Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каюров, хӑйӗн юлташӗ портретсене мӗнле хакласса сӑмах чӗнмесӗр кӗтсе тӑраканскер, ҫенӗкре такам калаҫнине илтрӗ те, алӑка яри уҫса пӑрахса, коридора сиксе тухрӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
«Тӗм хыҫӗнчен качча пыма ыйтни» пирки Моргианӑна питӗ те питӗ каласа кӑтартас килет, анчах еплерех хыпарласса кӑларса тӑратрӗ те умне — Моргиана ҫакна мӗнлерех хакласса та курать: «Эсӗ савӑнтӑн, ахӑртнех».
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Малтан, ман шутпа, тумалла, пултармалла мӗн те пулин, унтан ӑна ыттисем мӗнле хакласса кӗтсе илмелле, вара тин кӑкӑрна шаккани пырӗ, кӑкӑрна питех те тӳккесси килет пулсан.
17 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Чӑн ӗнтӗ, вӗсемпе ытларах аристократи йӑпанса ырӑ курать, анчах художник ҫав картинӑсене ӗҫҫыннисем пӑхса хакласса шанать.
XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсем патне Силин пырса тӑчӗ, вӑл «улиткӑна» хакласса кӗтрӗ…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Мӗн каланине ҫакӑн пек хакласса никам та кӗтменччӗ.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
- 1