Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Ыран фараон патне кай; акӑ вӑл шыв хӗррине тухӗ, эсӗ унӑн ҫулӗ ҫине ҫыран хӗррине тухса тӑр, ҫӗлен пулнӑ туюна аллуна тыт, 16. вара кала ӑна: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, мана сан патна ҫакна калама ячӗ: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл пушхирте Мана кӗлтутӑр; анчах та эсӗ халиччен те итлемерӗн.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Анчах Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: асту, Эпӗ сана фараоншӑн Турӑ туса хутӑм, Аарон пиччӳ вара санӑн пророку пулӗ: 2. Эпӗ мӗн хушнине эсӗ пӗтӗмпе [ӑна] каласа тӑрӑн, Аарон пиччӳ вара фараона Израиль ывӑлӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен кӑларса яма калӗ; 3. анчах Эпӗ фараон чӗрине хаярлантарӑп, Египет ҫӗрӗнче Хамӑн паллӑмсемпе Хамӑн хӑватӑмсене темӗн чухлӗ туса кӑтартӑп; 4. фараон сире итлемӗ, вара Эпӗ Хамӑн аллӑма Египет ҫине хурӑп та, аслӑ сут тӑва-тӑва, Хамӑн ҫарӑма, Хамӑн халӑхӑма — Израиль ывӑлӗсене — Египет ҫӗрӗнчен илсе тухӑп; 5. Египет ҫине Хамӑн аллӑма тӑсса Израиль ывӑлӗсене вӗсен хушшинчен илсе тухсассӑн, Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тенӗ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Египет патши вӗсене каланӑ: Моисейпе Аарон, эсир мӗншӗн [манӑн] халӑхӑма ӗҫлеме чӑрмантарса ҫӳретӗр? кайӑр, [эсир кашнийӗ] хӑвӑр ӗҫӗре тӑвӑр, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл пушхирте Маншӑн уяв тутӑр, тет, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. [Турӑ] ӑна каланӑ: Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, акӑ сана Эпӗ янине пӗлтерекен паллӑ: эсӗ [Манӑн] халӑхӑма Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, эсир ҫак ту ҫинче Турӑшӑн тумалли ӗҫе тӑвӑр, тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эппин, кай: Эпӗ сана фараон [Египет патши] патне яратӑп; Манӑн халӑхӑма, Израиль ывӑлӗсене, Египетран илсе тух, тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.