Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хайхискерсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуйӑс чарӑннӑ-чарӑнман хӑпӑл-хапӑл пуҫтарӑнчӗҫ хайхискерсем.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хайхискерсем каяс кӑмӑл ҫукки пирки умлӑн-хыҫлӑн сурчӑк ҫӑтсах кала пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Хайхискерсем ун-кун пӑхкаласа илчӗҫ те хӗрсемпе вылякан Ҫеруш патне пычӗҫ, кӗскен тем пирки калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Хайхискерсем ҫӑмарта тума тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Хайхискерсем калаҫса ларатпӑр: ял ҫинчи тӗрлӗ хавха ҫинчен, тухатмӑшсемпе арҫурисем ҫинчен тӗрлӗ халап-юмах яратпӑр, шӳт-кулӑш аса илетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Хайхискерсем хӗвел тухичченех, шурӑмпуҫпе, аякри пысӑк яла пасара кайма шут тытнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Утнӑ тет хайхискерсем ҫӗнӗ ҫӗр шырама.

Так и дошли до наших мест.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

Чӑнах та вӗренчӗҫ хайхискерсем.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Хайхискерсем, Бианка вилли патне пырса, пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Лампӑна краҫҫын яма хӑтланнӑ тет-и хайхискерсем?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫиелтен пӑхма йӗркеллех калаҫнӑ пулин те иккӗш хушшинче хура кушак чупса каҫни, вӗсем пӗр-пӗрне темшӗн малтанхи пекех кӑмӑлламанни сисӗне пуҫланӑччӗ каярахпа, ахальтен мар ӗнтӗ хайхискерсем юлашкинчен хирӗҫмеллипех хирӗҫсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхискерсем, пӗр варти тӑвансем: асли хулара ҫӗр ҫӗмӗрттерет, кӗҫӗнни — ялта.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Анчах хайхискерсем хӑйсем кам пулнине манаҫҫӗ те пӗрпӗрне ура лартма та вӑтанмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсем ҫав кунах каялла таврӑнма шутланӑччӗ, самолет ҫине билетне те илнӗччӗ, анчах хайхискерсем универмагсене кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн аэродрома ҫитрӗҫ те ҫанталӑк тӗтреллӗ пулнӑ пирки самолет яла вӗҫменни ҫинчен пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Пӗр-пӗрин патне туртӑнакан хӗрпе каччӑ е арҫынпа хӗрарӑм хушшинче вӗсене илӗртӳллӗн чиперлетекен илемлӗ, черченкӗ ачашлӑх — хайхискерсем ҫывӑхрах паллашсан кантӑк пек арканакан тӗлӗнмелле ачашлӑх пур.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Чул сарнӑ лакӑм-тӗкӗмлӗ ҫула юр хӗвсе тикӗсленӗ те, машинӑсемшӗн семафор уҫӑ темелле: Мирун пиччепе Мӗтрие икӗ грузовик хуса ҫитсе иртрӗҫ, анчах хайхискерсем ҫуран танккакан икӗ арҫынна ҫунӑк бензин шӑршипе кӑна вӗртерсе хӑварчӗҫ: алӑ ҫӗклени усӑсӑрах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Хайхискерсем арӑш-пирӗш ҫаврӑнса кайрӗҫ, кама кам хӗнени те, кама кам вӗлерни те палӑрми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав Ям слободи патне ҫитнине илтрӗҫ те хайхискерсем… хӑйсем тарса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайхискерсем сайхах ҫинчен сиксе анчӗҫ те пусӑран шыв ӑсса ҫӑвӑнма тытӑнчӗҫ, шӑп та лӑп ҫав вӑхӑтра Аванкай мучие курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайхискерсем шкальккӑсене чӑнкки тусах ҫавӑрса хучӗҫ те, ырӑ сӑмах чӗрешӗн, ырӑ апат хырӑмшӑн, текелесе, япшар шӳтлекелесе (шӳт туса ҫисен ахаль шӳрпе те тутлӑ, теҫҫӗ) пуҫларӗҫ яшкана ҫавӑрттарма.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех