Шырав
Шырав ĕçĕ:
Икӗ юлташӑн – Леонард Левыйпа Юрий Галкинӑн пӗр шухӑш: ҫитес ҫул ял халӑхӗпе пӗрле масарсен ҫурчӗсене тата картисене ҫӗнетесшӗн.
«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/
«Ял халӑхӗпе пая кӗрсе хӑш-пӗр тирпей-илем ӗҫӗсене пурнӑҫланине пӗлсен Мускавра пурӑнакан Е. Михайлова, В. Волкова ҫийӗнчех пиншер тенкӗ укҫа куҫарса пачӗҫ. Хӗрӗме каланине кинӗм илттӗр тенӗ евӗр, вӗсен ырӑ тӗслӗхӗпе ыттисем те усӑ курсан, Треньел тата ытларах юратнӑ ен пулмалла. Пӗрле тунӑ ӗҫ пурпӗрех сумлӑ та, хисеплӗ те»,- пӗр савӑнса, пӗр пӑшӑрхаса калаҫрӗ вӑл.
Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07
Тӑван ял халӑхӗпе пӗрле ӳснӗ пулсан хӑй мӗнле халӑхран тухнине, хӑватӑн ҫӑлкуҫӗ ӑҫта пулнине туйса ҫитӗнӗччӗ пуль.
Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html
Ҫар ҫыннисемпе ҫар техники марш кӗввипе Шупашкар халӑхӗпе хӑнасен умӗпе иртнипе пӗрлех унта кадет класӗсенче вӗренекен ҫамрӑк параппанҫӑсем, истори реконструкцийӗн клубӗн хастарӗсем, «Крестовоздвижени» станцийӗн казакӗсем тата вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗ, «Русский егерь» ҫар историйӗн клубӗ хутшӑнаҫҫӗ.
Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Халӗ пурӑнаканнине ял халӑхӗпе нимелле хӑпартрӑмӑр.
Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
Йӗпреҫ халӑхӗпе ӗҫлеме ахаль те йывӑр, ҫакна районтан кайнӑ ӗҫтешсем те палӑртаҫҫӗ.
«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
«Хресчен сасси» ҫеҫ ан пӗттӗрччӗ, хальхи пекех, малашне те ял халӑхӗпе пӗрле пурӑнтӑрччӗ.
Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№
Акӑ, ҫитес кунсенче кунта ял халӑхӗпе пӗрле масарсене тирпей-илем кӗртесшӗн, килсенче пуҫтарӑнакан ҫӳп-ҫапа вара михӗсене тултарса полигона тиесе ярассине аван йӗркеленӗ.
Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
24. Моисей те ӗненнӗ, ӳссе ҫитӗнсессӗн, Моисей хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ; 25. ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑннинчен вӑл Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса пурӑнма хавасрах пулнӑ; 26. Христос тӳснӗ мӑшкӑла Египетри мулран пысӑка хунӑ — вӑл пулас ырӑлӑха шанса тӑнӑ.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата каланӑ: «эй суя тӗнлӗ халӑхсем, Унӑн халӑхӗпе пӗрле савӑнӑр» тенӗ.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Чӑнах та ӗнтӗ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат суя тӗнлӗ ҫынсемпе, Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса Санӑн Хӑв ҫу сӗрнӗ Святой Ывӑлна Иисуса хирӗҫ тӑчӗҫ, 28. мӗн пулмаллине, Санӑн аллупа Санӑн ирӗкӳ малтанах палӑртса хунине, турӗҫ.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Халӑхна фараон хыҫалтан хӑваласа кайсассӑн, Эсӗ ӑна ҫар ураписемпе, йышлӑ халӑхӗпе пӗрле тарӑн тинӗсе путарнӑ, Хӑвна — мӗн пултарнийӗн Патшине — шанса тӑнисене вара Эсӗ тӗрӗс-тӗкел илсе каҫнӑ, вӗсем ӗнтӗ Санӑн аллун ӗҫӗсене курса Сана, Пурне те Тытса Тӑракана, мухтавланӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иоанн хӑйӗн халӑхӗпе пӗрле тӑшмана хирӗҫ хускалнӑ; халӑхӗ шыв урлӑ каҫма шикленсе тӑнине курса, чӑн малтан вӑл хӑй каҫса кайнӑ, ун хыҫҫӑн вара ыттисем те каҫнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Патша вара, Кендевее тинӗс хӗрринчи ҫӗршывӑн ҫарпуҫӗ туса, ӑна ҫуран ҫарпа утлӑ ҫар панӑ, 39. ӑна Иудейӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа кайма, Кедрон хули туса лартса ун хапхисене тӗреклетме хушнӑ, унтан Иудея халӑхӗпе мӗнле вӑрҫмаллине вӗрентсе хӑварнӑ та хӑй Трифон хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑхӑт ӗҫе меллӗ килсе пынине кура, Ионафан ҫынсем суйласа илнӗ те вӗсене Рим хулине Рим халӑхӗпе тунӑ туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе яма янӑ, 2. Спарта ҫыннисем патне те, ытти вырӑна та ҫавӑн ҫинченех ҫырса янӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Рим ҫыннисем Иудея халӑхӗпе ҫапла калаҫса татӑлса килӗшӳ тунӑ.29. На таких условиях заключили Римляне союз с народом Иудейским.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эхер те малтан Рим ҫыннисен е Римпа туслӑ халӑхсен ӑҫта та пулин вӑрҫӑ тухас пулсассӑн, 25. Иудея халӑхӗ вӗсене пурне те, вӑхӑтне кура, вӑрҫӑра мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тивӗҫлӗ; 26. Рим ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫакансене вӗсем тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та ан паччӑр, илсе те ан пыччӑр — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; иудейсен хӑйсен тивӗҫне нимӗн илмесӗрех туса тӑмалла. 27. Шӑп ҫавӑн пекех, малтан Иудея халӑхӗн вӑрҫӑ пуҫлансассӑн, Рим ҫыннисем вӗсене вӑрҫӑра, вӑхӑтне кура, чунтан тӑрӑшса пулӑшӗҫ. 28. Иудея халӑхӗпе вӑрҫакансене тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та памалла мар — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; хӑйсен тивӗҫне вӗсен пӗр ултавсӑр пурӑнӑҫламалла» тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла кала-кала панине илтсессӗн, Иуда ӗнтӗ Евполема — Аккос ывӑлӗн Иоанӑн ывӑлне — тата Елеазар ывӑлне Иасона суйласа илнӗ те вӗсене Рим халӑхӗпе туслӑ, татуллӑ пурӑнма килӗшӳ тума кӑларса янӑ, 18. «эпир эллинсен патшалӑхӗ Израиль халӑхне чуралантарасшӑн пулнине куратпӑр, пире вӗсен пусмӑрне лекме ан парӑр» тесе калама хушнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Эппин, сылтӑм аллӑмӑра парар ҫав ҫынсене, вӗсемпе, вӗсенӗн пӗтӗм халӑхӗпе килӗшӳ тӑвар, 59. вӗсене, ӗлӗкхи пекех, хӑйсен саккунӗсемпе пурӑнма ирӗк парар: вӗсем пире хӑйсен саккунӗсене пӑрахӑҫланӑшӑн тарӑхса кайрӗҫ, вара ҫак ӗҫе туса хучӗҫ, тенӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй тусем, Ҫӳлхуҫа сут тунине итлӗр; эй эсир те, ҫӗрӗн ҫирӗп никӗсӗсем, итлӗр: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗпе сута тӑнӑ, Вӑл Израильпе тупӑшать.
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.