Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаклӑрах (тĕпĕ: хаклӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пӗртен-пӗрех пуҫӑм пур, Вӗри юнлӑ чӗрем пур, Ватӑ карчӑк аннем пур, Урхамах пек утӑм пур, Вӗсенчен те хаклӑрах Чунӑм савни эсӗ пур, Анчах сана та паян Туртса илен тӑшман пур, Вӑл тӑшмана пӗтерме Икӗ вӑйлӑ аллӑм пур, Анчах, ӑна пӗтерсен, Унран усал тӗнче пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Илтнӗ вӑл таҫтан: Уралти хуласенче панулми хаклӑрах, унтан самаях пуйса таврӑнма пулать.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах, ҫавӑнта сутас пулсан, вӑл мӗнпур панулмине ещӗке тирпейлесе хурса та илсе кайман пулӗччӗ, вӑл ӑна икӗ хут хаклӑрах хакпа сутма ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫук, ху сӑнаса пӗлсен, вӑл саншӑн хаклӑрах пулать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах пӗрре колхозра пурӑннӑ ҫын ют ҫӗрте ку ӗҫшӗн пит тунсӑхласа ҫитет иккен, вӑл унта мӗн чухлӗ пурӑнать, ку ӗҫ уншӑн ҫавӑн чухлӗ хаклӑрах пулса тӑрать иккен.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем тесен те вӑл каҫ Ахтупайпа Северьянӑн ҫырма леш енне сунара каймалла марччӗ, хапхасене питӗрсе килтех лармаллаччӗ е хаклӑрах япаласене пытарса хурса хире тармаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хаклӑрах.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирӗн кӗслерен чылай хаклӑрах тӑрать пуль?

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахиб-Гирей кунтан тухса кайичченех тупса пама пулнӑччӗ ӑна Карамыш ҫав ылтӑнран та хаклӑрах шутланакан пергамент таткине, тупса памарӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫуната вӗҫме сараҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумайӑшсем пур пек выльӑхне вӑрмана хӑваласа кайрӗҫ, кӗлетри хаклӑрах япаласене ӑҫта кирлӗ унта чавса чикрӗҫ, ашшӗ-амӑшсем хӑйсен ҫитӗннӗ хӗрӗсене вӑрманта шаларахра ларакан ялсене ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӑҫта хаклӑрах, ҫавӑнта сутмалла ӗнтӗ ӑна! — терӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытти, хаклӑрах япаласем, пӗр чемодана вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш кулса ячӗ, анчах юлташӗ: — Пирӗн ещӗксенче делгатсенчен хаклӑрах япаласем нумай: шрифтсем, чӑвашла саспаллисем. Ҫавӑнпа ку вырӑна никама та лартма юрамасть. Ӑнлантӑн-и? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ялти ҫыншӑн тӑват тенкӗ хаклӑрах та, ҫырӑнса илес пулӗ — унсӑрӑн «Вӑхӑтлӑх правительство» мӗнне те пӗлмесӗрех юлӑпӑр, патша вырӑнне каялла пӗр-пӗр князь кӗрсе ларнине те сисмесӗрех юлӑпӑр!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Асламу саншӑн савнинчен хаклӑрах пулсан — кай.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ватӑ амӑшӗ ҫумӗнче пулни департаментра ӗҫрен хаклӑрах, тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эливановсем ирӗксӗрех Ревертан кӑшт та пулин хаклӑрах тӳлесе ҫӑмарта пуҫтаракансене хӑйсем патнелле илӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеева ура ҫине тӑма пулӑшас вырӑнне, ун сворщикӗсене хӑйсем еннелле ҫавӑра-ҫавӑра илсе кайнӑ, ҫӑмартине те Эльгеевран чылаях хаклӑрах тӳлесе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Е хаклӑрах сутассишӗн ҫех сире илемсӗрлетеҫҫӗ-ши ҫак хӑмла авӑнӗнче?

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тепӗр енчен — Тӗрлемесрен Хусана ҫывӑхрах, тавар ярасси те кӑшт йӳнӗрех: Паймук хуҫа шутласа пӑхнӑ: Вӑрмарпа Тӗрлемес хушши тавара поездпа илсе кайни, Кутемертен Тӗрлемесе ҫити лавпа илсе кайнинчен хаклӑрах пулнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех