Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хакӗ (тĕпĕ: хак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Шӑршӑллӑ пулсан та, пӑсӑк ҫӑмарта пирӗн хырӑма пӑсмасть, ун вырӑнне хакӗ йӳнӗ, — тенӗ ҫиекен чӑвашсем.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсен хакӗ, Джесси сӑмахӗпе, — ниме тӑман вак-тӗвек кӑна.

Стоили они, по словам Джесси, сущие пустяки.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Ку — сирӗн тӗрме билечӗн хакӗ!

 — Это цена вашего билета в тюрьму!

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тавар хакӗ чакнӑ, пирӗн туянуҫӑсем тавара сутмалли майсем лайӑхланасса кӗтме е пин те ҫӗр килограмшӑн виҫӗ пин те пилӗк ҫӗр фунтпа килӗшме сӗнчӗҫ».

Цена товара упала, наши приказчики предложили ждать улучшения условий сбыта или согласиться на три тысячи пятьсот фунтов за тысячу сто килограммов».

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Халӗ, фрахт хакӗ пысӑк тапхӑрта, пурӑнкалама ансатрах-ха, иртнӗ ҫул вара Гез самаях пысӑк парӑма кӗрсе кайрӗ.

Теперь, при высокой цене фрахта, еще можно существовать, а вот в прошлом году Гез наделал немало долгов.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Реконструкци хакӗ — 29 миллион тенкӗ ытларах.

Стоимость реконструкции — более 29 млн. рублей.

Стадиона солидолпа сӗрсе тухасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31895.html

Хамӑр патра бензин хакӗ Америкӑринчен те пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Бензин, газ, ҫутӑ хакӗ кашни 5–6 уйӑхран ӳссе пырать.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

ТР Президенчӗ ҫумӗнчи Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Талгат Абдуллин каланӑ тӑрӑх, кӑҫал та тӑваткал метр хакне пӗлтӗрхи пек 22 пин тенкӗпех хӑварма май пур (пуҫлӑхсем трибуна ҫинчен яланах ҫак хисепе асӑнаҫҫӗ, тӗпрен илсен вара тӑваткал метр хакӗ пӗлтӗрех 23100 тенкӗпе танлашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кризис ура хураймарӗ // Вера Александрова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

Эрттел ҫумне сутуҫӑ килсе ларсан Ван-Ланд унпа слон асав шӑлӗсен хакӗ пирки калаҫма пуҫларӗ; сунарҫӑсен пӗр пайӗ карт тӗркемне арпаштарать, ылтӑн укҫа чӑнкӑртатать; ыттисем ҫиеҫҫӗ, ӗҫеҫҫӗ, юрлаҫҫӗ.

Ван Ланд завел беседу о ценах на слоновые клыки с торговцем, подсевшим к компании; часть охотников, стасовав колоду карт, вытащила золотые монеты; остальные ели, пили и пели.

IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа отрасль предприятийӗсем ӑслӑлӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ тата конкуренцие юрӑхлӑ, пӗтӗмӗшле хакӗ 52 миллиард тенкӗрен те иртекен тӗрлӗ тавар туса кӑларса вырнаҫтарнӑ.

С начала года предприятиями отрасли реализовано наукоемкой и конкурентоспособной продукции на общую сумму более 52 миллиардов рублей.

Михаил Игнатьев Машинӑсем тӑвакансен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/09/24/news-3666750

2021 ҫулччен кунта 1,5 ытла пысӑк технологиллӗ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме палӑртакан, пӗтӗмӗшле хакӗ 8,4 миллиард тенкӗпе танлашакан инвестици проекчӗсем пурнӑҫланмалла.

До 2021 года здесь будут реализованы инвестиционные проекты общей стоимостью 8,4 млрд. рублей с созданием более 1,5 тыс. высокотехнологичных рабочих мест.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

«Жизнь в движении» блогер шутласа кӑларнӑ тӑрӑх 1 ҫухрӑм ҫул хакӗ ҫапла май кунта 2000 тенкӗпе танлашнӑ (вӑл 310 тенкӗ тӳлени пирки каласа панӑ).

Как подсчитал блогер «Жизнь в движениях», стоимость 1 км дороги таким образом здесь составила 2000 рублей (он рассказал об оплате 310 рублей).

Архангельск облаҫӗнче альтернативӑсӑр тӳлевлӗ кӗпер ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31709.html

Сирӗн ӗҫӗр пӗлтерӗшӗпе хакӗ уйрӑмах СОVID-19 пандемийӗпе кӗрешнӗ тапхӑрта уҫҫӑн палӑрчӗ, ун чухне эсир йывӑр чирлӗ ҫынсене вӑхӑтра пулӑшу парас тата больницӑсене илсе ҫитерес тӗлӗшпе ырми-канми вӑй хутӑр.

Особенно важным и ценным ваш труд стал в период борьбы с пандемией COVID-19, когда на ваши плечи легла колоссальная нагрузка по транспортировке и оказанию помощи тяжелобольным пациентам.

Олег Николаев Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/04/28/pozdravle ... i-s-dnem-r

— Акӑ вӑл — шӑна хакӗ!

— Так вот цена мухи!

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Апла-и, капла-и — чек ленттин хакӗ хаклансах пырӗ.

Так или иначе — цена на чековую ленту будет повышаться.

Чек лентти: ӑҫта ҫухалнӑ тата мӗнле сӑлтава пула? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5963-%D0%A7% ... B0%3F.html

Республикӑн тӗп хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ ача пахчишӗн тӳлев хакӗ 2018 ҫултанпа ӳсменнине асаилтерет.

Управление образования администрации столицы республики сообщает, что плата за детский сад не повышалась с 2018 года.

Ҫитес уйӑхран ача пахчишӗн Шупашкарта ытларах тӳлеме тивӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31307.html

2022 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи ача пахчишӗн тӳлев хакӗ ӳсӗ.

С 1 апреля 2022 года увеличится плата за детский сад в столице Чувашии.

Ҫитес уйӑхран ача пахчишӗн Шупашкарта ытларах тӳлеме тивӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31307.html

Хакӗ… —

По цене… —

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Студентсемпе шкул ачисем унччен 725 тенкӗ тӳленӗ пулсан, халь 820 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, ахаль ҫынсемшӗн вара хакӗ 1135 тенкӗпе (маларах — 1000 тенкӗ) танлашӗ.

Для студентов и учащихся она составит 820 рублей вместо прежних 725 рублей, и 1135 рублей для обычных граждан (ранее — 1000 рублей).

Ырантан Шупашкарта ҫул хакӗ ӳсӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31259.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех