Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапхаран (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таврӑнса кан, Ҫимун, — хапхаран ӑсатса ячӗ Ҫимуна председатель.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑнах та, Мария Тимофеевна хапхаран тухма ӗлкӗрменччӗ, пӳртре ҫӗнӗрен темле юрӑ ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кивӗ хӑма хапхаран кӗрсенех Ҫунахвунсен сарлака картишӗнчи тарасаллӑ пусӑ, лупас юписем, юманран лартнӑскерсем, тахҫанхи кӑвакарнӑ кӗлет, картиш кӗтессисенче пилӗк-ултӑ ватӑ йӑмра куҫа курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗррехинче пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен хапхаран Юмӑҫ Укань сарӑ кӗрӗкӗпе кӑпӑртатса килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунтах пурӑнас тетӗн-им? — ыйтрӗ вӑл хапхаран тухас умӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка хапхаран лашапа кӗни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗншӗн хапхаран кӗмен?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ан хӑра, никама та каламӑп, — Хура Ҫимун Петрук ҫине пӑхмасӑр хапхаран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Марш! — картишӗнчи ачасене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне хапхаран тӗрткелесе кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хапхаран ҫынсем кӗнине курсанах, амӑшне епле те пулин ҫӑлма май шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынсем хапхаран тухсанах вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе Кулюкка тайӑлса кайрӗ, кӗлетрен тухнӑ чух чутах ӳкмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑрккинчен хӑраса, хапхаран мар, пахчаран кӗркелет вӑл ман пата.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял Совет председателӗ Мария Тимофеевна, ҫурӑм хыҫне пӑшал ҫакнӑ Раюк Ҫтаппанӗ, Хӗветӗр тата ик-виҫӗ хӗрарӑм хапхаран кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эрнерен килӗп, — Ҫӗпритун кӗлете кӗчӗ, хӑй япалисене хӑпӑл-хапӑл пухса кутамккине чикрӗ те, хапхаран тухса, урам урлӑ тӑкӑрлӑкалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялти пушар дружинин начальникӗ Натюк аппа хапхаран кӗни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗнтӗрленӗ хапхаран ертсе кӗчӗ Ҫимуна тимӗр витнӗ сакӑр кӗтеслӗ ҫурта Куҫук арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка станцине пысӑк ӗҫпе кайма тухнине пӗлсен тин парӑнчӗ ватӑ Габдрахман, ҫӗнӗ, пӗлӗшне хапхаран тухичченех ырӑ сунса ӑсатса ячӗ, ятарласах мӑшӑрӗпе пӗрле хӑнана килме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хапхаран кӗрсенех Хумкка хӑй пекех ҫанӑсӑр пиншак тӑхӑннӑ шур кӗпеллӗ старике курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лукарье, сӑнчӑрти йыттисем хаяррӑн вӗрсе янинчен хапха патне ют ҫын пынине тавҫӑрса, чӳречерен пӑхрӗ те пӗчӗк хапхаран Анук ачине йӑтса кӗнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑсла хапхаран вӑтам ҫулсенчи лутрарах хӗрарӑм тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех