Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫма (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал вӗсене алӑкӗсене яриех уҫма санитарипе эпидимиологи пӗтӗмлетӗвӗ кирлӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Лагерьсем ачасене йышӑнма хатӗрленеҫҫӗ // Роза ВЛАСОВА. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/25/lag ... hatrlenecc

Аслӑ Ҫӗнтерӳ 79 ҫул тултарнине халалласа майӑн 9-мӗшӗнче Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкул территорийӗнче ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫӗсене хунӑ салтаксене халалласа «Защитники Отечества» ятпа аллея уҫма палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh

Тахӑшӗн плащне сарса хунӑ та ял ҫыннисем ҫимелли-ӗҫмелли хатӗрлеҫҫӗ: пӗри симӗс сухан тасаткаласа хурать; тепри мойва пулӑ банкине ҫӗҫӗпе касса уҫма хӑтланать, ҫӗҫҫи мӑка, касмасть; эрех кӗленчин хӑлхине шӑлпа ҫыртса пӑраканни те кунтах; шофер, хӑйне ҫӗр патши пек мӑнкӑмӑллӑн тыткаласа, шӑлӗ хушшине курӑк вӗҫӗпе чакаласа выртать, урисене лӑс-лӑс силлесе, пушмакне хывса перет, пӗрре Маруҫ ҫине, тепре Левен ҫине темлерех пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Клуба уҫма Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен заместителӗн – вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Виктор Павлов, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн культура, социаллӑ аталану тата спорт пайӗн начальникӗ Александр Краснов, Кавалти территори пайӗн начальникӗ Василий Адюков тата ыттисем те хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

Хӗрлӗҫыр ялӗнчи клуба уҫма Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

Тепре ҫӑвар уҫма ӗлкӗрнӗ ҫӗре Паша, куҫне чеен хӗскелесе, купенелле кӗрсе те шӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗр-икӗ хутчен ҫӑварна та уҫма хӑтлантӑн.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Аслашшӗ ун-кун ҫӑвар уҫма ӗлкӗриччен Шӑнкӑрч та Вихтӗрпе пӗрле тухса вирхӗнет.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

1981 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш АССР министрсен Канашӗ 621Р № кӑларнӑ хушу тӑрӑх ЧАССР Сывлӑх сыхлав министерствине унччен трахоматоз диспансерӗ пулнӑ никӗс ҫинче 100 вырӑнлӑ Республика кардиологи диспансерне уҫма ирӗк панӑ.

Распоряжением Совета министров Чувашской АССР № 621Р от 29 июня 1981 года Министерству здравоохранения ЧАССР было разрешено открыть Республиканский кардиологический диспансер на 100 коек на базе бывшего трахоматозного диспансера.

Авдеева Галина Петровна // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%B2%D ... 0%BD%D0%B0

Ҫав политика тӑрӑх ҫынсене суту-илӳ тума та, армансем тытма та, мастерскойсем уҫма та чармаҫҫӗ, анчах ҫав политика пирки юриех йышӑннӑ Совет законӗсене ан пӑс.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Асӑннӑ наци проекчӗн шайӗнче 2024 ҫулта ҫичӗ ҫӗнӗ кану вырӑнне уҫма палӑртатпӑр.

Семь новых мест отдыха планируется открыть в 2024 году в рамках названного национального проекта.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӑл вӗсен вӑй-халне кирек хӑш тапхӑрта – шкултан тытӑнса аслӑ шкулччен те, ӗҫе вырнаҫнӑ хыҫҫӑн та – туллин уҫма пулӑшать.

Она способствует раскрытию их потенциала на любом этапе – от школы до вуза и после трудоустройства.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кӑҫал Шупашкарта тата Вӑрмар муниципаллӑ округӗнче тата икӗ центр уҫма палӑртнӑ.

В текущем году в планах открыть еще два центра в Чебоксарах и Урмарском муниципальном округе.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кунта культура учрежденийӗсем валли специалистсене тӑтӑш вӗрентсе хатӗрлемелли тата талантсене уҫма пулӑшмалли тытӑма йӗркелес ӗҫе малалла тӑсни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Здесь важно продолжить процесс формирования системы непрерывной подготовки специалистов для учреждений культуры и раскрытия талантов.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Шупашкар хулинчи Садовый микрорайонта шкул уҫма хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

«Профессионалитет» федераци проектне тӗпе хурса Канашри транспортпа энергетика техникумӗн базинче професси илме витӗм кӳрекен центр тата Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика тата Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗсен базинче икӗ вӗренӳпе производство центрӗ уҫма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗн никӗсӗ ҫинче «IT-куб» ачасене валли цифра вӗрентӗвӗн центрне уҫма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

1917 ҫулта Раҫҫейре Вӑхӑтлӑх правительстви влаҫра пулнӑ вӑхӑтра университета уҫма май килмен, Ш. И. Нуцубидзе, З. Авалишвили, Н. Геловани (В. Гелованин тӑлӑх арӑмӗсем) йышпа килнӗ делегацие А. Ф. Керенский кӑмӑллӑ йышӑнӑ, «Тифлиса кирлӗ ирӗксем ярса парӑпӑр» тесе шантарнӑ, апла пулин те кайран телеграмма ярса Тифлисри хӗрарӑмсен аслӑ курсӗсен правленине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Кавказхыҫри университета йӗркелеме сӗннӗ.

Попытки открыть университет в 1917 году при Временном правительстве России успеха не имели, делегация в составе Ш. И. Нуцубидзе, З. Авалишвили, Н. Геловани (вдовы В. Геловани) была учтиво принята А. Ф. Керенским, пообещавшим «прислать в Тифлис соответствующее разрешение», однако затем телеграфировавшего правлению Тифлисских высших женских курсов предложение немедленно реорганизоваться в Закавказский университет.

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

Алена ҫуртра хӑна ҫуртне уҫма палӑртать.

Алена планирует открыть в тереме гостиницу.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Мероприятисене уҫма министерство ертӳҫи Дмитрий Захаров пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Куравра — Вӗрентӳ министерстви // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%ba%d1%8 ... %b2%d0%b8/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех