан, пус хапхине уҫса, урамалла кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарье вара, ун ҫинелле темлереххӗн пӑхса илсе, хӑех ҫил-хапхана кайса уҫрӗ, пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхне артель картишӗнчен хӳтерсе хӑваласа кӑларса, урампа чуптарса тенӗ пекех хӑваласа анчӗ, картишне кӗртсе ярса, хапхине сӑлӑп ярса питӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нимене кайнисем саланса пӗтсен, Энтрей, хапхине ерипен уҫса, урама тухрӗ, таҫтан та таҫта ҫити сапаланса выртакан хыр кӗрешсем ҫине пӑхса, «кусене кам пуҫтарса парӗ ӗнтӗ вӗсене, чӗрем малтанах сисрӗ ҫав» тесе мӑкӑртатрӗ те ҫӗлӗкне тата пусарах лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хапхине, хапхи ҫумӗнчи алӑкне тӗртсе пӑхрӗ — уҫӑлмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье хапхине уҫса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лашисене картишне кӗртсе тӑратсан, хапхине малтан сӑлӑп хурса питӗрсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара хапхине хӑех кайса уҫрӗ — улма чӑпар урхамах ҫиҫӗм пек тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӳллӗ вырӑсла хапхине пӗлтӗр ҫеҫ тутарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара, ӑна илӗртсе, кутӑн утса, хапхаран тухать, сӗллине урамра ҫитерет, ҫав хушӑрах хапхине те хупма ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Часах вӗсене хирӗҫ укӑлча хапхине уҫма ҫитӗнсех ҫитмен пӗр ача ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Пӗлмеҫҫӗ, — терӗ вӑл хӑй тӗллӗн, — лере мӗн пулса иртнине килсе калайман-ха эппин. Унсӑрӑн вӗсем ман умра хапхине те шӑлтӑр-шалтӑр ҫеҫ питӗрсе лартнӑ пулӗччӗҫ».

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чун савнисем ӑҫта ҫӳреҫҫӗ-ши ҫак пӑтранчӑк вӑхӑтра, вӗсем хӑҫан килсе шаккаҫҫӗ-ши Алттыш ҫӗрпӗвӗн вырӑсла хапхине?

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ тутар княҫӗн хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ хапхине килти хапхана уҫнӑ пек хӗпӗртесе уҫса ячӗ, лашана витене тӑратса апат панӑ-паман паллакан хӳме шӑтӑкӗ патне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун чухлӗ ҫын умӗнче кремль хапхине мӗнле уҫас?

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлташӗ курӑнми пулсан Ахмедзян кремль хапхине пӗтӗм вӑйпа пырса шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫиелтен ӑна чуспа сӑрнӑ, хапхине кӑвак сӑрпа сӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Лавҫӑ ларкӑч ҫинчен яшт! сиксе анчӗ те, пуп хапхине яр! уҫса пӑрахса, лашисене кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫтаппан пичче тӑйлӑк-тайлӑк хапхине хупса хӑвармасӑрах Касак Ваҫҫи патне чупса кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех