Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр оппонентсем статья пирки тата ҫивӗчрех каланӑ: «Вулакансемшӗн те, фактсене тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхма кӑмӑл тунӑ журналистсемшӗн те питӗ сахал май паракан тирпейсӗр омлет», «…нимӗнле майпа та тӗрӗслеме май паман япала, шел те, тӗпчев журналистикинче чапа тухнӑ тунӑ хыҫҫӑн ку хальхи вӑхӑтра Херш ҫирӗплетмен кавар теорисем енне илсе каякан ҫул ҫине пӑрӑннипе килӗшсе тӑрать».
Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88
Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем ламран лама куҫакан пурнӑҫ йӗркисене, мӑн асаттесен халалӗсене ҫирӗп тытса пынине, пулӑмсемпе фактсене асра упранине, вӗсене сиксе тухакан йывӑрлӑхсемпе тивӗҫлӗн шайлаштарнине пӗрре мар кӑтартса панӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Вӑл пурнӑҫра пулнӑ чӑн-чӑн фактсене илсе вӗсемпе пире хирӗҫ кӗрешнӗ ҫӗрте усӑ курманни тӗлӗнмелле пулӗччӗ.
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Пур сроксене те, пур фактсене те тӗрӗслесе тухас».
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
«Енчен те управляющи компанисем вӑхӑтра хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫламан пулсан эпир хут ҫине куҫарса ҫакӑн пек фактсене ал пусса ҫирӗплетрӗмӗр.
Тӳрӗ лини ирттерчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60452
Ула Тимӗр хӑлхине, калӑпӑр, халӑхра тӗрлӗ фокуссем тумалли, фактсене хӑйне кирлӗ пек пӑсса кӑтартмалли, куҫ пӑвмалли, ытти ултав мелӗсемпе меслечӗсем ҫинчен калаҫкалани пӗрре мар сӗртӗнкелесе иртрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унӑн асаилӗвӗ Н. К. Крупская сӑнарӗн халиччен палӑрман енӗсене уҫса кӑтартать, ҫавӑнпа пӗрлех В. И. Ленин пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр фактсене уҫӑмлӑрах курма, ӑнланма пулӑшать.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Е тепӗр чух тата материала тӗплӗ тӗпчесе пӗлмесӗрех хӑйсем шухӑшласа кӑларса, фактсене «пӳрнерен ӗмсе» ҫыраҫҫӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Тен, «тиранипе» пӗрле ҫак фактсене те аса илмелле?
Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.
Ун пирки ҫак фактсене пӗлтернипе пӗрлех, автор пире вӑл мӗнле врач пулнине те кӑтартса парать.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
Мӗн ҫырни-пичетленнинче ытларах уйрӑм тапхӑрсем ҫинчен сӑмах пырать, унта та пулин фактсене пуҫ пулса тӑнӑ коммунизмла идеологи картне вӑйпа кӗртсе лартас туртӑм хуҫаланни палӑрать.
Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.
Кун пек чухне Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн шанӑҫӗнчен тухмалли сӑлтав Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе коррупци факчӗсене тупса палӑртни е федераци саккунӗсемпе килӗшӳллӗн правӑна пӑсни тесе йышӑннӑ тӗслӗхсенче интерессен хирӗҫӗвне татса паманни е Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе вӑл ҫак должноҫа ларма регистрациленнӗ кандидат пулнӑ вӑхӑтра Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗн тулашӗнче вырнаҫнӑ ют ҫӗршывсен банкӗсенче счетсем (вкладсем) уҫни е тытса тӑни, алӑри укҫа-тенкӗне тата хаклӑ япаласене упрани, ют ҫӗршывсен финанс инструменчӗсене тытса тӑни тата (е) вӗсемпе усӑ курни ҫинчен калакан фактсене тупса палӑртни пулса тӑрать;
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Кирек мӗн калӑр та — ҫирӗпрен те ҫирӗп ҫак фактсене ҫемҫетекенни нимӗн те ҫук.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӑй енчен Давенант пӗртте иккӗленмест: вӑл тарнӑ хыҫҫӑн мӗн-мӗн пулса иртнине Георг Ван-Конет питӗ лайӑх пӗлет, фактсене суйса кӑтартма е арестленӗ Тиррей тӑрӑ шыв ҫине кӑларма пуҫласан пачах пӗтерме хӑтланатех.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫавӑнпа та Скоррей кӑтартӑвӗсене, вӑл пӗлтернӗ фактсене унӑн кӑмӑл-туйӑмне пӑсмасӑр, литература чӗлхипе ҫырса кӑтартас терӗмӗр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Чӑваш Енри СКР следстви управленийӗ асӑннӑ пӑтӑрмах тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерни пирки, мӗнпур фактсене палӑртас енӗпе ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта QR-код тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн арҫын вилсе кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30861.html
Ҫавӑн пек тӗрӗс туйӑнасси пропорцисемпе виҫесене пурне те пит тӗрӗс пӑхӑннинчен, арифметика шучӗсене тӗплӗ шут тунинчен тата фактсене кӑтартакан материалсем пит нумаййинчен килет.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Тӗрӗссипе каласан, айӑплакан актра кӑтартнӑ фактсене эпӗ тавлашса суяна кӑларма пултарайман, ҫапах та вӑл фактсене хамшӑн усӑллӑрах пулмалла каласа ӑнлантарма ӗмӗтлентӗм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Юлашкинчен, ССР Союзӗ ҫӗнӗ Коституци проектне пачӗ, вӑл сӑмах пани пулмасть, вӑл ҫав пуриншӗн те паллӑ фактсене регистрациленипе саккунласа ҫирӗплетни, халиччен кӗрешсе ҫӗнтерсе илнине регистрациленипе саккунласа ҫирӗплетни пулать.
IV // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
ССР Союзӗн Конституцийӗ пустуй сӑмах пани, «потемкинла ял» тата урӑх ҫавнашкал пулать, текелеҫҫӗ пулсан, вӑл тӗлӗшрен эпӗ пуриншӗн те паллӑ, хӑйсемшӗн хӑйсем калакан фактсене асӑрхаттарасшӑн.
IV // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.