Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: ҫак халӑха Эсӗ Египет ҫыннисем хушшинчен Хӑвӑн хӑватупа илсе тухрӑн, апла Египет ҫыннисем илтӗҫ те 14. ҫакӑнта пурӑнакансене каласа парӗҫ — ҫак ҫӗр ҫыннисем вара Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль халӑхӗ хушшинче пулнине, Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑр, вӗсене Хӑвна куҫран куҫа кӑтартнине, Санӑн пӗлӗтӳ вӗсем тӗлӗнче тӑнине, Эсӗ вӗсен умӗнчен кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче пынине илтнӗ; 15. Эсӗ ҫак халӑха пӗр ҫынна пӗтерсе пӑрахнӑ пек пӗтерсе пӑрахсассӑн, Санӑн мухтавлӑху ҫинчен илтнӗ халӑхсем калӗҫ: 16. Ҫӳлхуҫа ҫак халӑха Хӑй тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗртме пултараймарӗ, ҫавӑнпа ӑна пушхиртех пӗтерчӗ, тейӗҫ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Моисейпе Аарон Израиль ывӑлӗсен пуҫтарӑнса тӑнӑ пӗтӗм халӑхӗ умӗнче ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.5. И пали Моисей и Аарон на лица свои пред всем собранием общества сынов Израилевых.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем ҫула тухнӑ та Моисейпе Аарон патне, пӗтӗм Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ патне Фаран пушхирне, Кадеса, таврӑннӑ, вӗсем валли тата пӗтӗм халӑх валли хурав илсе килнӗ, вӗсене ҫав ҫӗр ҫимӗҫӗсене кӑтартнӑ; 28. вара Моисее кала-кала панӑ: эпир эсӗ янӑ ҫӗре кайса килтӗмӗр; унта чӑнахах пылпа сӗт юхса выртать, акӑ унти ҫимӗҫсем; 29. анчах вӑл ҫӗрте пурӑнакан халӑх вӑйлӑ, хулисем те питӗ пысӑк, вӗсене тӗреклӗлетнӗ, тата эпир унта Енак ывӑлӗсене куртӑмӑр; 30. Амалик ҫав ҫӗрӗн кӑнтӑр енче пурӑнать, хетсем, [евейсем,] иевусейсем тата аморрейсем ту ҫинче пурӑнаҫҫӗ, ханаансем тинӗс хӗррипе тата Иордан хӗррипе пурӑнаҫҫӗ, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Моисей вӗсене [Фаран пушхирӗнчен] Ханаан ҫӗрне пӑхса килме янӑ, вӗсене каланӑ: ҫак кӑнтӑрти ҫӗршыва кайӑр та ту ҫине улӑхӑр, 19. ҫӗрне лайӑх пӑхса ҫаврӑнӑр: вӑл мӗнле ҫӗр, унта пурӑнакан халӑхӗ мӗнлескер, вӑйлӑ-и вӑл, вӑйсӑр-и, сахаллӑн-и вӗсем, йышлӑ-и? 20. ҫав халӑх пурӑнакан ҫӗр еплерех: аван-и вӑл, начар-и? халӑх пурӑнакан хулисем епле? ҫыннисем чатӑрсенче пурӑнаҫҫӗ-и е хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ ҫурт-йӗрсенче-и? 21. ҫӗрӗ епле: мӑнтӑр ҫӗр-и вӑл, ырхан ҫӗр-и? унта йывӑҫ таврашӗ пур-и, ҫук-и? хӑюллӑ пулӑр, ҫав ҫӗрти ҫимӗҫсене илсе килӗр, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Моисей ӑна каланӑ: эсӗ маншӑн кӗвӗҫместӗн-и? эх, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗ ҫине Хӑйӗн Сывлӑшне яринччӗ, Ҫӳлхуҫа халӑхӗн пур ҫынни те пророк пулинччӗ! тенӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсенчен е вӗсен йӑхӗнчен кам та пулин вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ пулсассӑн е инҫе ҫула кайнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла; 11. ун пеккисем иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине Пасха туччӑр, ӑна вӗсем тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсемпе, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр; 12. ирччен унран нимӗн те ан хӑварччӑр, унӑн шӑммисене ан ватчӑр; ӑна вӗсем Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрке тӑрӑх туччӑр; 13. кам та кам таса халлӗнех е [инҫе] ҫула кайман чухнех Пасха тумасть, ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗттӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана вӑхӑтра парне кӳмерӗ: ҫав ҫын хӑй ҫине ҫылӑх илӗ; 14. сирӗн патӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла: вӑл ӑна Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ йӗрке тӑрӑх, унӑн йӑлине кура тутӑр; ютран килнӗ ҫыншӑн та, ҫак ҫӗр ҫыннишӗн те Пасха тӑвас йӗрке сирӗн пӗрре пултӑр, тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль халӑхӗ Египетран тухсассӑн иккӗмӗш ҫулхине, пӗрремӗш уйӑхра, Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Пасха тума палӑртнӑ вӑхӑтра Израиль ывӑлӗсем Пасха туччӑр: 3. ӑна ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине, палӑртса хунӑ вӑхӑтра, тӑвӑр, ӑна ун тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрки тӑрӑх, пӗтӗм йӑли тӑрӑх тӑвӑр, тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Моисейпе Аарон тата Израиль ывӑлӗсен пур халӑхӗ левитсем тӗлӗшӗнчен ҫапла тунӑ: Ҫӳлхуҫа Моисее левитсем тӗлӗшӗнчен епле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унтан священник кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен тырӑ-пулӑ парнине арӑм аллинчен илӗ те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе кӑтартӗ, кайран парне вырӑнӗ ҫине кайса хурӗ; 26. священник тырӑ-пулӑ парнинчен асӑнмалӑх пай ывӑҫласа илӗ те ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, унтан арӑма шыв ӗҫтерӗ; 27. эхер те арӑм таса мар пулсассӑн, упӑшки тӗлӗшӗнчен йӗркесӗр ӗҫ тунӑ пулсассӑн, ӑна шыв ӗҫтернӗ хыҫҫӑн ҫав ылхан кӳрекен йӳҫӗ шыв ӑна сиен тума унӑн ӑшне-чиккине кӗрӗ, ӗнтӗ унӑн ӑшӗ шыҫӑнса кайӗ, варӗ типсе ларӗ, ҫак арӑм вара хӑйӗн халӑхӗ хушшинче ылханлӑ пулӗ; 28. эхер те арӑмӗ ирсӗрленмен, тасах пулнӑ пулсассӑн, вӑл сиен курмӗ, ар вӑрлӑхӗпе пӗтӗҫленӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ Египет ҫӗрӗнчен тухни иккӗмӗш ҫула кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], Синай пушхирӗнче, пуху чатӑрӗнче, Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗн мӗнпур арҫыннине вӗсен йӑхӗсем тӑрӑх, вӗсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, вӗсен ячӗсем тӑрӑх йӑлтах шутласа тухӑр: 3. Израилӗн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм ҫыннине — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — хӑйсен ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухӑр, Ааронпа иксӗр шутласа тухӑр; 4. сирӗнпе пӗрле кашни йӑхран пӗрер ҫын, хӑй йӑхӗнче пуҫ пулса тӑраканскер, пулмалла.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 27. ҫак ҫиччӗмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗнче те] тасалмалли кун, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; чунӑра йӑвашлантарӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; 28. ҫак кун нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, вӑл — тасалмалли кун, сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тасатмашкӑн панӑ кун; 29. ҫакӑ кун хӑйне йӑвашлантарман кирек хӑш чуна та хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 30. ҫакӑ кун пӗр-пӗр чун мӗнле те пулин ӗҫ тусассӑн, Эпӗ ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 31. нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 32. ку вӑл сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗн] каҫӗнчен пуҫласа хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр; уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа [уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗн] каҫӗччен хӑвӑр шӑматӑра уявлӑр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Арӑмне унӑн [хӑй халӑхӗн] хӗрне илмелле; 14. унӑн тӑлӑх арӑма е упӑшки уйӑрнӑ арӑма, е ячӗ пӑсӑлнине, [е] аскӑн хӗрарӑма илмелле мар, арӑмне унӑн хӑй халӑхӗн хӗрне илмелле; 15. хӑй халӑхӗ хушшинче унӑн хӑй йӑхне ҫӗртмелле мар: Эпӗ — ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа [Турӑ], тенӗ.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла каланӑ: священниксене, Аарон ывӑлӗсене, пӗлтер, вӗсене кала: хӑйсен халӑхӗ хушшинче вилнӗ ҫынна сӗртӗнсе хӑйсене хӑйсем ан ирсӗрлетчӗр; 2. ҫывӑх тӑванне ҫеҫ сӗртӗнме юрать, хӑйӗн амӑшне, ашшӗне, ывӑлне, хӗрне, хӑйӗнпе пӗртӑван пиччӗшне-шӑллӗне, 3. качча каймасӑр ун патӗнче пурӑнакан аппӑшне-йӑмӑкне сӗртӗннипе вӑл ирсӗрленмест; 4. вӑл хӑйӗн халӑхӗ хушшинче кама та пулсан сӗртӗнсе хӑйне хӑй ан ирсӗрлеттӗр, таса мар ан пултӑр.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кам та пулин арӑмӗ юн юхса тасалнӑ вӑхӑтра унпа выртсассӑн, унӑн ҫарамасне уҫсассӑн, вӑл унӑн юхнине уҫса хунӑ пулать, арӑмӗ те хӑйӗн юнӗ юхнине уҫса кӑтартнӑ пулать: вӗсене иккӗшне те хӑйсен халӑхӗ хушшинчен пӗтерччӗр.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӗр-пӗр чун вилнӗ ҫынсене чӗнсе илекенсем патне, асамҫӑсем патне кайсассӑн, вӗсем хыҫҫӑн асса ҫӳресессӗн, Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав чун енне ҫавӑрӑп, ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. ҫакна Израиль ывӑлӗсене кала: Израиль ывӑлӗсенчен е Израиль ҫыннисем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам хӑйӗн ачине Молоха парать, ҫавна тытса вӗлерччӗр: ҫак ҫӗрти ҫынсем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр; 3. Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне ҫавӑрӑп, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ирсӗрлентермешкӗн, Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен кӑлармашкӑн хӑйӗн ачине Молоха панӑшӑн ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 4. ҫав ҫын хӑйӗн ачине Молоха панине курса, ҫак ҫӗрти халӑх ӑна куҫ хывмасассӑн, ӑна вӗлермесессӗн, 5. Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне, унӑн йӑхӗ енне ҫавӑрӑп, ӑна хӑй халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, Молох хыҫҫӑн асса ҫӳреме ун хыҫҫӑн кайнисене те пурне те пӗтерӗп.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни кӳрес пулсассӑн, ӑна хӑвӑр валли ырӑлӑх тупма кӳрӗр: 6. ӑна парне кӳнӗ кунпа тепӗр кунне ҫимелле, виҫҫӗмӗш куна юлнине вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла; 7. кам та пулсан ӑна виҫҫӗмӗш кунне ҫисессӗн, ку ирсӗр ӗҫ, ку юрӑхлӑ пулас ҫук; 8. ӑна ҫиекенӗ хӑй ҫине ҫылӑх илӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫан сӑваплӑ япалине ирсӗрлетнӗ, ҫак чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эсир вара Эпӗ панӑ йӗркемсене, Манӑн саккунӑмсене тытса тӑрӑр, ҫав йӗрӗнчӗк ӗҫсене пӗрне те эсир хӑвӑр та, сирӗн хушшӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та ан тутӑр, 27. ку мӗнпур йӗрӗнчӗк ӗҫе ҫак сирӗн умӑрти ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ҫынсем туса тӑчӗҫ те, ҫӗр ирсӗрленсе ҫитрӗ; 28. ӑна эсир те ирсӗрлентере пуҫласассӑн, ҫӗр ҫакӑнта сирӗнтен малтан пурӑннӑ халӑхсене сирсе ывӑтнӑ пек, сире те хӑй ҫийӗнчен сирсе ан ывӑттӑр; 29. кам та кам ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫсене тӑвас пулсассӑн, ҫавна тӑваканӗн чунне хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль йӑхӗнчи ҫынсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан мӗнле те пулин юн ҫиес пулсассӑн, Хамӑн сӑнӑма юн ҫиекен ҫыннӑн чунӗ енне ҫавӑрӑп та ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, 11. мӗншӗн тесессӗн ӳтӗн чунӗ — юнра, сирӗн чунӑра тасатмашкӑн Эпӗ ӑна парне вырӑнӗ валли палӑртрӑм: ҫак юн чуна тасатать; 12. Израиль ывӑлӗсене Эпӗ ҫавӑнпа каларӑм та: сирӗнтен пӗри те юн ҫимелле мар, ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакан та юн ҫимелле мар, терӗм.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсене тата кала: Израиль йӑхӗнчи ҫынсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е урӑх парне кӳрет пулсассӑн, 9. ӑна Ҫӳлхуҫана кӳме пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне илсе пымасассӑн, ҫав ҫынна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.