Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хавхаланупа (тĕпĕ: хавхалану) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Совет ҫыннисен партин Центральнӑй Комитечӗн январьти Пленумӗ КПСС XXII съездне пухма йышӑннине пысӑк хавхаланупа кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Куракансем алӑ ҫупса йышӑнни пуриншӗн те хавхаланупа савӑнӑҫ парни пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Ял халӑхӗн сывлӑхӗшӗн татах та пысӑкрах хавхаланупа тӑрӑшма унӑн ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫрӗ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%85%d0%b ... %80%d3%97/

Канашри медицина училищине тин ҫеҫ вӗренсе пӗтернӗскер пысӑк хавхаланупа ӗҫе пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫрӗ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%85%d0%b ... %80%d3%97/

— Эсир патшалӑх пулӑшӑвне туйса малашне те округ аталанӑвӗшӗн хавхаланупа тӑрӑшасса шанатӑп, — тенӗ муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Н.П.Козловӑна тата Д.Д.Азизовӑна ҫав свидетельствӑсене панӑ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшу парать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Кунашкал ӗҫ ӑна хавхаланупа савӑнӑҫ кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫак хавхаланупа вӑй илсе Наташӑпа Римма та, вӗсене виҫҫӗмӗш участок пуҫлӑхӗ сварщиксене пулӑшма ҫирӗплетрӗ, чупсах тӑрӑшаҫҫӗ, васкавлӑ кабельсен, лесасен пахалӑхне, трансформаторсене тӗрӗслеҫҫӗ, тимӗр шӑратса ҫыпӑҫтаракансене электродпа тивӗҫтереҫҫӗ, апат умӗн буфета кайса черет йышӑнаҫҫӗ е ӑна-кӑна туянса килсе параҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Людоговкӑра ӳсӗр смершевецсем патриотла хавхаланупа каччисем вӑрҫӑра вилнӗ икӗ ватӑ хӗре мӑшкӑлланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачасем «усӑллӑ темӑна» лайӑх хӑнӑхса ҫитнӗ, апат вӑхӑтӗнче хавхаланупа сывлӑх зарячӗ, ҫӗнӗ пахча ҫимӗҫрен салатсене дегустациленӗ чухне питӗ нумай эмоцисем илнӗ.

Дети хорошо усвоили «полезную тему» и получили массу положительных эмоций, заряд бодрости и здоровья во время обеда, дегустации салатов из свежих овощей.

Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... un-3382917

Кулленхи ӗҫре пысӑк хавхаланупа тӑрӑшма ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, ӑнӑҫу сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d0%bf%d0%b ... %bc%d0%ba/

Хуҫалӑха ура ҫине тӑратма ҫӑмӑлах мар пулин те, Валерий Витальевич пысӑк хавхаланупа ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%82%d0%b ... %85%d1%80/

Пӗрремӗшне, сӑмахран, мӗн тери пысӑк хавхаланупа кӗтет кашни.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Аслан ятне пысӑк хавхаланупа ҫырса хӑварнӑ кӗнекесем манма памаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Чыслава килнӗ ачасен куҫӗсем хавхаланупа «ҫунаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548

Чи пархатарли тата — КПСС ҫӗнӗ Программипе хавхаланнӑ профессионалсемпе халӑхран килнӗ талантсем ҫак кирлӗ ӗҫе пысӑк хавхаланупа хутшӑнни.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Уйрӑмах ҫакӑн пек пысӑк хавхаланупа инҫе ҫула тухнӑ чухне.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑв суйласа илнӗ профессие чунтан юрататӑн пулсан ӗҫ вырӑнне те хавхаланупа килетӗн.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Полинӑна, урнӑ вӑкӑр сӗчӗпе уриччен хӑйӗн ӗҫне пысӑк тивӗҫлӗхпе, хавхаланупа, пикенчӗклӗ туса пынӑскере, сӑнӗ-пуҫӗпе те, ӑсӗ-тӑнӗпе те, ҫемҫе те ырӑ кӑмӑлӗпе те юмахри пирӗштие аса илтерекенскере, автансӑр, тӗтӗмсӗр лутра яла пӗтӗм ял халӑхӗ ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кусем те уяв «сӑлтавне», вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен тӑванне, пускилне, ӗҫтешне сыв пулӑр та пур пулӑр тесе, таву каласа, курка-черкке ҫӗклесе парнесем кӳчӗҫ, хӑйӗн ӗҫри тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа, ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе, пысӑк хавхаланупа туса пынӑшӑн, пуринпе те ырӑ кӑмӑллӑ, тарават пулнӑшӑн лайӑх, хавха, ырлавлӑ сӑмахсем каларӗҫ, такмакласа та юрларӗҫ, сӑвӑ вулакан та тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Авӑк куҫ харшисем айӗнчен пысӑк хура хӑмӑр куҫӗсем кӑмӑллӑн, кӑштах салхуллӑн пӑхаҫҫӗ; вӗсенче ватӑ ҫын ӑсӗ те, ҫунатлӑ шухӑш та, чун илемӗ те курӑнать; унӑн пӗтӗм килӗшӳллӗ сӑнӗ темле пысӑк хавхаланупа ялкӑшса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех