Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хавас сăмах пирĕн базăра пур.
хавас (тĕпĕ: хавас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Калавсене пичетленӗшӗн эпӗ питӗ хавас.

Куҫарса пулӑш

100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478

Савӑнӑҫа ял ҫыннисемпе пайлама муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Александр Осиповпа Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, Комсомольски больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова, муниципаллӑ округ Пухӑвӗн депутачӗсем хавас пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Ех, епле, епле хавас Янӑравлӑ тапхӑр.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

— Ун пек ҫынпа паллашма яланах хавас, — пуҫне тайрӗ хайхискер.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӑл хӑйсен ҫуллахи хавас вӑййине тухнӑ ытти йывӑҫсем ҫине кӑшт мӑнаҫланарах пӑхать пек.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗкеҫ куккӑшӗ Туйсар — Кервен ӗҫкӗ тӑвакан — Вӑл та ӗҫке хавас мар, Ӳсӗр пулса юрламан.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах халӑх пит хавас Кетӳҫ ятне асӑнать:

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унтан сӑмах ҫавӑрса Хучӗ ҫапла каласа: «Хура халӑх ыр курать, Пӗрмай саншӑн савӑнать, Сана ӗмӗр ыр сунать, Хапӑл тӑвать хушнине, Ытла хавас ыйтнине.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗртте унӑн ҫук хавас, — «Мӗн курап-ши?» тет пулас.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Уйрӑмах вӗсем паттӑр салтак вӑрҫӑри ҫапӑҫусем ҫинчен каланине итлеме хавас.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Светланӑпа Александр Шурбясен ҫемйи хӑнасене яланах хавас.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Виҫӗ пӳлӗмлӗ, виҫҫӗшӗ те хӗвел енче — чуна канас, пенсионера хавас.

Куҫарса пулӑш

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Сулхӑна выльӑхӗ те, этемӗ те хавас.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Эпир ачасене хамӑр енчен яланах пулӑшу пама хатӑр, вӗсене кӑсӑклантаракан проектсемпе паллашма хавас», – тенӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Йывӑрлӑхсем, тӗрлӗ чир-чӗр иртсе кайтӑр тесе катемпие ҫунтарчӗҫ, ҫуркуннене хавас пулнине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни, Ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12358-c- ... li-ikerchi

Пурӑна киле Литюк та ҫуралчӗ, ӑна та хавас пулмарӗ Митюк.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ним те пулман пек хавас курӑнма тӑрӑшрӗҫ хӑйсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Шакӑлла выляма питӗ хавас, Марине ӗҫ вӑхӑтӗнчех сиктерсе илет.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

— О, камрад! — старик шӑвӑҫ кӗпҫесене ҫыпӑҫтарнине курса тӗлӗннӗ пек кӑшкӑрса каларӗ хавас сӑнлӑ Прелл.

— О, камрад! — воскликнул улыбающийся Прелл, увидев, что старик клепает трубы.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ку вӑл пӑс хуранӗн схеми! — сӑмахӗсене янӑратса каларӗ Пантелемон Куку, хавас чунлӑ та ӗҫе яланах ҫине тӑрса тума юратакан йӗкӗт.

— Это схема парового котла! — звонко отчеканил Пантелемон Куку, жизнерадостный и старательный парнишка.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех